АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САЛТАК ÇЫРНĂ ВИÇ КĔТЕСЛĔ ÇЫРУСЕМ

24 марта 2010 г.

Мĕн чухлĕ инкек, хуйхă тата куççуль илсе килнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Совет çĕрĕ çине. Унăн хăрушла витĕмĕ пĕр çемьене те пырса тивмесĕр иртмен. 1941-1945 çулсенче Вăтапуç, Кайăкьял, Çатăрка-Çырми ялĕсенчен тăшмана хирĕç кĕрешме пĕтĕмпе 303 салтак тухса кайнă. Вĕсенчен 202-шĕ тăван килĕсене таврăнайман. Çак паттăрсем тĕрлĕ хĕрÿ çапăçусенче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Нумайăшĕнне вара тăванĕсем хăш çапăçура вилнине те, ăçта пытарнине те пĕлмеççĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче тылра ырми-канми ĕçлекен кашни çын фронтран виçĕ кĕтеслĕ салтак çырăвĕсем кĕтнĕ. Çывăх çынран хыпар илсен чун-чĕререн савăннă вĕсем.

– Аçун çырăвĕсене илсе вуласан эпĕ çав тери телейлĕ çын пулнă. Çав кунсенче тата та ытларах тăрăшса ĕçлес, пурăнас килетчĕ тесе калатчĕ пире анне, – аса илет Глафира Евдокимовна.

Глафира Евдокимовна амăшĕ, Манефа Тихоновна, Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ямаш ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ, Шупашкарти педагогика училищинче пĕлĕвне ÿстернĕ. Алла диплом илсен тăван ялти шкулта кĕçĕн класа çÿрекен ачасене вĕрентнĕ. Ачча шкулĕнчех Вăтапуç каччи, Евдоким Трофимович, математика урокĕсене ертсе пынă. Çав вăхăтрах вăл куçăмлă мар мелпе Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи (халĕ университет) математика уйрăмĕнче вĕреннĕ пулнă. Çамрăк вĕрентекенсем пĕр-пĕрне чун-чĕререн килĕштернĕ, 1937 çулта çемье çавăрнă.

1940 çулхи кăрлач уйăхĕнче çемье пуçлăхне Хĕрлĕ Çар ретне тăма повестка панă. Вăл вăхăтра Манефа Тихоновнăпа Евдоким Трофимович Зайковсен çемйинче пĕчĕк ачисем Валерийпе Глафира çитĕннĕ.

Чунтан макăрса ăсатнă юратнă мăшăрне Манефа, Евдоким ачисене çепĕççĕн ыталаса кăмăлне çемçетнĕ.

Е.Зайков малтан финн салтакĕсемпе пыракан вăрçа хутшăннă. Кайран Смоленск тăрăхĕшĕн пыракан çапăçусенче нимĕçсене хирĕç çапăçнă.

Çак тăрăхран унăн юлашки çырăвĕсем килнĕ: "Салам! Паян 19-мĕш август. Малти лини патне çитме 40 км. Машинăпа леçсе хăварчĕç. Çапăçăва кĕмен-ха. Ыран-и, паян-и кĕретпĕр. Смоленскран аякра мар. Салам пурсăра та...".

Тепĕр çырăвĕнче вăл çапла çырнă: "Салам! Пирĕн çине пĕр чарăнми бомбăсем пăрахаççĕ, тăватă кун апат çименпе пĕрех. Çапăçатпăр! Таврари ялсем йăлтах нимĕçсен аллинче. Пурсăра та чуп тăватăп. Евдоким Трофимович". (Ку çыру юлашки пулнă, ун хыççăн Манефа Тихоновна упăшкинчен мĕн чухлĕ хыпар кĕтсен те пĕр çыру та килмен).

1942 çулта Манефа упăшки çуралса ÿснĕ Вăтапуç ялне, мăшăрĕн кĕçĕн шăллĕ Яков тăрăшнипе куçса килет. Вăтапуçĕнчи шкула ĕçе вырнаçать. Вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă, кашнинех хăйĕн ачисем пекех хисепленĕ, ăс пухма вĕрентнĕ.

Вăл вĕрентнĕ ачасем текех çамрăк мар, вĕсем пурте тивĕçлĕ канура. Хăш- пĕрисем Манефа Тихоновнăпа пĕрле колхоз уй-хирĕсенче çĕр çине выртса юлнă тырă пучахĕсене пуçтарнине, вăрçă вăхăтĕнче салтаксем валли ăшă тумтир хатĕрленине, салтаксем патне çырусем çырнисене, халăх каннă вăхăтра концертсем йĕркеленине аса илеççĕ.

Манефа Тихоновна вăрçă вăхĕтĕнче шкул ачисене вĕрентнипе пĕрлех халăх хушшинче те тухса калаçнă. Колхозри ревизи комиссийĕн председателĕн ĕçĕсене те тĕрĕс-тĕкел пурнăçласа пынă. Тĕрĕс-лĕхшĕн ăна ура хуракансем те пулнă.

– Анне нихăçан та ĕçсĕр ларман, хăйĕн пурнăçĕнче икĕ кил-çурт çĕкленĕ. Ун чухне çынсене вăрман та паман, строительство хатĕ-рĕсем те пулман. Пурпĕрех ырми-канми тăрăшнă. Ялти çурма тăлăх ачасене питĕ хĕрхеннĕ, вĕсене май килнĕ таран пулăшнă, – калаçăва малалла тăсать Глафира Евдокимовна.

1971 çулта Манефа Тихоновна тивĕçлĕ канăва тухнă, вăл мĕн виличчен ялти библиотекăна кĕнекесемпе хаçат-журналсем вулама çÿрерĕ. Хăйĕн пурнăçĕ çинчен пĕрре кăна мар каласа панă.

Юратнă мăшăрне вăрçă хирĕнчен чĕрĕ-сывă кĕтсе илмелли шанăç 1946 çулта илнĕ извещени хыççăн сÿннĕ. Унта çар ертÿçисем Е.Зайков 1941 çулти раштав уйăхĕнче фронтра хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ.

Фронтовик ывăлĕ, Валерий Евдокимович, вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкар хулинчи хăватлă тракторсем кăларакан заводра технолог ĕçĕсене пурнăçласа пынă.

Хĕрĕ, Глафира Евдокимовна, кăçалхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче хăйĕн 70 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Вăл Шупашкарти планпа экономика техникумĕнчен, кайран, тепĕр çирĕм çул иртсен, Канашри чукун çул техникумĕнчен вĕренсе тухнă пулнă. Канашри пĕр заводра бухгалтер-нормировщик пулса ĕçленĕ.

Манефа Тихоновнăпа Евдоким Трофимович мăнукĕсем те питĕ хастар тата ăслă-тăнлă специалистсем. Валерий Евдокимовичăн ывăлĕ, Владислав, Чулхулари транспортпа çар училищинчен, унтан çурт-йĕр институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Хĕрĕ, Наталья, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи экономика уйрăмĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илчĕ. Глафира Евдокимовнăн икĕ хĕр: Елена тата Галина, вĕсем те аслă пĕлÿ илнĕ, адвокат, юрист ĕçĕсенче тăрăшаççĕ.

Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика