АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАГРАДА ĂНА КАНАШРА ШЫРАСА ТУПНĂ

26 марта 2010 г.

– Ача чухне чупмалли вăйăсемшĕн каçсах каяттăмччĕ. Уйрăмах вăрçăлла выляма кăмăлларах параттăмччĕ. Час-часах эпир, шухă, лара-тăма пĕлмен арçын чăмаккисем, "хĕрлисемпе" "шуррисем" çине пайланаттăмăр та ял çумĕнчи çырмара мĕн каçчен "çапăçаттăмăрччĕ". Кашнинче тенĕ пекех киле выçă, çурса янă кĕпе çаннипе е йĕм пĕççипе, ÿт çинче унтан та кунтан кăвакартнă, хăпарса тухнă вырăнсемпе таврăнаттăмăр.Эх, анне питĕ хытă тустаратчĕ, çемçе вырăнтан самаях лектеретчĕ, атте вара хÿтĕлетчĕ: "Характерне, сывлăхне çирĕплеттĕр, çаксем пĕтĕмпех ăна салтакра кирлĕ пулĕç", – тетчĕ вăл, – пуçларĕ аса илĕвне вăрçă тата ĕç ветеранĕ А.Михайлов.

Артем Михайлович Куславкка районĕнчи Ырашпулăх ялĕнче 1918 çулхи юпа уйăхĕнче çуралнă. Вăтам хресчен çемйинче ÿснĕ вăл. Пилĕк ача пулнă: икĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Саккăр тултарсан Артем парта хушшине ларнă. Тăрăшса вĕреннĕ вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ сакăр класс хыççăн ăна ялти хутла пĕлмен çынсене вулама-çырма вĕрентме шаннă. Çулталăка яхăн чукун çул çинче путеецра вăй хунă.

Артема çемйипех Чулхулана ăсатса янă. Унта чăваш каччине Атăлçи пароходствин СССР Çутĕç министрне Бубнова асăнса ят панă транзитлă пăрахучĕн команди хăйĕн йышне йышăннă. Ĕçчен, тăрăшуллă çамрăка пурте юратса пăрахнă. Кĕркунне Михайлов матроса юхан шыв тата тинĕс флочĕн судомеханика вĕрентекен шкулне пĕлÿ илме янă. Вăл ăна питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Йĕкĕте "Октябре 20 çул" пăрахут механикĕн иккĕмĕш пулăшуçин ĕçĕсене шанса панă.

Çулталăкран А.Михайлов Çурçĕр флочĕн "Двина" пăрахут командин членĕ пулса тăнă. Çак пăрахутпа Печора шывĕпе Воркутана шахта хатĕрĕсем турттарнă, унтан Нарьян-Мар тата Усть-Уса хулисене – çĕр кăмрăкĕ.

Хĕрĕхмĕш çултах Германи вăрçă пуçласси палăрнă. Нумайăшĕ çакна пĕлнĕ, анчах та шарламан. А.Михайлов службăра тăракан Çурçĕр флотĕнче те шăп пулнă. Мĕншĕн тесен никамăн та "халăх тăшманĕ" пулас килмен. Совет Союзĕн чиккине кĕрекен тинĕс уçлăхĕнче пĕрре мар нимĕçсен шыв айĕпе çÿрекен киммисене асăрханă. Вĕсем пирĕн карапсене путарнă тĕслĕхсем те пулнă.

– Коми АССРĕнчи çар комиссариатне тăватă хутчен фронта хам ирĕкпе кайма рапорт çырса патăм. Кашнинчех каялла тавăрса пачĕç. "Сана Çурçĕре комсомол путевкипе янă. Санăн тата юлташусен çĕршыва тата флота топливăпа тивĕçтерсе тăмалла. Çавăнпа та эсир кунта питĕ кирлĕ", – çакăн пек пулчĕ çар комиссарĕн хуравĕ, – терĕ Артем Михайлович.

Пĕррехинче ăнсăртран Артем аллине темле хаçат татăкĕ лекнĕ. Унта "Сталин сăмахĕ" статья пулнă. Çав статьяра нимĕнле ертÿçĕ те фронта хăй ирĕкĕпе каяс текене тытса чарма пултарайманни çинчен çырнă. Йĕкĕт тÿрех çар комиссариатне тухса чупнă. 1943 çулхи çурла уйăхĕнче вăл çар тумĕ тăхăннă.

