АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИСЕПЛĔ ВĔРЕНТЕКЕН, ХАСТАР ВУЛАВÇĂ

24 марта 2010 г.

2002 çултан пуçласа Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литература урокĕсене Людмила Порфирьевна Григорьева тăрăшса вĕрентет. Вăл пуçарнипе шкулта "Çамрăк журналист" кружок тухăçлă ĕçлет. Кружока çÿрекен Анюта Дмитриева, Александр Абрамов, Света Тимофеева, Катя Григорьева тата ытти шкул ачисем çырнă статьясемпе тĕрленчĕксем, сăвăсемпе калавсем районта тухса тăракан "Канаш ен", республикăри "Тантăш" хаçатсенче тăтăшах кун çути кураççĕ.

Людмила Порфирьевна 2007 çултанпа шкулти библиотекарь ĕçĕсене те пурнăçласа пырать: шкул ачисене тата вĕрентекенсене тĕрлĕ темăсемпе çырнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарать, илемлĕ кĕнекесен уявĕсене ирттерет, библиографи тишкерĕвĕсем йĕркелет.

Людмила Яманкасси ялĕнче Порфирий Григорьевичпа Антонина Андреевна Григорьевсен çемйинче çуралса ÿснĕ.

Порфирий Григорьевич - иккĕмĕш тĕнче вăрçин ветеранĕ. 1941 çулта вăл 24 çулхи каччă пулнă. Вăрçă хирĕсенче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса аманса пĕтнĕ паттăра 1945 çулхи ака уйăхĕнче киле янă. Мирлĕ пурнăçра вăл пĕр тапхăр тăван хуçалăхри ферма пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Ун хыççăн, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, хурт-хăмăрпа ĕçленĕ. Çак ĕçе кайран та пăрахман. Йывăçран катка-пичке касса ăсталама та питĕ юратнă.

Антонина Андреевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхри (Доронин ячĕллĕ, кайран Жданов ячĕллĕ колхоз) уй-хир бригадинче тăрăшса вăй хунă. Антонина Андреевна пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир те ăна пур кăмăлтан çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр.

Людмила Порфирьевна 1978 çулта Канашри педагогика училищинчи физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Шелттемри вăтам шкулта, унтан тăватă çул ытла Канаш хулинчи больницăра сиплев гимнастикине ертсе пынă, массажистка пулса тăрăшнă. Çав вăхăтрах Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче куçăм мар мелпе пĕлĕвне ÿстернĕ.

Алла диплом илсен ăна Яманкассинче тăван шкулта хапăл тусах йышăннă. Çак шкулта вăл 17 çул хушши чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентнĕ. Унта та хăй чунтан кăмăллакан "Журналистика" кружока йĕркелесе ертсе пынă. Ун чухне кружока çÿрекен ачасене "Пионер сасси" хаçатпа тата "Хатĕр пул" журналпа тачă çыхăну тытма хăнăхтарнă, пурнăçра хастар пулма вĕрентнĕ.

Халĕ вăл ăс панă Ирина Федорова - Энтриялĕнчи, Лариса Иванова - Елчĕк районĕнчи вăтам шкулсенче, Людмила Иванова - Канашри медицина училищинче тата ыттисем урăх шкулсенче ĕçлесе чăвашлăха çÿле çĕклеççĕ. Шкулта ĕлĕкхи кивĕ çи-пуç, савăт-сапа, ĕç-хатĕр, чăваш тĕрриллĕ парнесене пухса аваллăх музейне йĕркеленĕ пулнă, унта кил-çурт макечĕсем те хăйсен вырăнне тупнă. Паллах, çак пуянлăхпа вăл уроксенче те анлăн усă курнă.

Хăйĕн ывăлне Артем Мясникова та мĕн пĕчĕкрен чăвашлăха юратма вĕрентнĕ. Артем шкулта вĕреннĕ вăхăтрах республикăри хаçат-журналсем йĕркелесе ирттерекен конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăннă, тăтăшах малти вырăнсене йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна чăвашлăха çÿле çĕклес ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет ректорĕ Л.П.Кураков университета чĕнсе хăй çырнă кĕнекине алă пусса асăнмалăх парнеленĕ. Халĕ университетран ăнăçлă вĕренсе тухнă Артем "Канаш ен" хаçатăн тĕп редактор çумĕн ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пырать. Хаçатпа тачă çыхăну тытакан корреспондентсен статйисемпе тĕрленчĕкĕсене чĕлхе енчен якатса пичете хатĕрлет.

Людмила Порфирьевнăна Яманкассинчи шкулта хăйĕн ĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăшăн шкулти, районти, вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисем парса пĕрре кăна мар чысланă. 2002 çулта республикăн Хисеп грамотине памашкăн шкултан кирлĕ хутсем хатĕрлесе тăратнă пулнă. Шăп çав çулхине, шкул ачисем сахалланса пынă сăлтава пула, Яманкасси ялĕнчи шкула хупнă. Людмила Порфирьевнăна памалли чыслав та, темшĕн, манăçа тухнă.

Халĕ те вăл вĕрентекен шкул ачисем районти олимпиадăсенче пĕрре кăна мар палăраççĕ: 2005 çулта 9-мĕш класра вĕренекен Елена Константинова районта иккĕмĕш пулнă, 2004 çулта 6-мĕш класра вĕренекен Михаил Григорьев виççĕмĕш вырăн йышăннă, 2008 çулта Раççейри пĕтĕм чăвашсен "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсра 11-мĕш класра вĕренекен Вероника Осипова пĕтĕмпе кирлĕ 120 баллран 105 балл пухма пултарнă. Вăл вĕрентнĕ Мария Абрамова, Мария Жирнова, Катя Викторова, Евгений Шемякин, Настя Никифорова тата ыттисем шкултан кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухса аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕвĕсене малалла ÿстереççĕ.

Людмила Порфирьевна спортпа та питĕ туслă. Волейболла, шашкăлла выляма уйрăмах ăста. Тĕрлĕрен турслетсене те хастар хутшăнать. 2008 çулта районти учительсем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ турслетра вăл иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ.

Л.Григорьева районта еçтешĕсем умĕнче уçă уроксем те ирттерет. 2008 çулта Пайкилт шкулĕнче "Константин Ивановпа Яков Ухсай çĕршывĕнче" темăпа иртнĕччĕ унăн пĕр урокĕ. Вĕрентекен чылай маларах Пушкăрт Республикинче пулнă май куракансем темĕн чухлĕ усăллă материалпа паллашрĕç.

Хальхи вăхăтра вулавăшсенче ĕçлекенсем 2008 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче чăвашла тата вырăсла пичетленсе тухнă 92 кĕнеке шăпине тишкереççĕ. Вăл е ку кĕнекепе вулакансем миçе хутчен усă курнине, вĕсене халăх хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе мĕнле ĕçсем туса ирттернине пĕтĕмлетеççĕ. Çавăн пекех çамрăксемпе ытти вулакансем валли чăвашла тата вырăсла чи лайăх çырнă кĕнекесене палăртаççĕ.

Эпир, ялти тата шкулти вулавăшсенче ĕçлекенсем, çак конкурса хутшăнса 2008 çулта пичетленнĕ кĕнекесемпе тĕрлĕрен кĕнеке уявĕсем йĕркелетпĕр. Çак тĕллевпе Г.Айхи, К.Иванов, Н.Григорьев, О.Гали, А.Кипеч, Д.Гордеев, Ю.Мишши тата П.Ялкир хайлавĕсемпе усă куратпăр, унччен маларах çак кĕнекесене пурне те хамăр вуласа тухатпăр. Вĕсем чылайччен ачасен асĕнче юлĕç.

Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика