АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУÇЛАСА ГРАНД ИЛНИСЕНЧЕН ПĔРИ

26 марта 2010 г.

Вĕрентекенсем пур ачашăн та иккĕмĕш аттепе анне вырăнĕнче. Вĕсем çамрăксене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех ырă чун-чĕреллĕ пулса çитĕнме пулăшаççĕ. Çак йывăр тата интереслĕ ĕçе туса пыма пур çын та пултараймасть. Чи чăтăмлисемпе чи пултаруллисем çеç суйласа илеççĕ учитель профессине.

Вĕрентекенĕн хăйĕн предмечĕпе ачасене интереслентерес тесен кашнинчех çĕнĕрен те çĕнĕ хатĕрсемпе усă курма тивет. Уроксем вĕçленсен те килĕсене кайма васкамаççĕ педагогсем: тĕрлĕрен кружоксем ирттереççĕ, вĕренÿре юлса пыракансемпе ĕçлеççĕ, конкурссемпе олимпиадăсене хатĕрленеççĕ, ачасен çыру ĕçĕсене тĕрĕслеççĕ... Çав вăхăтрах вĕрентекенĕн хăйĕн пултарулăхне районта тата республикăра иртекен конкурссемпе фестивальсенче те кăтартма ĕлкĕрмелле.

Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче ачасене çирĕп пĕлÿ парас тĕллевлĕ нумай вĕрентекен тăрăшса ĕçлет. Вĕсенчен чи хисепли тата пултаруллисенчен пĕри – Вера Николаевна Григорьева.

В.Григорьева 1973 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Пĕрремĕш Липовка ялĕнче Николай Яковлевичпа Ольга Ильинична Вастеровсен çемйинче çуралса ÿснĕ.

– Пире шкулта чăваш чĕлхипе литературине Альбина Ивановна Смирнова вĕрентетчĕ. Вăл мана санра Турă панă талант пур тесе чăваш уйрăмне вĕренме кайма сĕнчĕ, – савăнса пĕлтерет вĕрентекен. – Атте пирĕн килтен тухтăр е вĕрентекен тухмалли çинчен каларĕ. Эпĕ медицина уйрăмне вĕренме кĕме заявлени кайса патăм. Икĕ-виçĕ кунтан шухăшăма улăштартăм, тухтăртан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен педагог пулса тăма шутларăм. 1995 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухса çак шкула ĕçлеме килтĕм.

– Эпĕ пиллĕкмĕш курсра, Вера пĕрремĕш курсра вĕренетчĕ, – калаçăва хутшăнчĕ юратнă мăшăрĕ, – пĕрре курсах кăмăлларăм эпĕ ăна, урăх вĕçертмерĕм. Пулас мăшăрăм виççĕмĕш курса çитсен пĕрлеш-рĕмĕр.

Вера Григорьева 2006 çулта пирĕн районтан 100 пин тенкĕлĕх гранд илме тивĕçнĕ пĕрремĕш вĕрентекен пулчĕ. Унпа пĕрлех талантлă педагога Чăваш Наци конгресĕ те Хисеп хучĕ парса чысларĕ.

Паян вăл районта çеç мар, республика шайĕнче творчествăлла ĕçлекен учитель. Татмăш шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кашни мероприятиех хастар хутшăнаççĕ, тăван пĕлÿ çурчĕн чысне çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса çÿле çĕклесе пыраççĕ. И.Я.Яковлевпа электронлă пособи хатĕрлесе республикăра вĕсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç (2008 çул). Пĕлтĕр район шайĕнче иртнĕ "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" конкурсра та иккĕмĕш кăтарту. Иртнĕ çулта В.Григорьева Сиккасси шкулĕнче "Телей патне хывнă çул" темăпа уçă урок пачĕ. Кăçал та чылай пĕлтерĕшлĕ конференцисене хутшăнчĕ ĕçтеш.

Вĕрентекен çине тăрса ĕçлемесен ачасем тĕрлĕрен конкурссенче палăраймĕç паллах. Вера Николаевна хăйĕн вĕренекенĕсемпе мăнаçланма пултаратех: Наташа Иванова 2007 çулта "Çĕнĕ кĕнекепе çĕнĕ ĕмĕре" республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă, иртнĕ çулта Надежда Федорова "Çеçпĕл кăвайтĕнче" палăрнă, унăн та пĕрремĕш вырăн. Ку çеç те мар, шкултан вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ педагогика ĕçне суйласа илеççĕ.

Вера Николаевнăпа Василий Александрович (вĕсем иккĕшĕ те чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем) икĕ ача çитĕнтереççĕ. Коля виççĕмĕш класа çÿрет, Таня вуннăмĕш класра вĕренет.

Чĕлхеçĕсем хăйсен ачисене те тăван чĕлхене юратма вĕрентни куç кĕретех, 2008 çулта районта иртнĕ "Чăваш прози" номинацире Таня пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2009 çулта чăваш чĕлхипе районта иртнĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăна тухнă, кăçал республикăра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Григорьевсен телей патне хывнă çул такăрлансах пытăрччĕ.

Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика