26 марта 2010 г.
Шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи каникул вăхăтĕнче тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пухса параттăмăр. Пĕррехинче, черетлĕ задани илсен, эпĕ хамăр пÿрт маччи çинче маларах курнă ещĕкпе ларакан кĕнекесем çинчен аса илтĕм. Атте-аннерен камăн кĕнекисем пулнине ыйтса пĕлтĕм.
– Вăрçа кайиччен манăн пичче Арсентий ачасене вĕрентнĕ. Халĕ хăй çук. Вăрçă чарăнни те 20 çул ытла, – терĕ атте.
Çак кĕнекесене ача куçĕпе тимлесе хам валли хуплашки сыхланса юлман тупмалли юмахсем, 1936 çулта пичетленсе тухнă "Чăваш илемлĕ литературин антологийĕ", редакторĕ В.И.Токсин, хăвартăм.
Ÿссе çитĕнсен аттен пиччĕшĕ çинчен тата нумайрах пĕлес тесе тăрăшрăм. Вăл вăрçăччен Канашри учительсене хатĕрлекен техникумран вĕренсе тухса 1934 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче тăван шкула ĕçлеме килнĕ. Паян Яманкасси ялĕнче пурăнакан Клавдия Алексеевна çапла аса илет:
– Арсентий Григорьевич пире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Лăпкă, ăшшăн калаçатчĕ. Урок темисене те тимлĕн, васкамасăр ăнлантаратчĕ. Вăрçă пуçланчĕ те 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче юратнă вĕрентекене макăра-макăра фронта ăсатрăмăр.
А.Григорьев 1912 çулта Яманкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшшĕ хута пĕлмен пирки ачисене вĕреннĕ çынсем тăвасшăн пулнă. Вăрçă пуçланиччен манăн тете 2 уйăх маларах Римма Ивановнапа çемье çавăрнă. Шел, телейĕ вăраха пыман вĕсен, Арсентий Григорьевич вăрçа тухса кайнă. 1942 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Курск пĕккинче аслă лейтенант паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
– Аттерен мана пĕртен-пĕр пуянлăх юлчĕ. Ку вăл унăн ячĕ – манăн хушамат, – çапла аса илет паян унăн ывăлĕ Виталий Арсентьевич Арсентьев.
Асăннă икĕ кĕнекене упраса хăварса эпĕ Арсений Григорьев юратнă ĕçне малалла тăсрăм. Педагогика стажĕн 28 çулĕнчен виçĕ çулне Шелттем шкулĕнче, вун çиччĕшне Яманкасси тĕп шкулĕнче, халĕ Вăтапуç вăтам шкулĕнче ĕçлетĕп.
Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.