24 марта 2010 г.
Манăн чи малтанах хамăн пĕрремĕш вĕрентекенĕме Юлия Терентьевна Еремеевăна пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пуçласа класа кĕрсен вăл пире хамăра мĕнлерех тытмаллине, çынсемпе еплерех хутшăнăва кĕмелли вăрттăнлăхсене уçса пачĕ. Малаллахи уроксенче сас паллисене çырма вĕрентрĕ, çут çанталăк илемне упрамалли çинчен ăнлантарчĕ. Уçă уроксенче урама илсе тухса шкул çумĕнчи тавралăха, çут çанталăка сăнама вĕрентрĕ.
Халĕ эпĕ 9-мĕш класа çÿретĕп. Кĕçĕн классенче тунă йăнăшсене пурне те ăша хыврăм. Юлия Терентьевна тăрăшнипе эпĕ халĕ "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕренсе пыратăп. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне Ю.Еремеева вĕрентекен каланă сăмахĕсене нихăçан та манмастăп: "Эсир халĕ пĕчĕк ачасем мар, кĕçех вăтам класа куçатăр. Малалла сире урăх учительсем вĕрентме пуçлĕç. Сирĕн вĕсене итлемелле, юратма пĕлмелле".
Чăнахах та, вăтам классене куçсан темĕн шиклентеретчĕ, хăрататчĕ. Халĕ эпир шкулта пурте пĕр çемьери пекех. Вĕрентекенсем – пирĕн иккĕмĕш аттепе анне. Пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр вара яланах асăмра.
Кристина ПЕТРОВА. Вăтакас Татмăш шкулĕ, 9-мĕш класс.