АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭРЕХЕ ПУЛА

24 марта 2010 г.

Каç пуласпа Макаров (хушаматне улăштарнă) усал шухăшпа лавкка çумĕнче тăракан Семенова патне (хушаматне улăштарнă) пынă та 500 грамм таякан тăпăрчă сутма тултарнă полиэтилен хутаçа илнĕ те хăйĕн çулĕпе малалла таплаттарнă. Сутаканни каялла тавăрса пама хыçалтан утнă. Вăрра çакă килĕшмен, вăл хĕрарăма пуçĕнчен хутаçпа çапнă, çакăн хыççăн кĕлеткинчен ярса тытнă та çĕр çине пусса антарнă, алли-урисемпе пит-куçĕнчен, пуçĕнчен, çурăмĕнчен тапса пĕтернĕ. Путсĕр ĕçне малалла тума ăна темле арçын чăрмантарнă, лешĕ мĕскĕн хĕрарăма патак çиессинчен хÿтĕленĕ. Часах пакунлисем те персе çитнĕ.

Суд Макарова хăй мĕн тунине "шутлама" вăхăт икĕ уйăх панă.

Икĕ хĕрарăм, Агеевăпа Козлова, эрех ĕçсе ларнă. Туслă калаçу майĕпен хирĕçĕве куçса кайнă. Вĕсенчен пĕри, харсăртараххи, Агеева текенни, тусне кăкăрĕнчен çĕçĕпе чикнĕ.

Агеевăна икĕ çул çура ĕçлесе юсанмалли колонине янă.

В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика