АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШТРАФ ТŸЛЕТТЕРНĔ

24 марта 2010 г.

Канаш хулипе районĕн прокуратури патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсем валли тавар тăратмалли саккассене вырнаçтарассипе саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Ку ыйтăва районăн тĕп больницинче тишкернĕ. 2009 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче "Канаш районĕн тĕп больници" муниципаллă сывлăх сыхлав учрежденийĕ медицинăра усă курмалли япаласем туянма аукцион ирттересси çинчен Интернетра информаци вырнаçтарнă пулнă.

2009 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче котировăчнăй заявкăсен протоколĕ тăрăх, аукциона "Рафэл" тата "Фармтатинвест" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем хутшăнассине пĕлтернĕ. Анчах вĕсен котировăчнăй заявкисем ыйтнине тивĕçтермен.

Котировăчнăй комисси, 94 "-ФЗн 47 статйин 3-мĕш пайне пăсса, предприятисен заявкисене пăхса тухнă, вĕсене аукциона хутшăнма ирĕк панă. "Рафэл" ООО заявкинче больница ыйтнă мĕн пур япаларан 37 тĕрлĕ хатĕр кăна пулнă, "Фармтатинвестăн" – 47 япала.

Çак предприятисене аукциона хутшăнма ирĕк парса комисси председателĕ хăй те РФ КоАПĕн 7.30 статйин 6-мĕш пайĕпе административлă йĕркене пăснă. РФ Антимонополи службин Чăваш Енри управленийĕ ăна 22 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.

Э.КАЗАНКОВ, Канаш хулипе район прокурорĕн аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика