19 марта 2010 г.
Ачасен "Космонавт" сывлăхпа кану лагерĕн йĕлтĕр трассинче районта пуçласа спорт мастерĕн ятне тивĕç пулнă, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, тава тивĕçлĕ тренерне Г.Н.Смирнова асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттерчĕç. Ăна Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министерстви, Канаш район администрацийĕ тата Г.Смирновăн ывăлĕ Евгений Геннадьевич йĕркеленĕ.
Геннадий Никифорович хамăн çывăх тус пулнине тата хĕрĕх çул каялла çак лагерьте хам та пуçлăх пулнине асра тытса "Космонавт" лагере çул тытрăм. Тĕлĕнмелле улшăнса илемленнĕ ачасен юратнă кану вырăнĕ. Пĕр-пĕр санатори комплексне пынăнах туйăнчĕ. Хапхаран кĕрсенех кунта йĕркелĕхпе тирпейлĕхе тĕп вырăна хуни, чăн-чăн хуçа пурри сисĕнчĕ.
Пирĕн чаплă ентешĕмĕре хисеп тума шĕкĕр хуламăртан, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Çĕрпÿ, Канаш, Шупашкар тата ытти районсенчен килнĕ. Вĕсене сарă хĕвелĕ те йăл кулса кĕтсе илчĕ. Кашни команда валли пÿлĕм уйăрса панă.
Ăмăрту йĕркеллĕ иртрĕ. Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче Канаш тăрăхĕн çак спортсменĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç: Л.Федорова, Г.Прокопьев (Карăклă), Л.Михайлова (Уçырма), Р.Сергеев, Н.Бондарев, А.Петров, К.Кириллова, А.Петрова, О.Вишнев, П.Ильин, Д.Григорьева (Канаш хули), И.Николаева (Вырăскас Пикших), А.Никитин (Сухайкасси), И.Петрова (Вăтапуç), В.Павлов (райадминистраци).
Ăмăрту çÿлти шайра иртнĕшĕн лагерь пуçлăхĕ В.Никитин, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ В.Ильин, Г.Н.Смирновăн ывăлĕ Евгений ăшă сăмахсене чăннипех тивĕç. Г. Иванов тата Ю.Афанасьев предпринимательсене, "Фортуна", "Находка", "Для Вас" суту-илÿ предприятийĕсен пуçлăхĕсене, район администрацине укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн йĕлтĕрçĕсен ячĕпе чун-чĕререн тав тăвас тетĕп.
Ăмăрту спорта аталантарассинче кăна мар, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парассинче те питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çитмĕле çывхаракан, тĕнче ăмăртăвĕсенче 11 ылтăн, 11 кĕмĕл, 6 бронза медаль çĕнсе илнĕ Дина Григорьева, 72 çул тултарнă паллă сăвăç Шевкен Гришши йĕлтĕр йĕрĕ çине тăни яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн, ырă та паха тĕслĕх пулса тăрать.
Пирĕнтен иртерех уйрăлса кайнă Г.Н.Смирнов ырă ят çеç мар, тарăн йĕр те хăварчĕ. Çак йĕре юр та, тусан та хуплаймĕ, çумăр та юхтарса каяймĕ. Коррепонденцине Шевкен Гришши çырнă сăвăри тăватă йĕркепе вĕçлес килет:
Тытса та чараймăн, вĕçсе те çитеймĕн –
Сÿнсе кĕлленеççĕ çулсем.
Эпир те каятпăр мехелĕ çитсессĕн,
Юлаççĕ ятсем те ĕçсем.
Ырă ятпа ырă ĕçсем кăна хăварасчĕ хамăр хыççăн. Çапла пултăрччĕ, хаклă вулаканăм.
Г.ПРОКОПЬЕВ. Карăклă ялĕ.