26 марта 2010 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕ Виктор Басаргин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтусемпе ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Унта палăртнă тăрăх, Чăваш Республики асăннă темăпа çивĕчлĕх пур регионсен шутне кĕмест.
Регионсен аталанăвĕн министрĕ çывăх вăхăтра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вилнĕ инваличĕсемпе ветеранĕсен çемйисен членĕсене, 2005 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн çурт-йĕр кирлĕ тесе шута илнĕскерсене, çурт-йĕрпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен хушма укçа уйăрса парасси пирки пĕлтернĕ.
Унтан республика пуçлăхĕ те çÿлерех асăннă темăпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Палăртмалла: федерацин "Ветерансем çинчен" саккунне тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă 714-мĕш указне пурнăçласа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме Чăваш Республикин бюджетне 408,6 млн тенкĕ укçа килнĕ. Çав шутран 68,2 млн тенкĕ – 2008 çулхи раштав вĕçĕнче, 340,3 млн тенкĕ – 2009 çулта.
Пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 290 ветеранĕ, 2005 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен шута тăнăскерсем, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли 232,4 млн тенкĕлĕх социаллă тÿлевсемпе усă курнă.
2010 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен, 2005 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн çурт-йĕрлĕ тесе шута ил-нĕскерсен, списокĕнче 598 çын пулнă. Граждансен çак категорийĕн ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă ĕçе туллин пурнăçлаççĕ.
Т.СЕМЕНОВ.