АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЕНСИ: ÇĔНĔЛЛЕ ШУТЛАНĂ

26 марта 2010 г.

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пенсионерăн тупăшĕ регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулмасть.

Валоризаци мĕнле иртрĕ; Çăмăллăхçăсен стажне мĕнле шутламалла; Кама социаллă тÿлев параççĕ; Çак тата ытти ыйтăва РФ Пенси фончĕн правленийĕн председателĕн çумĕ Лилия Чижик уçăмлатать.

– Эпĕ сиенлĕ производствăра ĕçлесе канăва 50 çулта 2 "-лĕ списокпа тухрăм. Кăçалхи кăрлачра манăн пенси валоризаци тунипе кăна хушăнать-и е ытти ÿсĕм те пулать-и;

– Валоризаци – 2002 çулчченхи пенси виçине 1991 çулчченхи ĕç тапхăрне кура хаклани. Ăна мĕн пур пенсионера пĕр формулăпа шутласа панă: 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне йĕркеленнĕ капиталшăн – 10, 1991 çулччен ĕçленĕ кашни çулталăкшăн 1-ер процент хушнă.

Валоризаци тунă чух ĕç стажне кашни çыннăнне пĕр пек – тулли календарлĕ çулталăка тĕпе хураççĕ. Анчах ÿсĕм – тĕрлĕрен. Мĕншĕн тесен кашнин – хăйĕн стажĕ, шалăвĕ, ĕç биографийĕ.

Сирĕн, сиенлĕ производствăра ĕçленĕскерĕн, тен, пенсин расчет капиталне икĕ вариантпа шутланă: е пĕтĕмĕшле стажпа, е ятарлă стажпа. Тĕрĕссипе, пенсионершăн усăллине суйланă ĕнтĕ. Ятарлă стаж пысăк маррисене пĕтĕмĕшле стаж тăрăх пенсие кăлараççĕ. Ятарлă стажăр пысăк тăк, тен, сирĕн пенсие ăна тĕпе хурса палăртмалла. Çавăнпа та ку ыйтупа Пенси фончĕн органне кайма сĕнетĕп.

– Манăн анне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, халĕ вăл – 85-ре. Хаçатра вуласа пĕлнĕ тăрăх, 80 çултан иртнисен валоризаци ÿсĕмĕ 1732 тенкĕ пулмаллаччĕ. Аннен – 635 тенкĕ кăна.

– Массăллă информаци хатĕрĕсем статистикăн вăтам кăтартăвĕсене, валоризацин малтанласа хатĕрленин пĕтĕмлетĕвĕсене пĕлтерчĕç.

Чăн та, 80-ран иртнĕ çынсен хушăмĕ – чи пысăкки. Çапах унăн виçи совет саманинчи ĕç стажĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çын мĕн чухлĕ аслăрах, çав вăхăтра ĕçленĕ çулсен хисепĕ çавăн чухлĕ нумайрах. Асра тытăр – пенсин страховани пайне шутланă чух тĕпе хунă шалу виçи те пĕлтерĕшлĕ. 635 тенкĕлĕх ÿсĕм сирĕн аннĕрĕн совет саманинчи шалăвĕ пĕчĕк пулнине пĕлтерет.

– Ачаранпах сусăр инвалидсен пенсине шутласа парасси улшăнать-и;

– Ачаранпах инвалид шутланакансене социаллă пенси параççĕ. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пурлăх шайĕ регионта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах чухне те социаллă тÿлевпе тивĕçтереççĕ.

– Эпĕ – вăрçа хутшăннă çын, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Халиччен манăн пенсие ĕç пенсийĕн база пайĕпе пĕрле индексациленĕ. Кăçалтан база пайне пăрахăçларĕç. Халĕ ăна мĕнле индексацилеççĕ;

– Эсир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çын, патшалăх пенсийĕн тивĕçтерĕвĕпе инвалид тата ĕç пенсийĕсене илсе тăратăр. Вĕсене тĕрлĕ йĕркепе индексацилеççĕ. Патшалăх пенсийĕн тивĕçтерĕвĕ тăрăх илекен тÿлеве çулленех ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче малтанхи çулхи çаксен ÿсĕмĕн шайне кура индексацилеççĕ, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе индексне кура утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен татах хăпартаççĕ. 2010 çулта асăннă пенси 16 процента яхăн (çав шутра пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен – 12 процент) ÿсет. Ĕç пенсине илес тĕк ăна РФ Пенси фончĕн тупăшĕн ÿсĕмĕн индексне кура ÿстереççĕ.

– Пенси валли куçаракан укçа халĕ патшалăх Пенси фондне куçать. Эпĕ тепĕр ĕçе куçас тетĕп. Çĕнĕ вырăнти взнос унтах хывăнать-и е ĕç паракан ăçта куçарассине хăй татса парать;

– "Обязательнăй пенси страхованийĕ çинчен" саккунпа килĕшÿллĕн ĕç параканăн сирĕншĕн взноса патшалăх Пенси фондне куçармалла. Взноса пулас пенсин страховани пайĕ валли те, пухăнса пыракан пайĕ валли те хываççĕ. Пĕрремĕш РФ Пенси фондĕнчи счетăр çине каять. Пухăнса пыракан пай валли тÿленине кама шанса парассине – патшалăхăн шутланман пенси фондне-и е управляющи компание-и – хăвăр суйлатăр, кăмăлăра заявлени çырса пĕлтермелле. Патшалăха патăр тăк ятарласа нимех те тумалла мар, çав укçа патшалăхăн управляющи компанине куçать.

Апла тăк эсир ăçта ĕçлени мар, хăвăр пуçаруллă пулни пĕлтерĕшлĕ.

– Çын нихăçан та ĕçлемен, ĕçлеме шухăшламасть те тейĕпĕр. Вăл килти хуçалăха тытса тăрать. Ватлăхра ăна пенси параççĕ-и;

– Стаж пухман çынсем социаллă пенсие тивĕçеççĕ. Ăна ыйтма хĕрарăмсен – 60, арçынсен 65 çул тултарсан Пенси фондне каймалла. Виçи – 2562 тенкĕ. Кăçалхи кăрлачăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă çынсене хушса тÿленине асра тытмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика