24 марта 2010 г.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ (паллă ĕнтĕ, вăл кăçал октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет). Çырав çывхарса пынă май хатĕрленÿ ĕçĕсен калăпăшĕ тата çивĕчлĕхĕ ÿсет. Çак шухăш çырава хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе тимлекен районти комиссин кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕнче те уççăн палăрчĕ. Ларури пĕрлехи калаçăва яланхиллех комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов йĕркелесе пычĕ.
"Халăх йышĕ пирки тĕрĕс информаци пухас тĕллевпе (ку ĕç 2008 çултах пуçланнă) районти 108 ялта çынсем хăйсем пурăнакан вырăнтан тухса кайнине тата каялла килнине регистраципе учет правилисемпе килĕшÿллĕн контроллесе тăнă. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче 24 ялта йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă: 19 çынна хуçалăх кĕнекинче çырман, çав кĕнекере 13 çынна хуратман, 8 çыннăн вăхăтлăха тухса кайни çинчен палăртни çук", - пĕлтерчĕ Чăвашстатăн Канаш хулипе районĕнчи тĕп специалист-эксперчĕ, комисси председателĕн çумĕ Галина Алексеева, 2010 çулта халăх çыравне хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсен пĕтĕм-летĕвĕпе паллаштарса.
Январь-февральте районти УФМС специалисчĕсем Асхва, Ачча, Пайкилт ял тăрăхĕсенчи ялсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Тĕрĕслевсем пысăк усă кÿнĕ: куç тĕлне пулнă çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтернĕ.
Февральте Асхва, Кăшнаруй, Çеçпĕл, Энтрияль, Шăхасан ял тăрăхĕсенче хуçалăх кĕнекинче учет ĕçне мĕнле йĕркелесе пынине тĕрĕсленĕ. Çак ял тăрăхĕсенче пуринче те, Энтрияльсĕр пуçне, хуçалăх кĕнекисенче йăнăшсем тупăннă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче хуçалăхри учет ĕçне йĕркелессипе 2006 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи 18Ÿ178Ÿ113 " хушусенчи "Хуçалăх членĕсен списокĕ" I пайĕнчи 6, 7, 8 пунктсене çырса пыманнипе йăнăшсем пулнă. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне хăш-пĕр уйрăм счетсем çинче хуçалăх членĕсем алă пусни çук.
"Çыравçăсене вăхăтлăха явăçтарассипе тата çырав участокĕсене вырнаçтарма пÿлĕмсем суйлассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çак ĕçсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата районти комисси членĕсемпе пĕрле пурнăçлатпăр", - палăртрĕ Галина Алексеева. Çырав ирттерме 180 вăхăтлăх çыравçă кирлĕ районта. Çав шутран, çырав участокĕсен заведующийĕсем - 7 (2 резерв), инструкторсем - 27 (4 резерв), шутлав участокĕсен çыравçисем - 122 (18 резерв).
Çырава вăхăтлăха явăçтаракан çыравçăсене (форма "6-орг.) тата районти халăх шучĕ пирки сведенисем пухакансене вĕрентме плансем, схемăсемпе графиксем хатĕрлесе çирĕплетнĕ.
Çырав, инструктор тата шутлав участокĕсене вырнаçтарма 28 пÿлĕм суйласа илмелле. Кунта çак йĕркесене пăхăнни кирлĕ: пулĕмсем сыхлакан çуртсенче, çирĕп те çăраллă алăклă пулмалла. Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче чÿречесене решеткесемпе хÿтĕлемелле. Паллах, пÿлĕмсем санитари нормисене тивĕçтерччĕр, вĕсенче пушар сÿнтермелли хатĕрсем, сĕтел-пукан, çырав докуменчĕсене упрама шкафсем, шанчăклă ĕçлекен телефон çыхăнăвĕ пултăр.
2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттермелли Концепципе килĕшÿллĕ, ăна Росстат 2007 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче (" 122) çирĕплетнĕ, çырав участокĕн заведующийĕн, инструкторпа çыравçăн ĕç пÿлĕмĕ 25 тăваткал метртан кая мар пулмалла. Çырав участокĕсен аренда срокĕ - 60 кун (2010 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 11-мĕшĕччен), инструктор участокĕсен - 31 кун (октябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 3-мĕшĕччен). Çурт-йĕр хăтлăхĕпе калăпăшне кура çырав участокĕн заведующийĕн, инструкторсен тата стационар участокĕсен пÿлĕмĕсене пĕрлештерме е пĕр пÿлĕме инструкторсен темиçе участокне вырнаçтарма юрать. Суйласа илнĕ мĕн пур пÿлĕме комисси ял тăрăхĕсене тухса акт тăрăх тĕрĕслесе йышăнĕ.
А.ВЛАДИМИРОВ. районти комисси членĕ.