24 марта 2010 г.
Кĕçех пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тăвать. Çавна май Мăкăр ялĕнчи клубра вăрçă ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, салтак арăмĕсемпе тата "вăрçă ачисемпе" "Çак кун тухмасть асран" ятпа тĕл пулу иртрĕ.
Вăхăт малаллах шăвать, пирĕнтен аякран та аякка кайса пыраççĕ хаяр вăрçă çулĕсем. Çĕршыв ирĕк-лĕхĕшĕн кĕрешсе вăрçăран аманса таврăннă ветерансем, мăшăрĕсене фронтран кĕтсе илеймен "салтак арăмĕ" пирĕн хушăра питех те сахаллăн тăрса юлчĕç. Тыл ĕçченĕсем, "салтак ачисем" те халĕ самай ватă çынсем. Вĕсен аса илĕвĕсем пирĕншĕн чĕрĕ истори вырăнĕнчех.
Вăрçă чарăннăранпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те çав асап çулĕсем çынсен асĕнчех-ха, вĕсем татах та татах иртнĕ пурнăçа тавăраççĕ, çывăх çыннисене çухатнă миллионшар çын чĕрине хускатаççĕ. Çав самантсене аса илсе каласа панă май ватăсен куçĕсем шывланчĕç, хăйсене çавнашкал йывăр шăпа лекнишĕн хурланчĕç.
Пурнăç пĕр тикĕс килмест, унта савăнмалли те, кулянмалли те пайтах пулса иртет. Педагог-ветеран, тыл ĕçченĕ Людмила Васильевна Яковлева çамрăк чухне окоп чавма кайнине, темĕн тĕрлĕ йывăрлăхсем тÿснине каласа пачĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çамрăк ача пулнă, халĕ ветерансен канашĕн председателĕ Гаврил Алексеевич Николаев крахмал пуçтарса пĕçерсе çинине аса илчĕ. Матрена Яковлева, Агнесса Иванова, Нина Иванова, Перасковья Афанасьева тата ытти ветерансем каласа панисене те хумханмасăр итлесе ларма май çук. Вĕсене аса илсенех пулса иртни ватăсен куçĕ умне чĕррĕн тухса тăрать, куçсем вара хăйсемех куççульпе тулаççĕ. Çакă çĕклемĕ ытла та йывăр пулнипе çыхăннă теççĕ Çĕнтерĕве май килнĕ таран çывхартнă паттăрсем.
Мĕнле йывăр пулсан та ыррине шанса ĕçленĕ, çутă малашлăх пуласса ĕненнĕ. Темĕнле асап тÿснĕ пулин те шанчăка çухатман вĕсем.
Ветерансене Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Петрович Егоров саламларĕ. Ăшă та çепĕç сăмахсем каласа вĕсене тав турĕ. "Сирĕн улăпла хастарлăха тата сÿнми паттăрлăха нимĕнпе те виçеймĕн. Хул пуççисем çине йывăрлăх тиенсен те эсир авăнса ÿкмен, Аслă Çĕнтерÿ патне пур пĕр талпăннă. Сирĕн умăрта эпир пуç таятпăр, яланах çакăн пек сăпайлă та сывлăхлă пулăр, çамрăксене вĕрентсе пулăшса пырăр", – вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
Ватăсене культура ĕçченĕсем хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç, савăк кăмăл парнелерĕç. Вĕсене Тури Юнтапа ялĕнчи клуб ертÿçи Татьяна Мардарьева тата Чакаçри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Александр Козлов юрлани уйрăмах килĕшрĕ. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле ветерансем те юрларĕç. Çамрăк чухнехи юрăсене аса илчĕç, пуçтарăннисене тĕлĕнтерчĕç. Купăспа чăваш кĕвви тăсса ярсан чăтса лараймарĕç ватăсем, ташша тухрĕç.
Ветерансем хăйсене хисеп туса чĕннĕшĕн тата тутлă шÿрпепе сăйланăшăн кăмăллă пулчĕç. Пĕр-пĕринпе курса калаçма май килнишĕн хĕпĕртерĕç. Дарья Васильева: "Тепĕр çул та пĕр катăлмасăр çак йышпах пуçтарăнмалла пултăр", – тесе калани пурне те хавхалантарчĕ. Çак тĕл пулăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Чакаç ял администрацине тав тăватпăр. Çакăн пек тĕл пулусем çавăн пекех Тури Юнтапа тата Чакаç ялĕсенче те иртрĕç.
Н.АРСЕНТЬЕВА. Мăкăр ялĕ.