АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХСЕН ТУБЕРКУЛЕЗĔ

26 марта 2010 г.

Туберкулез – инфекци чирĕ, вăл йывăр формăпа иртет. Унпа выльăх-чĕрлĕх те, этем те чирлеме пултарать. Туберкулез выльăх-чĕрлĕхпе тискер чĕрчунсен 55 тĕсне тата кайăк-кĕшĕксен 25 тĕсне пырса тивмесĕр иртмест. Çак чирпе мăйракаллă шултра выльăхсем, сыснасем, чăхсем уйрăмах йышлăн аптăраççĕ, качакасем, йытăсем тата хурсемпе кăвакалсем сайра хутра кăна. Лашасене, сурăхсене тата кушаксене вăл пачах та лекмест тесен те юрать.

Туберкулеза микробактери йышши микроорганизмсем сараççĕ. Паянхи куна туберкулезăн виçĕ тĕсне палăртаççĕ: этемĕн, вăкăрсен тата кайăксен.

Туберкулез ыттисен организмне чирлĕ выльăхсем вараланă апатпа шыв урлă лекет. Çаран çинче вĕсем пĕр-пĕрин хыççăнах çÿреç-çĕ-çке. Пăрусем çине вăл чирлĕ ĕне сĕчĕ урлă куçать. Выльăхсен çавăн пекех çынсем аптăракан туберкулезпа чирлесе каяс хăрушлăх та пур, енчен те вĕсене туберкулезлă çын пăхать пулсан.

Енчен те вите хупăнса тăрсан, унта нÿрĕ пулсан тата ăна вăрах уçăлтармасан çак чир сывă выльăх патне сывлăш урлă та куçма пултарать. Çавăнпа та туберкулезлă выльăхсене уйрăм тытма тăрăшмалла.

Туберкулез выльăхсем хушшинче хăвăрттăн сарăлмасть. Çакна чир-чĕрĕн инкубаци тапхăрĕ вăраха тăсăлнипе сăлтавлаççĕ (45 кун таранччен). Чухăн апат çитернипе тата япăх условисенче тытнипе выльăх организмĕ хавшать, вăл ирĕксĕрех чире парăнать. Чĕрчунсем хушшинче туберкулез чире аталанма пултаракан ятарлă тапхăр çук, анчах та мăйракаллă шултра выльăхсем унпа ытларах чухне хĕлле витесенче тăнă чухне йышлăн чирлеççĕ.

Чир лекнĕ выльăхсене сиплесе сыватмаççĕ, вĕсене пурне те пусаççĕ.

Туберкулеза вăхăтра тупса палăртас тĕллевпе фермăсенчи тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи выльăхсене планпа тĕрĕслесех тăратпăр. 2009 çулта пĕтĕмпе 21167 мăйракаллă шултра выльăха тĕрĕсленĕ, чирлĕ выльăхсене тупса палăртман. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта виçĕ пине яхăн выльăха тĕрĕс-ленĕ.

Пирĕн районта туберкулеза юлаши 27 çул хушшинче тупса палăртман. Анчах та ăна ытти районсенчен илсе килес хăрушлăх пур. Çавăнпа та тинтерех çеç кÿрсе килнĕ выльăхсене 30 кунлăха карантина хупса туберкулез çине тĕрĕслемелле. Туберкулезпа чирлĕ çынсене выльăхсене пăхтармалла мар. Фермăра ĕçлекенсен çулсеренех медицина тĕрĕслевĕ тухмалла.

Выльăх-чĕрлĕх фермисенче кайăк-кĕшĕк усрама юрамасть. Çавăн пекех витесене тăтăшах дезинфекцилемелле, унти шăши, йĕке хÿре тата сăвăс таврашĕсемпе кĕрешмелле.

А.СТЕПАНОВ, районти тĕп ветврач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика