АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "КУРАКАН-ИТЛЕКЕН, ТАВ САНА..."

24 марта 2010 г.

Хальхи вăхăтра халăхăн кăмăл-туйăмне çĕклеме, ăна тĕрлĕ уяв-мероприятие явăçтарма питех те йывăр. Паянхи халăх компьютер технологийĕ вăйлă аталаннă саманара пурăнать, çавăнпа çынсенчен нумайăшĕ пушă вăхăта компьютер е телевизор умĕнче ирттерет. Культура ĕçченĕсем – библиотекарьсемпе клуб ĕçченĕсем – ял-йыша "чун апачĕпе" тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

Районта культура ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле йĕрпе пыни, халăхăн канăвне усăллă йĕркелеме мĕнле çĕнĕлĕхсене вăя кĕртни çинчен калаçрăмăр райадминистрацин социаллă аталану пайĕн культура секторĕн ертÿçипе Вероника Павловăпа.

– Вероника Михайловна, иртнĕ çулти ĕçсене пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр; Мĕнпе асра юлчĕ вăл;

– 2009 çулта ырă ĕçсем, пулăмсем, çĕнĕлĕхсем йĕркипе сыпăнса пычĕç. Хамăр ĕçре эпир культура çинчен калакан саккунсене, республика, район программисене тĕпе хуратпăр. Культура ĕçченĕ ялан куракан умĕнче, çавăнпа та унăн хăйне тивĕçлĕ шайра кăтартмалла, ыттисене те сăнамалла. Культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçченĕсем ĕç планĕсем хатĕрленĕ чухне ял çыннин канăвне йĕркелессине, халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварассине тата манăçа тухнисене çĕнĕрен чĕртсе тăратассине, ачасемпе çамрăксенче патриот туйăмне аталантарассине, илемлĕ пултарулăх коллективĕсене пуçтарассине, кружоксен ĕçне вăйлатассине, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессине тĕпе хураççĕ.

Çапах та ĕçе пуçăниччен малтан укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама тивет. Ун хыççăн тин пĕр шухăшсăрах ĕçе пикенме пулать. Культурăпа кану учрежденийĕсене тытса тăма тата мероприятисем ирттерме 2009 çулта бюджетран 38149,8 пин тенкĕ уйăрнă, çак суммăран 36905,7 пин тенкипе усă курнă.

– Юлашки çулсенче библиотекăсене çĕнетессипе, вĕсен пурлăх базине пуянлатассипе нумай ĕç тунă. Çынсем библиотекăсене çÿреме пуçларĕç-и;

– Районта паян 37 тĕслĕх библиотека, çак шута районти тĕп тата ача-пăча библиотекисем те кĕреççĕ, кĕнеке памалли 5 пункт (Тăрăнта, Йăлмаччара, Малти Ăнтавăшра, Вăтакас Кипечре, Тури Сурăмра) ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулта 22 библиотека ADSL системăпа Интернетпа çыхăнчĕç. Кăçал Мăкăрти, Кайри Ăнтавăшри, Çĕнĕ Чалкассинчи тата Ушанарти библиотекăсене Интернетпа çыхăнтарма хатĕрлетпĕр.

Чăваш Ен Президенчĕн Н.В.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçласа районти вулавăшсенче сахал мар ĕç пурнăçланă. Январь уйăхĕнчен пуçласа 400 ытла çын, ку йышра пенсионерсем, ĕçсĕр çынсем, социаллă сферăра ĕçлекенсем, компьютерпа ĕçлемеллин пуçламăш никĕсне алла илнĕ. Ăс-хакăлпа тĕн ыйтăвĕсем те айккинче тăрса юлмаççĕ. 2008-2009 çулсенче Ăвăспÿрт Кипечре, Сиккассинче, Вăтапуçĕнче çĕнĕ чиркÿ çурчĕсем, Çĕнĕ Шелттемре храм-часавай уçăлчĕç.

Хаçат-журнал çырăнасси, çĕнĕ кĕнеке туянасси пĕлтĕр палăрмаллах лайăхланчĕ. 2010 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма вулавăшсем 355,6 пин тенкĕлĕх 232 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăннă. Пĕр библиотека вăтамран 16 тĕрлĕ периодика кăларăмĕ илсе тăрать. Çакă вара библиотекăна çÿрекенсен йышне ÿстерме пулăшать. 2009 çулта районти библиотекăсем 75 пин тенкĕ ĕçлесе илчĕç. Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармастпăр. Уçырма, Сиккасси, Аслă Мами, Вăтапуç, Çĕнĕ Шелттем, Сител, Асхва, Карăклă, Ухман, Чакаç тата ытти ял библиотекисем çырăнтару ĕçне лайăх пурнăçланă. Çав вăхăтрах Кăшнаруй, Ямаш, Атнаш, Пайкилт ял библиотекисене çак ĕçе вăйлатма кирли çинчен асăрхаттаратăп.

– Библиотека ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех мĕнле те пулин мероприяти ирттереççĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, районти тĕп вулавăшра нумай çул "Забота" клуб ĕçлет. Унăн ĕçĕ ветерансемпе çыхăннă...

– Çапла, "Забота" клуб 40 çул хушшинче нумай ветерана пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Унăн хăйĕн ĕç йĕркийĕ, меслечĕ. Кунта А.Смирнов вăрçăпа ĕç ветеранĕн тÿпи пысăк. Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулталăкне халалласа "АПК: ĕнер, паян, ыран", "Сывă çамрăксем – сывă наци", "Пирĕн патра хăнара – çамрăксен пресси", "Çавра сĕтел", мастер-классем, семинар-тренингсем иртрĕç. Çулталăк тăршшĕпех Тĕслĕх библиотека заведующийĕн шкулĕ ĕçлерĕ. Унсăр пуçне кунта "Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ" консультаци пункчĕ уçăлчĕ.

– Пурнăç кашни кун çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Çĕнĕ технологисем пур çĕрте те вăя кĕрсе пыраççĕ, çав шутра культурăра та. Специалистсем пурнăç таппинчен ан юлччăр тесе çак ыйтăва мĕнле татса паратăр;

– Канаш енри культура учрежденийĕсенче ĕçлекен 120 çынран 31-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Паян 10 специалист заочно йĕркепе аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕвне ÿстерет. 26 студент культура енĕпе вĕренсе професси илет.

Унсăр пуçне культура ĕçченĕсем кашни çулах пĕлĕве ÿстермелли курссенче пулаççĕ. Иртнĕ çул квалификацие ÿстермелли курссенче 21 çын вĕренчĕ, Республикăри халăх пултарулăх çуртĕнче йĕркеленĕ семинарсене, мастер-классене 24 специалист хутшăнчĕ.

– Клуб ĕçĕ ташă каçĕсем ирттерни çинче кăна тытăнса тăмасть вĕт-ха. Унта ял çыннисен, уйрăмах çамрăксен канăвне усăллă йĕркелессине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Ку енĕпе ĕçсем еплерех пулса пыраççĕ-ха;

– Районта паян 70 культура учрежденийĕ ĕçлет, вĕсенчен иккĕшĕ – куçса çÿрекеннисем. Куçса çÿрекен культура учрежденийĕсем çук ялсенче пурăнакансем валли кану каçĕсем, урам, ял уявĕсем ирттерсе параççĕ, çур аки, вырма вăхăчĕсенче çĕр ĕçченĕсене концерт программисемпе савăнтараççĕ. Мĕнпурĕ 462 кружок ĕçлет, вĕсене 5190 çынна явăçтарнă. Халăх пултарулăхĕ енĕпе ĕçлекен кружоксем – 372. Кунта фольклор, ташă, илемлĕ вуласси, агитбригада жанрĕсем тĕпре. Кружоксене çÿрекенсем районта мероприятисем ирттернĕ чухне нумай пулăшаççĕ. Çамрăксем валли кашни çулах "Канаш ен пики", ача-пăчан юрă тата сцена ăсталăхĕсен "Мехел" тата "Юмах çăл куçĕ", халăх пултарулăх ушкăнĕсен "Канаш ен çăл куçĕсем" тата ытти конкурссем ирттеретпĕр.

Кашни кунах "Çеçпĕл чĕнĕвĕ" фестиваль иртет. Пĕлтĕр ăна Çеçпĕл Мишши 110 çул тултарнине халалларăмăр. "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивале нумай коллектив хутшăнать. Унсăр пуçне тĕрлĕ тĕлпулу, тематика каçĕ тăтăшах иртеççĕ.

– Иртнĕ çулта Сиккассинчи культура çурчĕ палламалла мар улшăнчĕ. Халĕ вăл чăн-чăн культура керменĕ: капăр, хăтлă... Тата мĕнле ĕçсем пурнăçлама май килчĕ;

– Паянхи куна районта 76 культура учрежденийĕ, вĕсенчен 96 проценчĕ çут çанталăк газĕпе ăшăнать. 2009 çулта клубсене газ кĕртме 1009,2 пин тенкĕ уйăрнă, Маяк, Шуркасси, Сухайкасси, Мăкăр, Çĕнĕ Пинер ялĕсенчи клубсене газ çитертĕмĕр.

"Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа кăçал автоклуб туянтăмăр. Республика, район ертÿçисене çакăншăн питĕ пысăк тав. Халĕ пирĕн специалистсене клуб çук ялсене тухса халăха валли мероприяти йĕркелесе ирттерме çăмăлрах пулать.

Пĕлтĕр Чакаç культура çурчĕн çи виттине тĕпрен юсанă, Сухайкасси, Сиккасси, Матьшÿ, Кивĕ Шелттем тата Чулкăмака ялĕсенчи культура учрежденийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме 5973,9 пин тенкĕ тăкакланă. Нумаях пулмасть Чулкăмакара культура çурчĕ уçăлчĕ. Пысăках мар юсав ĕçĕсене пирĕн специалистсем хăйсемех тăваççĕ. Çеçпĕл, Уçырма, Катек, Ачча, Чăрăшкасси, Карăклă клубĕсенче пушар сигнализацине улăштарнă.

– Ĕç вăл хăй тĕллĕн пурнăçланакан пулăм мар. Кирек мĕнле ĕçе те çын тăвать, ÿсĕм мĕнле пуласси унăн пултарулăхĕнчен, ăсталăхĕн-чен нумай килет. Культура сферинче сумлă ята тивĕçнисем те сахал мар вĕт.

– Нумай пирĕн пултаруллă, мухтава тивĕçлĕ ĕçченсем. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Роза Шоркина, Ирина Андреева (Сиккасси), Ю.Никитин (Вăтапуç), В.Степанова (Катек), Т.Иванова (Çĕнĕ Шелттем) хăйсен профессине чунĕпе парăннă. Унсăр пуçне Галина Шадрова (Çеçпĕл ял библиотеки), Раиса Иванова (Ухман клубĕ), Людмила Пантелеймонова (Ачча ял библиотеки), Зинаида Мукшина (Сиккасси ял библиотеки) тата ыттисем те лайăх ĕçшĕн тав сăмахне тивĕç.

Пĕтĕмлетсе çакна калама пултаратăп: паянхи куна кашни ялтах культура ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ теме çук. Çавăнпа та эпир шкулсемпе, медицина учрежденийĕсемпе, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, милици органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.

– Калаçушăн пысăк тав.

И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика