26 марта 2010 г.
Юлашки çулсенче килти хуçалăхра кроликсене йышлăн ĕрчетме пуçларĕç. Чылайăшĕ кролик пăхасси питех те çăмăл ĕç тесе шутлать пулĕ. Анчах та çакă тĕрĕс шухăш мар. Ытти чĕрчунсене пăхнă пекех вĕсене те пысăк тимлĕх кирлĕ. Кроликсем час-часах чирлеççĕ, вĕсене тĕрлĕрен чир-чĕртен сыхламалла. Профилактика ĕçĕсене вăхăтра туса пымасан "килти мулкачсем" пĕр харăсах вилсе пĕтме те пултараççĕ, çакă кăмăла хуçнипе пĕрлех çемье бюджечĕн экономикине те пырса тивме пултарать.
Кил хуçисен мĕнле чир-чĕртен сыхламалла-ха кроликсене; Чирлесе ÿкнĕ чĕрчуна епле пулăшма пулать; Ку ыйтусем хуçалăхра ĕç-пуç лайăх пынă чухне никама та шухăшлаттармаççĕ паллах. Анчах та вĕсем çинчен маларах пĕлсе тăни никамшăн та ытлашши пулмĕ.
Хальхи вăхăтра кроликсене геморрагилле вирус чирĕ тата миксоматоз пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Геморагилле вирус чирне 1984 çулта Китайра тупса палăртнă, çак вирус кролик ĕрчетекен фермăсенче алхаснă. Унтанпа чир Европăна, Мексикăна, Кубăна тата Азипе Африка çĕршывĕсене çитнĕ.
Асăннă чир кроликăн органĕсене, уйрăмах ÿпкипе пĕверне сиен кÿрет. Унпа кроликсен пур тĕсĕ те аптăрать, енчен те уйăх çурăран аслăрах пулсан. Этемшĕн тата ытти чĕрчунсемшĕн çак вирус хăрушă мар. Чир çут çанталăкăн кирек-хăш тапхăрĕнче те аталанса кайма пултарать. Эпизооти лару-тăрăвĕ япăхланма пуçланă вăхăтра чĕрчунсен вилеслĕхĕ 100 процента çитет, каярах çак кăтарту 75-80 процент чухлĕ чакать.
Вируса чирлĕ кроликсем, кайăк-кĕшĕксемпе ытти чĕрчунсем сараççĕ. Ăна çавăн пекех пăхакан çын тум-тир çинче, апатпа тата шывпа илсе килме пултарать. Вирусăн инкубаци тапхăрĕ темиçе сехетрен пуçласа 2-4 кун таранччен тăсăлма пултарать. Пăхма сывă кроликсем вилме тытăнаççĕ. Хăш-пĕр кроликсем çеç чир лекнĕ хыççăн апат çиме пăрахаççĕ, вилес умĕн пĕр икĕ сехет маларах вĕсен сăмсинчен юн кайма пултарать.
Çакăн пек инкек сиксе ан тухтăр тесессĕн кроликсене вакцинацилемелле. Хальхи вăхăтра вакцина чĕрчуна пилĕк уйăхран пуçласа вун пилĕк уйăхчен сыхласа хăварма пултарать.
Чирленĕ кролика сыватма пулать-и-ха; Паянхи куна çак чиртен сыватмалли пĕр меслет те çук. Вирус лекнĕ чĕрчун шалти органсем юн юхтарнипе 24 сехетрен вилет.
Енчен те сирĕн кролик аптăрарĕ пулсан ăна çийĕнчех ыттисенчен уйăрăр. Вăл ларнă читлĕхри çунма пултаракан япаласене çунтарса ярăр, ытти хатĕрсене дезинфекци тăвăр. Çавăн пекех ветеринари специалисчĕсене пĕлтерме ан манăр.
Тепĕр хăрушă чир вăл – миксоматоз. Вăл ерсен кроликăн куç хупанкисем тата хăлха шăтăкĕсем пÿрленме пуçлаççĕ. Çав вырăнсем ÿссе пыраççĕ, сиенленнĕ ÿт туртăнма пуçлать. Кроликăн хăлхисем усăнаççĕ. Тепĕр 9-10 кунтан чĕрчун йывăррăн сывлама пуçлать. Ку чирпе кроликсен 95-100 проценчĕ вилсе пĕтет. Ăна чирлĕ кроликсем хăйсем хушшинче сараççĕ тата ÿпресемпе пыйтăсем ертме пултараççĕ.
Ку чиртен те чĕрчунсене сыватма çук, аш-какая яни те вырăнсăр. Вĕсене специалистсем юн кăлармасăр вĕлерсе çунтарса яма ыйтаççĕ. Кайран читлĕхсене дезинфекцилемелле, сывă кроликсене унта тепĕр 15 кунтан вырнаçтарма пулать, енчен те маларах вакцинаци тунă пулсан.
Вакцинăна 45 кунтан аслăрах сывă кроликсене тăваççĕ, вăл пĕтĕ амасене те нимĕнле сиен те кÿмест. Кил хуçин çавăн пекех çакна асра тытмалла: кролик туяннă е ылмаштарнă чухне ветеринари докуменчĕсемпе паллашмалла. Чĕрчун хăйне урăхларах тытма пуçласан ветспециалистсене пĕлтермелле.
А.СТЕПАНОВ, районти тĕп ветврач.