19 марта 2010 г.
Паллă ĕнтĕ, Раççей Федерацийĕн 2009 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче тухнă 377 "-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен ирĕк-лĕхе чакармалли наказани çинчен калакан РФ Уголовнăй тата Уголовнăй пурнăçлав кодексĕсем вăя кĕчĕç. Ирĕклĕхе чакарнин (ограничение свободы) уйрăмлăхĕсем мĕнре-ха; Çак ыйтусем çине РФ Уголовнăй пурнăçлав службин Чăваш Енри Управленийĕн 12-мĕш инспекцийĕн начальникĕ Сергей Горячкин хуравлать. Сергей Александрович 41 çулта, аслă пĕлÿ илнĕ, 1995 çултанпа шалти ĕçсен органĕсенче. Çĕнĕ должноçа йышăниччен Комсомольски районĕн 25 " уголовнăй пурнăçлав инспекцийĕнче (малалла – УПИ) ĕçленĕ.
– Сергей Александрович, уголовнăй наказанин çĕнĕ тĕсĕ мĕнпе уйрăлса тăрать;
– Ирĕклĕхе чакарни – Раççейри наказанин çĕнĕ тĕсĕ, ирĕкрен хăтарнипе танах. Суд йышăнăвĕпе айăпланакана палăртнă вăхăтра килтен (хваттертен, урăх çурт-йĕртен) тухса кайма, уйрăм вырăнсене (эрех-сăрапа сутă тăвакан заведенисене, дискотекăсене, каçхи клубсене) кайма, хăй пурăнакан район территорийĕнчен тухма, массăллă мероприятисем ирттерекен вырăна пыма, унта хутшăнма, пурăнмалли, ĕç е вĕренÿ вырăнĕсене УПИ ирĕк памасăр улăштарма юрамасть. Кунпа пĕрлех суд айăплаканăн инспекцие уйăхра миçе хутчен килсе регистрациленмеллине те палăртать. Суд çÿлерех асăннă мерăсенчен кирек хăшне те йышăнма пултарать.
– Судпа айăпланнисенчен пурне те пырса тивекен чарусем пур-и;
– Пур. Суд условно майпа айăпланă çынна инспекципе калаçса килĕшмесĕр пурăнмалли вырăна улăштарма, хăй пурăнакан ял тăрăхĕн территорийĕнчен тухса çÿреме чарать.
– Ирĕклĕхе чакарни тĕп наказани пулса тăрать-и;
– Çук. Вăл тĕп наказани те, хушма наказани те пулма пултарать. Тĕп наказани вырăнне йышăннă чухне вăл пысăках мар преступлени тунăшăн 2-4 уйăха ирĕкрен хăтарнă çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Хушма наказани тесе палăртсан унпа çын вĕлернипе тĕрмерен ларса тухнă çынсем тĕлĕшпе те усă кураççĕ. Ун пек чухне тĕрмерен тухнă çынсем тата икĕ çул таран уголовнăй пурнăçлав инспекцийĕнче учетра тăма пултараççĕ. Инспекци сотрудникĕсем вара вĕсене асăрхаса тăраççĕ.
Саккун тăрăх, ирĕке чакарни тĕп наказани шутланнă чухне вăл айăпланакана УПИне учета тăратнă кунран шутланать, хушма наказани чухне – айăплав срокĕ вĕçленмесĕрех тĕрмерен тухнă кунран пуçласа.
Çакна та палăртмалла, айăпланакан сăлтавсăрах ялан пурăнакан вырăнта темиçе талăк пулмасан çакă айăплав срокне кĕмест.
Çар çыннисем, ют патшалăх гражданинĕсем, гражданлăхсăр çынсем, çавăн пекех ялан пурăнмалли вырăн çук çынсем тĕлĕшпе çак наказанипе усă курмаççĕ.
– Условно майпа айăп-ланакан çын палăртнă срокра йĕркене пăсрĕ пулсан мĕнле мерăсем йышăнатăр;
– Пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттаратпăр. Иккĕмĕш хутĕнче официаллă йĕркепе асăрхаттаратпăр. Енчен те айăпланакан виççĕмĕш хут йĕркене пăсрĕ-тĕк унăн ирĕксĕрех тĕрмене ларма тивет.
– Юрĕ, ку ăнланмалла тейĕпĕр. Енчен те айăпланакан хăйне йĕркеллĕ тытать пулсан, вăл мĕне те пулин шанма пултарать-и;
– Паллах, çынна пĕр вĕçĕм айăпланипе кăна тÿрлетме çук, хăйне лайăх енчен кăтартсан тав туса хавхалантаратпăр, канмалли кунсенче, уявсенче, отпуск вăхăтĕнче урăх вырăнсене те çÿреме ирĕк паратпăр. Çавăн пекех айăплисем условно йĕркепе маларах ирĕке тухма пултараççĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА калаçнă.