26 марта 2010 г.
Вăрçă тата ĕç, Хĕç-пăшаллă Вăйсен тата йĕркене сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн черетлĕ пленумĕ иртрĕ. Янкăлч ял тăрăхĕнчи организаци Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул тултарнине кĕтсе илме мĕнле хатĕрленни çинчен пуçламăш организацин председателĕ Р.Алексеева каласа пачĕ. Çак ĕçе ял тăрăхĕн администрацийĕпе, вăтам шкул дирекцийĕпе, культура тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсемпе çыхăнса тăваççĕ. Вăрçа хутшăннă ватăсен, тыл ĕçченĕсен, инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тĕп вырăнта. Çамрăксене патриотла воспитани парассинче çар тата ĕç мухтавĕн музейĕ пысăк вырăн йышăнать. Музейра шырав ушкăнĕн ĕçне, совет халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи, тылри паттăрлăхне сăнлакан пуян тытăмлă стендсем йĕркеленĕ. Кунтах паттăрлăх урокĕсем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Пĕччен ватăсем çумне шкул ачисене, волонтерсене çирĕплетнĕ, вĕсем кил хуçалăхĕнчи ĕçсене туса пыма пулăшаççĕ. Ветерансен канашĕ çумĕнче пенсионерсен "Алтăр çăлтăр" клубĕ, сывлăх ушкăнĕ ĕçлет. Тĕслĕх библиотекинче ветерансене компьютерпа усă курма вĕрентеççĕ.
Ветерансен районти канашĕн председателĕ М.Данилова Çĕнтерÿ юбилейне хатĕрленессинче культура учрежденийĕсене явăçтармаллине, клубсенче, музейсенче массăллă мероприятисем тăтăшах ирттермеллине, ветерансен илемлĕх пултарулăхне аталантарсах пымаллине палăртрĕ.
А. ВИТАЛЬЕВ.