26 марта 2010 г.
"Цивиль" хуçалăхра çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулса курма килĕшет мана. Тавралăх хитре кунта: çутă шывлă Кĕçĕн Çавал хĕрринче кашласа ларакан ешĕл тумлă хырсен хÿттине вырнаçнă машинăпа трактор паркне кашни çулах çитсе килме май тупатăп. Çуркунне, тĕплĕ юсав хыççăн, кунтан мĕн пур техника анлă уй-хире тухать. Ака-суха ĕçĕсене нихçан та вăраха ямаççĕ хастар механизаторсем, çур акине ялан кĕске вăхăтра вĕçлеççĕ. Вĕсем ырми-канми вăй хунипе çурхи пирвайхи сиплĕ çумăрсем хыççăн калчасем кар шăтса тухаççĕ те, уй-хир талккишĕпех симĕс тумпа витĕнет, кайран, хĕрÿ хĕвелтен ылтăн тĕсне илсе, тулли пучахсем вăштăр çилпе чăштăр-чăштăр чÿхенсе кăмăла çĕклеççĕ, тÿп-тÿррĕн тăсăлакан парка çулçăллă çĕр улми кассисем куçа илĕртеççĕ. Çапах та çак илем мар-ха кунта килме асамлăн туртаканни, тĕп сăлтавĕ - çĕр ĕçне чунтан парăннă харсăр та пултаруллă çынсемпе курнăçса калаçни.
Иртнĕ эрнере йăлтăр хĕвеллĕ кун пултăм эпĕ Пайкилтри машинăпа трактор паркĕнче. Картишĕнче пирус паккаса тĕлсĕр утакан пĕр çын та куç тĕлне пулмарĕ. Механизаторсем пурте - мастерскойра. Авă, Михаил Тихонов сунтал умĕнче тăрăшсах тем шаккать. Хĕл кунĕнче анлă профильлĕ механизатор хăйех тимĕрçĕ те, слесарь те. Уй-хир ĕçĕсем пуçлансан вăл ют çĕршывра туса кăларнă "Джон-Дир" трактор çине ларать те çак пысăк тухăçлă техникăпа çĕр кăпкалатнă çĕрте те, выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра та туллин усă курать. Паллă ĕнтĕ, çурхи уя тăпрари нÿрĕке упраса хăварма чи малтан сÿре агрегачĕсем тухаççĕ, çавăнпа Иван Тихонов, Вениамин Яковлев, Валерий Игнатьев механизаторсем, гараж заведующийĕ Валерий Данилов (ÿкерчĕкре) сÿресене юсаса пĕтернĕ, халĕ ытти техника хатĕрĕсене "сиплеççĕ". Сÿре-и, культиватор-и е сеялка - пурне те механизаторсем хăйсем юсаççĕ. Çакă, пĕр енчен, шанчăклă: хăвăнах ĕçлемелле пулать-çке çав агрегатсемпе, апла-тăк вĕсене уя тухма тĕплĕн хатĕрлетĕн, тепĕр енчен, хĕрÿ ĕççире техника ванасси-çĕмĕрĕлесси пулатех, кун пек чухне вара халĕ никам çине ÿпкелешесси çук - хăвăн тирпейлĕ пулмалла.
Тата çакна палăртса хăварам-ха: тракторсем те, комбайнсем те, автомашинăсем те кунта уçă пĕлĕт айĕнче тутăхса лармаççĕ, хăтлă гаражра хĕл каçаççĕ. Шартлама сивĕ те, йĕпе-сапа та чăрмав мар. Кашнин - хăйĕн вырăнĕ. Механизаторсем вĕсене тасатса тăраççĕ, пĕр-пĕрин тирпейлĕхне тĕрĕслеççĕ.
Çĕр ĕçченĕсемпе сăмахланă хушăра хуçалăхра çирĕп йĕрке пуррине туйрăм. Пĕр çирĕм çул каялла, элес-мелес рынок тапхăрĕн пуçламăшĕнче, районта малтисен шутĕнче пыракан "Цивиль" колхоз та йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ. Ертÿçĕсем улшăнсах тăчĕç, производство хавшаса пычĕ, парăмсен серепи сывлăша пÿлекен йăлмак вырăнне пулчĕ. Колхозниксем 2003 çулта, март уйăхĕнче иртнĕ пĕрлехи пухура, хуçалăх "тилхепине" Вениамин Ефимова шанса пачĕç те пĕртте йăнăшмарĕç: халăх шанăçне чăннипех тÿрре кăларчĕ вăл. Çук, агроном та, зоотехник та мар Вениамин Михайлович, профессийĕпе педагог вăл. Тен, шăпах çавă - учитель интеллектчĕ - çын хуйхи-суйхине ăнланни, кăмăл-туйăмне пĕлни, ăна çавăрма пултарни ĕçре пулăшать ăна; Çирĕп ыйтнипе пĕрлех ĕçлекене хавхалантарма, ырă сăмах калама ÿркенмест председатель, тимлĕх уйăрни вара кăмăл-туйăма улăштарать, ĕçлес хастарлăха ÿстерет. Вениамин Михайлович тăван хуçалăха тĕрĕс çул-йĕрпе тытса пынăран ĕнтĕ "Цивиль" хуçалăх халĕ районта каллех малтисенчен пĕри.
Иртнĕ çула хуçалăх тупăшпа вĕçленĕ. Çĕр улми - ăна кашни гектартан вăтамран 218 центнер пухса илнĕ, тата хĕрлĕ кăшман - гектартан 150-160 центнер тухнă - уйрăмах пысăк услам кÿнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем те тухăç тĕлĕшĕнчен кÿрентермен. Акă, кĕрхи тулă гектартан 29 центнер ытла пухăннă. Çапах та тухăç тĕп вырăнта мар кунта, чи кирли - пахалăх. Çĕр ĕçченĕсем пысăк клейковинăллă (23-34 процент таран) тырă çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Ун пек тырра çăкăр пекарнисем те хаваспа туянаççĕ, патшалăх пÿлмине ăсатма та чăрмавлă мар. Сăмах май, хуçалăхра пысăк пахалăхлă 100 тонна тулă (клейковини - 34:), 450 тонна урпа сутмалăх пур. Калăпăр, кама фуражлăх тырă кирлĕ - кирек хăш самантра ыйтса пĕлме пултаратăр. ОАО "Агро-Рус" хими препарачĕсемпе тата унăн специалисчĕсен паха сĕнĕвĕсемпе усă курни те çитĕнÿ кÿнĕ.
Йывăрлăхсене парăнмасăр техника паркне çĕнетме вăй çитереççĕ хуçалăхра. Виçĕм çул, тĕслĕхрен, виçĕ МТЗ-82, пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума пултаракан "Джон-Дир" трактор, тырă акмалли СЗ-5,4 сеялка, БДМ-4,4 йывăр сÿре, ЖВП жатка, трактортан кăкармалли кĕреплепе ворошилка, удобрени сапалакан "Амазони" тата им-çам сапакан "Руслан" агрегатсем - пĕтĕмпе 8 миллион тенкĕне яхăн - туяннă. Пĕлтĕр мехпарк КБМ-10,8 культиваторпа пуянланнă. Калас пулать, ку агрегатăн тухăçлăхĕ пысăк - пĕр ăстрăмра вăл тăпрана 10 метр сарлакăш ытла кăпкалатать, çапла вара çур акинче ĕçе хăвăртлатма, пахалăха лайăхлатма май парать. Çавăнпа хакĕ те пĕчĕк мар унăн - 780 пин тенкĕ тăрать. Тĕрĕссипе каласан, ял хуçалăх ĕçĕсене çĕнĕ технологипе туса ирттермелли техника хатĕрĕсем кусем.
Иртнĕ кĕркунне кĕр тыррисене 300 гектар çинче акса хăварнă. Çуртрисем кăçал 350 гектар йышăнĕç. Уй-хир çум курăксенчен таса пултăр тесе хресчен ĕлĕкех хура пусă хăварнă. Агрономсем суйма памаççĕ - кун пек уйра тыр-пул тухăçлă çитĕнет, тĕрлĕ курăк вăррисенчен таса пулнăран ăна вăрлăха хăварма питĕ майлă - ака стандартне пур енĕпе те тивĕçтерĕ. Çĕр ĕçĕнче ламран лама пыракан çак йĕркене тĕпе хуни те тĕлĕнтерчĕ мана. Хура çĕре хисеплесен ăнăçу пулатех! Çĕнĕ Мами ялĕ çывăхĕнчи виçĕ уя хура пусă вырăнне хăварма палăртнă. Паллах, çăвĕпе усăсăр выртакан çĕрсем пулмĕç вĕсем: вăхăтра сухаласа кăпкалатĕç, им-çамне те кирлĕ чухлĕ хывĕç. Вара кайран кĕр тыррисем унта ăнса çитĕнĕç. Палăртса хăварам: хуçалăхра усă курман çĕрсем çук.