Фронта вĕсене штраф батальонĕнчи салтаксемпе янă. Паллах, судпа айăпланнисене уйрăм вакуна лартнă. Палăртнă вырăна çитсен пурне те стрелоксен 158-мĕш полкĕн составне йышăннă. Штрафниксене çав кунах атакăна янă. Вĕсенчен пĕри те чĕрĕ юлман текен сас-хура тухнă.

– Пĕрремĕш çапăçăва Вязьма çывăхĕнче кĕтĕм.Снарядсем, минăсем, гранатăсем çурăлаççĕ, пульăсем шăхăраççĕ, аманнисем суранĕсем ыратнипе чуна çурса йынăшаççĕ, унта та кунта вилесем выртаççĕ. Питĕ хăрушă. Ура айĕнче çĕр çунать тейĕн. Шăпах çавăн чухне эпĕ вилĕм мĕн иккенне, пурнăç хакне туйса илтĕм, – малалла калаçрĕ Артем Михайлович ассăн сывласа.

Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче А.Михайлов ураран çăмăллăн аманнă. Вăрçă хирĕнчи госпитальте сипленнĕ. Сывалса çитсен стрелоксен 875-мĕш полкне куçарнă. Ăна стануклă пулемет шанса панă. Икĕ уйăха яхăн пулеметчиксен ротин старшинин тивĕçĕсене пурнăçласа тăнă. 44-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче инженерипе техникăн 335-мĕш уйрăм батальонĕнчи разведчиксен ретне тăнă.

1944 çулта утă уйăхĕн вĕçĕнче А.Михайлов мина ванчăкĕпе йывăр аманнă. Ăна Тамбов хулинчи çар госпитальне вырттарнă. Вăрахчен сипленнĕ. Сулахай урине тунинчен аяларах татнă. 1945 çулхи çурла уйăхĕнче ăна медицина комиссийĕ иккĕмĕш ушкăнри инвалид тесе йышăннă та килне ăсатнă. Икĕ уйăхран суран уçăлнă. Çичĕ уйăха яхăн унăн Канашри эвакогоспитальте выртма тивнĕ.

- Пĕррехинче мана Куславккари çар комиссариатне чĕнсе илчĕç. Кунта манăн кăкăр çине виççĕмĕш степеньлĕ Мухтав орденĕ çакса ячĕç. Эпĕ ăна аманнине пула вăхăтра илейменччĕ. Çак наградăна илме мана Витебск хули патĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тăратнăччĕ. Ун чухне пирĕн пулемет расчечĕ вуншар гитлеровецпа власовеца тĕп туса пирĕннисене атакăна ăнăçлă вĕçлеме май туса панăччĕ, – аса илчĕ ветеран.

Артем Михайловича çавăн пекех Аслă вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Çар командованийĕн Тав çырăвĕсем те сахал мар. Тăнăç пурнăçра çар наградисем çумне ĕçре хастар пулнине кăтартаканнисем хушăннă. Ăна "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе, "Чукун çул транспорчĕ тăвассинче палăрнăшăн" паллăпа, хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Вăтăр çул ытла вăл вакунсем юсакан заводра вăй хунă. Тимĕре хĕртсе штамплакан цехра хатĕр вакун деталĕсене тĕрĕслесе йышăннă, кладовщикра тăрăшнă, ĕç валеçнĕ, цехри профсоюз комитетне ертсе пынă, завод комитечĕн членĕ пулнă. Артем Михайлов – вакунсем юсакан заводăн хисеплĕ ветеранĕ.

Манпа калаçаканăн мăшăрĕ Валентина Егоровна та тимĕре хĕртсе штамплакан цехра молот машинисчĕ пулса ĕçленĕ. Вăл пурнăçран уйрăлни вун тăватă çул иртрĕ ĕнтĕ. Михайловсем ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Пурте вĕсем çемьеллĕ, ачасем ÿстереççĕ.

92 çулти ветеранпа хыттăн алă тытса уйрăлтăм. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине уявланă кунта тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика