26 марта 2010 г.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр тăшмана çĕнтернĕренпе 65 çул çитет. Çĕнĕ Чалкасси ялĕнчен фронта 100 ытла çын тухса кайнă, каялла 24 çын таврăннă. Анчах вĕсем те паянхи куна пурăнса çитеймерĕç. Ялта тыл ĕçченĕсен шучĕ те çулран çул чакса пырать. Вĕсем О.Алексеева, В.Алексеев, К.Алексеева, П.Григорьева, О.Захарова, А.Николаева, Е.Николаева, М.Смирнова, М.Федоров, А.Федорова, пире вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăç çинчен нумай каласа кăтартаççĕ.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем ялти библиотекăра тыл ветеранĕпе Клавдия Аркадьевна Алексеевăпа тата ĕç ветеранĕпе Элеонора Кузьминична Герасимовăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Вăрçă тухнă çул Клавдия Аркадьевна вунă çулти ача пулнă. Анчах ун чухнехи йывăр вăхăтсем паян кун та асран тухмаççĕ. Клавье 1941 çулта пилĕк класс вĕренсе пĕтернĕ. Малаллахи вĕренÿ çинчен шутлама майĕ те пулман. Ир пуçласа сĕм çĕрлеччен аслисемпе юнашар вăй хунă хĕрача. Çурлапа тырă вырнă, алласа тасатнă, Канаша лавĕ-лавĕпе фронт валли тырă леçнĕ. Çимелли пулман пирки уйсенче çерçи, лаша кĕпçисене, кăвакал тунисене çинĕ.
Ашшĕне вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе кайнă. 1942 çулта Аркадий Егорович Чернов хыпарсăр çухални çинчен хура хут илнĕ. Амăшне 5 хĕре ура çине тăратма мĕн тери йывăр пулнă. Ачисем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхни пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă.
Элеонора Кузьминична ашшĕне курман. Вăл ашшĕ вăрçа тухса кайсан 1943 çулта çуралнă. Кузьма Васильевича районта финанс пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ пирки ăна вăрçа часах илмен. Хĕрĕ çуралнине пĕлмесĕрех паттăр салтак Украина çĕрĕ çинче пуçне хунă. Днепропетровск хулинче вăрçăран таврăнайман салтаксене асăнса лартнă палăк çинче унăн хушамачĕ те пур: Волков Кузьма Васильевич.
Элеонора Кузьминична вăрçă хыççăнхи тертлĕ çулсене аса илчĕ. "Вăйă салансан киле кайман, çамрăксем ана çине тырă вырма чупнă. Ваттисене пирĕн ĕçченлĕх, тÿсĕмлĕх савăнтарнă. Йывăр пулнă пулин те эпир вăл вăхăтра туслăччĕ, савăнма пĕлнĕ, вĕренме тăрăшнă", – тет ветеран.
Римма Михайлова та хăйĕн ашшĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Унăн ашшĕ, Геннадий Михайлович Михайлов, 1921 çулта çуралнă. Салтака ăна 1940 çулхи октябрь уйăхĕнче илнĕ. Ун чухне вăл Канашри вакунсем юсакан заводра токарь пулса ĕçленĕ. Вăрçă тухнă çул Геннадий Михайлович "Редкий" миноносец çинче матрос-дальномерщик пулнă. 1947 çулхи майăн 1-мĕшĕччен вĕсен карапĕ Япони чиккине сыхланă.
1945 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Япони интервенцийĕ Пирĕн çĕршыв çине тапăннă. Яппун самурайĕсемпе çапăçнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн "Японие илнĕшĕн" медале тивĕçнĕ.
Римма Геннадьевна ачасене ашшĕн медалĕсене кăтартрĕ. 13 медаль унăн ачисемшĕн паянхи кун чи хаклă тупра вырăнне упранаççĕ. Пирĕн тăрăхран вăрçа кайнисенчен Геннадий Михайлович пĕртен-пĕр матрос пулнă. 1947 çулта çартан таврăннă салтака Çĕнĕ Чалкасси ял совечĕн секретарьне суйласа лартнă. Каярах Г.Михайлов колхозра бригадир, хурт-хăмăрçă пулса ĕçленĕ. Пенсие тухсан Тăрăн вăрманĕнче хырсем лартнă çĕрте вăй хунă. Хăрах урасăр юлса инвалида тухсан та ĕçсĕр ларман, карçинккасем тунă. Пĕр ĕçрен те хăраман.
Ачасемпе хăнасем вăрçă вăхăтĕнче юрланă юрăсене аса илчĕç. Пурте пĕрле "Катюша" юрра шăрантарчĕç. Тĕлпулу хĕрарăмсен уявĕ умĕн пулнă май ачасем Клавдия Аркадьевнăпа Элеонора Кузьминичнăна "Анне" юрă парнелерĕç.
Р.МИХАЙЛОВА, Çĕнĕ Чалкассинчи культура çурчĕн администраторĕ.