Кăçал акма элитлă тырă вăрлăхĕсене 400 пин тенкĕлĕх туяннă. Хăтлă пÿлмесенче шанчăклăн упранаççĕ вĕсем. Çĕр улми сорчĕсене те çĕнетсе пыраççĕ. Çак тĕллевпе 15-18 гектар çинче лартса ÿстерме вăрлăхсемпе ĕçлекен "Сонары" хуçалăхран пысăк тухăç паракан "Жуковский ранний" тата "Удача" сортлă паха вăрлăхсем кÿрсе килнĕ. Акари ĕç планĕпе килĕшÿллĕн "иккĕмĕш çăкăра" - халăхра çĕр улмине хисеп туса ытарлăн çапла калаççĕ мар-и; - 45 гектар çинче лартса çитĕнтерĕç. Хĕрлĕ кăшман 12 гектар йышăнĕ, кишĕрпе купăста лаптăкĕсем 1-2 гектар пулĕç.
"Ял халăхне ĕçпе тивĕçтерме пахча çимĕç ытларах çитĕнтеретпĕр. Çимĕçе упрама 900 тăваткал метр йышăнакан хранилище пур пирĕн. Ăна тĕпрен юсатпăр. Строительсем ĕçе пуçăннă", - пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Вениамин Ефимов.
Районти ытти хуçалăхсенче çакнашкал ырă йăла пирки ман хăлхана хыпар кĕмен, "Цивильте" вара колхоз ĕçĕсене хутшăннă çынсен кил-çурчĕ умне утă-улăма тÿлевсĕр турттарса панă. Малалли çулсенче те çапла пуласса шантарать Вениамин Михайлович. Тăван хуçалăха аталантарассишĕн тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене хавхалантарма пĕлет вăл.
Çур аки ăнăçлă иртес пирки пĕртте иккĕленме кирлĕ мар ман шутпа. Удобренисем 80 тонна хатĕрленĕ, çунтармалли-сĕрмелли шĕвексене 400 пин тенкĕлĕх янтăланă, çĕр улми вăрлăхĕсене 600 пин тенкĕлĕх, кишĕр, купăста, хĕрлĕ кăшман вăрлăхĕсене 60 пин тенкĕлĕх кÿрсе килнĕ. Куратпăр ĕнтĕ, ĕçлесе илнĕ мĕн пур укçа-тенкĕ кирлĕ çĕре саланать, унпа хуçалăха малалла аталантарма тĕллевлĕн усă кураççĕ. Кашни çулах Раççей Перекет банкĕн пысăк кредичĕсене те илме тивет паллах. Çапах та хуçалăхăн налуксемпе парăмсем çук. Ĕç укçине вăхăтра парса пыма тăрăшаççĕ.
Ял хуçалăх экономикин тĕп шăнăрĕ - выльăх-чĕрлĕх отраслĕ, тетчĕç ĕлĕкрех, халĕ вара, шел, вăл каялла туртать. "Ферма тупăш çăл куçĕ пулса тăмалла", - çапла çирĕп тĕллев лартнă хăй умне Вениамин Ефимов. Чи малтанах вăл ĕне кĕтĕвне тĕпрен çĕнетесшĕн. Çавăнпа кăçал лайăх ăратлă 50 пуç пушмак пăру туянма палăртнă. Вĕсене пуян рационпа тăрантарма çуркунне тырă хутăшĕсем акса нумай компонентлă сĕтеклĕ сенаж хатĕрлемелле пулать. Хуçалăхра пăру йышĕ сахаллипе халăхран 41 вăкăр самăртма илнĕ. Фермăна тĕпрен юсанă - сăвакан 122 ĕне вырнаçмалăх хăтлă витере урайне йăлтах улăштарнă, водопровода çĕнетнĕ. Паллах, çак ĕçсене пурнăçлама та сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланнă. Унсăр пуçне, 25-30 пуç сысна ами кÿрсе килме тĕв тунă.
"Цивиль" колхоз 2004 çулта республикăри реструктуризаци программине кĕнĕ. Ун чухне хуçалăх парăмĕсем 12 миллион тенкĕне яхăн пулнă, халĕ вĕсем 3 миллиона яхăн юлнă. 2014 çул тĕлне парăмсенчен йăлтах хăтăлмалла. Иртнĕ çул патшалăх хыснине 220 пин тенкĕ куçарнă. Кăçал тÿлемелли парăм сумми - 700 пин тенкĕ. Çак кивĕ парăмсем пулман пулсассăн, паллах, ĕç укçине чылай устерме те, хăватлă çĕнĕ техника туянма та май килĕччĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, хуçалăх "тилхепине" тытса пыма ертÿçĕне пĕртте çăмăл мар, апла пулин те ăна çирĕп алăран вĕçертмест Вениамин Михайлович Ефимов, умри çул тăвалла пулсассăн пуçа усмасть - чăрмавсене çĕнтерсе малаллах утăмлать. Хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле палăртнă ырă тĕллевсемпе çутă ĕмĕтсем патне çитме вăй-хал та ăнăçу сунатпăр ăна.
А.ВЛАДИМИРОВ.