24 марта 2010 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсем йывăрлăхсем тÿснĕрен выльăх-чĕрлĕх шучĕ çулран-çул чаксах пырать. Ытти çулсемпе илсен ĕне витисем те палăрмаллах пушанчĕç. Апла пулин те выльăхсен шутне малтанхи шайра сыхласа хăваракан хуçалăхсем те çук мар районта. Кунта Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне палăртса хăварас килет, вĕсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илме пултараççĕ. Апла, пирĕн районта ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.
Çак çитĕнÿ вăрттăнлăхĕсем пулас специалистсене, хальлĕхе Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен студентсене те кăсăклантараççĕ. Нумаях пулмасть аслă вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ пухакан ентешсем Киров ячĕллĕ ЯХПКн ĕне фермисене ятарласах килсе курчĕç. Хуçалăх ертÿçи Н.Андреев вĕсене Шăхасанти ĕне ферминче кĕтсе илчĕ (ÿкерчĕкре). Николай Степанович студентсене хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсем çинче тата кооперативăн çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Практика пайĕ хыççăн хăнасемпе калаçу кантур çуртĕнче малалла тăсăлчĕ.
Маларах ял хуçалăх академийĕнче вĕренекенсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, районти хуçалăхсен ертÿçисем тата "Раççейри ял хуçалăх банкĕ" пĕрлĕхĕн представителĕсем тĕл пулса калаçнă. Çак тĕл пулу район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче иртнĕ. Унта çамрăк специалистсене ялсене ĕçлеме йыхравлас ыйтăва хускатнă, çак тĕллевпе вĕсене ятарлă программăсене тĕпе хурса ĕç вырăнĕсемпе тата çурт-йĕрпе пулăшма май пуррине пĕлтернĕ.
Çакна та палăртса хăварма кăмăллă, районти хуçалăхсенчи сĕт-çу фермисемпе комплекссен 2009 çулти ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри ĕне ферми пĕрремĕш вырăна тухнă. Ферма ĕçченĕсем иртнĕ çулта кашни ĕнерен вăтамран 4314 килограмм сĕт суса илме пултарнă. Атнаш фермине Е.Иванова (ÿкерчĕкре) ертсе пырать, унта 120 ĕне пăхаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем вара пĕтĕмпе 300 пуç. Фермăра 18 çын ĕçлет, вĕсенчен тăваттăшĕ дояркăсем.
Производствăра çитĕнÿ тăвасси чи малтанах ăста специалистсенчен нумай килет. Киров ячĕллĕ ЯХПКра вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Хуçалăхри ветеринари тухтăрĕн тата тĕп зоотехникăн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Зоя Миронова, сăмахран, Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă. Атнашри ферма заведующийĕ Елена Иванова тата унта осеменатор пулса ĕçлекен Раиса Михайлова Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.
Утă-улăм çитернипе çеç сăвăм шайне ÿстереймĕн, паллах. Е.Иванова пĕлтернĕ тăрăх, ĕнесене кунта çавăн пекех сенажпа, жмыхпа, сăра юлашкипе тăрантараççĕ. Апачĕ çине çăнăх, пурă, тăвар, патока хушса параççĕ. Кун пек чаплă тăрантарсан сĕт пахалăхĕн шайĕ çÿллĕ шайра пуласси пĕрре те иккĕлентермест.
А.МЯСНИКОВ.