АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЧЧЕН ХĔРАРĂМĂН ĂНМАН ПУРНĂÇĔ

19 марта 2010 г.

Кампа кăна курса калаçма тивмен-ши манăн пурнăç çулĕ çинче. Чылай çул каялла, хам нумай çул хушши пурăннă Çĕмĕрле хулине ĕçпе кайсан, автобусра пĕр çамрăк хăрпе паллашнăччĕ. Вăл Канаш районĕнчи пĕр ялтанччĕ. Чиперкке ялта пурăнакан упăшкипе ачине ялтах хăварса хăй Мускава укçа ĕçлесе илме кайни, унта пĕр армянпа паллашни, ун хыççăн арçынсемпе укçалла пурăнма пуçлани çинчен пĕр вăтанмасăрах каласа панăччĕ. Унтан тата маларах, Хусанта вĕреннĕ чухне, сесси хыççăн киле поездпа таврăнаттăм. Купере Чулхулана каякан пĕр арçынпа иксĕмĕр кăначчĕ. Поезд тапраннă хыççăн вăл чăматанне уçрĕ те пĕр кĕленче хĕрлĕ эрех туртса кăларчĕ. Чылайччен калаçса ларнă хыççăн мана çапла каласа хучĕ: "Пĕлетĕн-и эпĕ камне; Эпĕ хваттер вăрри", – терĕ. Эпĕ ĕненмерĕм. Мĕн Çĕмĕрле станцине çитичченех ман юлташ хăйĕн вăрă пурнăçĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пычĕ. Тата хам вунсаккăрта пулнă чухнехи тĕл пулу та асра. Киров облаçĕнчи пĕр пĕчĕк район центрĕнчи çĕр каçмалли Колхозниксен çуртĕнче ватă сунарçă хăй 39 упа тытни çинчен питĕ тĕлĕнмелле каласа кăтартнăччĕ. Темĕн чухлех пулнă ун пек тĕл пулусем пурнăç тăршшĕнче. Ку вара кăçалхи пĕр çав тери сивĕ хĕл кунĕнче хула урамĕнче пулса иртрĕ.

Мана хирĕç килекен пĕр питĕ чипер хĕрарăм тăп чарăнса тăчĕ те сывлăх сунса çапла ыйтрĕ:

– Эсир хаçатра ĕçлетĕр вĕт-ха; – терĕ вăл. - Сирĕн çинчен эпĕ сахал мар илтнĕ. Эсир пĕр-икĕ çул каялла заводра пирĕн цехра та пулнăччĕ, темиçе хутчен те. Астăватăр-и;

Акă ăçта курнă иккен эпĕ çак чиперккене! Ун чухне цех ертÿçи Александр Владимирович смена пуçланиччен крановщицăсене хăйĕн кабинетне журналсене вăхăтра çырса пыманшăн пĕçеркке пама пуçтарнăччĕ. Ултă-çичĕ хĕрарăмран пĕри хăйĕн çинçешке кĕлеткипе, илемлĕ сăн-сăпачĕпе уйрăлса тăратчĕ. Калаçу вĕçленсен цех пуçлăхĕнчен: "Ку чиперкке кам;" – тесе ыйтсан, – "Заводра чылайранпа ĕçлет, чи опытлă крановщица тесен те йăнăш пулмасть. Ытарлă каласан, куç хупса ĕçлеме те пултарать. Ун çинчен хаçатра çырма та пултаратăр", – тенĕччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн иртсе пычĕ, кризиса пула заводра ĕçсем те хавшарĕç, цех ертÿçине панă сăмаха тытаймарăм.

– Аса илтĕр-и халĕ; Анчах эпĕ паян заводри ĕçсем çинчен мар, хамăн ăнман пурнăç çинчен каласа парасшăн сире. Çул хыççăн çул иртсе пырать, пенси вăхăчĕ те çывхарса килет, анчах эпĕ мăшăрпа шăкăл-шăкăл пурăнса телей кураймарăм. Пĕтĕм пурнăç авланнă çын еркĕнĕ пулса иртсе кайрĕ. Хăвăрах куратăр, эпĕ уксах-чăлах, илемсĕр çын мар. Арçынсене те килĕшетĕп, анчах çак çула çитсе те телей кураймарăм. Тульккăш ман чăн ята ан калăр. Сăмахран, Алена тесе чĕнĕр.

Паян эпир Аленăн хулари пĕчĕк хваттерĕнче ларатпăр. Пÿлĕмре самаях сулхăн - термометр 13 градус кăна кăтартать. Апла пулин те Алена çÿхе кофтăпа кăна. Хумханнипе пулас (ют çынна чуна уçса кăтартасси пĕрре те çăмăл мар ĕнтĕ), унăн сасси диктофон çине чĕтренерех çырăнать.

– Мĕнрен пуçлам-ши хамăн телейсĕр шăпам çинчен каласа пама; Ача чухнехи вăхăта эпир чи телейлĕ, савăнăçлă вăхăт тесе калатпăр. Анчах ман ун пек калама пĕр сăлтав та çук. Пиллĕкĕн ÿснĕ эпир çемьере. Эпĕ чи асли. Улттăн та пулнă-ха эпир, аннен малтанхи упăшкин ывăлне Лекçее те шутласан. Анчах вăл пирĕнпе туслă марччĕ, яланах çапăçатчĕ. Манран 10 çул аслăччĕ те, мана чĕп-чĕр юн пуличчен хĕнетчĕ. Чăтнă ĕнтĕ, ун пирки аттене те, аннене те пĕлтермен.

Эпĕ саккăрта чухне кÿршĕ ачисем ман аттене пăшалтан персе вĕлерчĕç. Вылямалла перетпĕр терĕç пулĕ те, вилмеллех тивнĕ. Ун чухне эпĕ, атте тата чи кĕçĕн шăллăм фермăн сурăх кĕтĕвĕнчеччĕ. Кусем ашшĕн пăшалне (ашшĕ вăрман хуралçи пулнă) уя йăтса тухнă та, çынсене пăшалпа тĕллесе хăратса çÿренĕ. Пĕр хĕрарăм тарса пытанма ĕлкĕрнĕ. Кайран атте патне пычĕç те тÿрех пăшалпа тĕллерĕç. Пĕчĕк шăллăм ялалла тарчĕ. Çамрăк путсĕрсем ним сăлтавсăр-мĕнсĕр аттене кĕрĕслеттерчĕç. Çапла тăлăха юлтăмăр. Тепĕр икĕ çултан çавсемех аннене машинпа çапса хăварчĕç. Анне, вăйлă сусăрланнă пирки, час-часах пульницара выртатчĕ. Çавна май килти пĕтĕм ĕç ман çине тиенетчĕ. Хам та ача кăна пулнăран шăллăма пăхма питĕ йывăрччĕ. Çимелли çук. Ним çитерме аптăранипе Витяна пайтах тулă шÿтерсе çитернĕ.

Шкултан вĕренсе тухсан Канашри çĕвĕ фабрикинче виçĕ çул ĕçлерĕм. Воронеж облаçĕнче пурăнакан тăвансем чĕннипе унта та кайса ĕçлесе пăхрăм. Анчах чун яланах Чăвашаллах, хам çуралса ÿснĕ вырăна, туртатчĕ. Аннем аса килетчĕ. 1977 çулта Канаша таврăнса вакунсем юсакан завода вырнаçса крановщицăна вĕренсе тухрăм. Пурнăç веç улшăнчĕ темелле. Хама ĕç питĕ килĕшетчĕ, тата общежитире пÿлĕм те пачĕç.

Ман хыççăн пĕр каччă чупма пуçларĕ. Хăй яштака та кăвак куçлă пулин те мана çав тери килĕшместчĕ. Усалччĕ вăл, яланах хĕрĕнкĕ çÿретчĕ. Каçхи смена хыççăн ăсатма пыратчĕ, ăна хирĕç сăмах каласан тÿрех алла пăрса лартатчĕ те: "Ил сăмахна каялла", – тетчĕ. Куççуль витĕр чăтаттăм, çапах каланă сăмаха каялла илместĕм, мĕншĕн тесен юратман эпĕ ăна. Çапла икĕ эрне вăрçăнса - çапăçса çÿренĕ хыççăн мана çапла каласа хăратрĕ: "Манпа çÿреместĕн пулсан, сан патна хам юлташсене яратăп. Вĕсем санпа мĕн тăвассине хăвах пĕлетĕн. Сана пурпĕрех канăç памастăп мана качча тухмасан", – терĕ. Ĕçе пăрахса тухса каяс тесе те шутласа пăхрăм, анчах крановщица ĕçĕ мана питĕ килĕшетчĕ. Тен, пĕрле пурăнма пуçласан вăл лайăх енне улшăнĕ тесе унпа пĕрлешме шутларăм. Анчах кăлăхах пулчĕ манăн ĕмĕтленни. Ĕçрен яланах кая юлса, ĕçсе килетчĕ. Киле таврăнманни те пайтах пулнă. Ĕç укçине киле илсе килмесĕр ĕçсе, картла выляса яратчĕ.

Пăррехинче ĕçрен яланхи пекех ÿсĕр килчĕ те: "Паян сана картла выляса ятăм, ман сана вĕлермелле, – терĕ, – анчах сана вĕлерместĕп, ачасене пăхса ÿстер". Çĕрĕпех куç хупаймарăм вăл каç, хамăн телейсĕр пурнăç çинчен шутла-шутла, куççуль юхтарса çĕр каçрăм. Çакăн хыççăн виççĕмĕш кунне ман упăшка таçта çухалчĕ. Икĕ уйăхран тин киле таврăнчĕ. Вăл картла выляса янă парăма татма укçа ĕçлесе илме Чĕмпĕр облаçне калăма кайнă иккен.

Çакăн хыççăн пĕр вăхăт хушши картла выляма пăрахрĕ, анчах килти пĕтĕм япалана сутса ĕçсе мана нимсĕр тăратса хăварчĕ. Икĕ çул хушши укçа пухса туяннă стенкăна вырнаçтарса лартма та ĕлкĕрейменччĕ - сутса ĕçрĕ. Унтан телевизора, магнитофона, хамăр выртса тăракан дивана сутса ĕçсе ячĕ. Пĕрех çак ăнман пурнăç çинчен тăвансене пĕлтермен - вĕсене кулянтарас темен. Яланах куççуль витĕр чăтса ирттернĕ.

Ĕçни çеç мар, вăл ман çине пайтах алă çĕкленĕ, пилĕк операци витĕр тухма тиврĕ. Упăшкана веçех каçарса пытăм. Ăнман пурнăç çавăн пек çав вăл. Пурнăç ăнманран хам çине темиçе хутчен те алă хума шутланă, икĕ пĕчĕк пепке кăна тытса тăратчĕç хăрушă утăмран. "Кама кирлĕ ман пепкесем, кам пăхса ÿстерĕ вĕсене", - тесе шутлаттăм. Çавăн пек вунвиçĕ çул тертленсе пурăннă хыççăн упăшкаран аран-аран уйрăлтăм.

Тепĕр тăватă çул иртсен пĕр арçынпа паллашрăм. Авланнăччĕ вăл, арăмĕпе икĕ ывăл пăхса ÿстеретчĕç. Малтан юлташла анчах çÿрерĕмĕр, пĕр цехра ĕçлеттĕмĕр те каçхи смена хыççăн киле пĕрле таврăнаттăмăр. Каярахпа хам унсăр пурăнайманнине ăнланса илтĕм. Яланах вăл килессе кĕтеттĕм. Хам ачасем те ăна хăнăхса çитрĕç, пĕрмаях ăна кĕтетчĕç. Çапла, икĕ çемьепе пурăнчĕ ман Сашук. Вăл ман пурнăçра пĕрремĕш юрату пулса тăчĕ. Унччен эпĕ никама та юратса курман. Çемьеллĕ çыннăн еркĕнĕ пулнă пирки хама питĕ айăплă туяттăм.

Пĕррехинче, çурхи ăшă каç, Сашăпа хула урамĕсемпе уçăлса çÿреттĕмĕр. "Саша, айта-ха, туйăмсем ытла шала кĕрсе кайиччен тĕл пулма пăрахатпăр, – терĕм ăна. – Пур-пĕрех эпир санпа пĕрле пулаймастпăр. Эсĕ çемьеллĕ çын". Вăл ман сăмаха итлесшĕн те пулмарĕ, тепĕр икĕ çултан пĕрле пуласса шантарчĕ, сăмах пачĕ. Икĕ çул çитсен тата икĕ çул кĕтме ыйтрĕ. Тăватă çул кĕтсен тата икĕ çултан чăннипех пĕрле пулатпăр терĕ. Кĕтме ыйтрĕ. Çавăн пек 12 çул хушши мана шантарса пурăнчĕ пĕрремĕш юратăвăм!

Юлашкинчен, пĕр кĕрхи çумăрлă, сивĕ каç мана Саша çапла каларĕ: "Хуть те çапса пăрах мана, хуть те çурса тăк - арăма пăрахаймастăп. Ачасен амăшĕ вĕт-ха вăл, тата ывăлсене те ура çине тăратас пулать". Çак сăмахсене илтсен мана уяр çанталăкра аçа çапнăнах туйăнчĕ - пĕрре вĕрилентерсе, тепре шăнтса пăрахрĕ. Мĕнле-ха капла; Пĕтĕм таса туйăма тикĕтпе вараланă пек вараларĕ. Мĕнпе лăплантармалла-ши пăлханса кайнă чĕрене; Мĕнпе тасатмалли-ши вараланнă юратăвăма; Мĕншĕн çав тери телейсĕр-ши эпĕ; Пĕтĕм чĕрене юнлă суранпа амантса хăварчĕ манăн пĕрремĕш юратăвăм...

"Мĕншĕн эсĕ мана 12 çул хушши шантарса пурăнтăн;" - тесе куççуль витĕр ыйтсан вăл ман умра анасласа, карăнса илчĕ те: "Ун пек туман пулсан эсĕ мана пăрахнă пулăттăн", - терĕ. Эпĕ ăна ним калама аптăрарăм. Вăл вара, нимĕн пулман пек, темле юрă ĕнĕрлесе, килнелле утрĕ.

Пурнăçра никама та усал туман вĕт-ха эпĕ. Яланах çынна ырă тăвас тесе кăна шутланă. Ĕçкĕ-çикĕпе те аташман, ачасене те лайăх пăхса çитĕнтертĕм. Çынсем те мана яланах: "Эсĕ питĕ ырă кăмăллă хĕрарăм, çав тери чипер, мĕншĕн хăвна валли мăшăр тупаймастăн;" - тесе ыйтаççĕ те, нимĕн калама аптăраса тăратăп...

Çынна калама та намăс, анчах пурпĕрех ман чĕре çав путсĕр çынна манаймасть. Пĕтĕм пурнăçа пĕтерсе хунă çын еннеллех туртăнать вăл. Пĕлетĕп-ха, хам айван пиркиех ĕмĕре пĕр пĕччен ĕмĕрлеме тивет манăн. Мĕн тăвас ĕнтĕ, ним тума та çук... Хăш чухне килкелесе те каять ман пата Сашук - тĕртсе яраймастăп...

Алена хăйĕн хурлăхлă калаçăвне вĕçленĕ хыççăн иксĕмĕр те чылайччен шухăша кайса лартăмăр. Мĕнле сăмах каласа лăплантарас-ши çак телейсĕр хăрарăма; Мĕнле канаш парас-ши; Хăй те çамрăк çынах мар та, килĕшĕ-ши вăл ман сăмахсемпе; Тен, эсир Аленăна хăвăр шухăш-кăмăлăра çырса пĕлтеретĕр, канаш паратăр, хаклă вулаканăмăр; Сирĕнтен çырусем кĕтетпĕр...

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика