19 марта 2010 г.
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Ен çамрăкĕсен "Хастар" пĕрлĕхĕ çулсеренех "Чăваш пики" конкурс йĕркелеççĕ. Черетли, тăваттăмĕшĕ, шĕкĕр хулари "Мега галактика" канупа культура çуртĕнче иртрĕ. Ăмăрту тытăмне хĕр упраçсем хăйсемпе паллаштарни, халăх кун-çулне, йăли-йĕркине, пурнăç шайне тĕрĕслемелли ăс-тăн конкурсĕсем кĕчĕç. Унсăр пуçне хĕрсен хăйсен чăваш наци тумĕсене кăтартма тата пултарулăх тупăшăвĕ витĕр тухма тиврĕ. Юлашкинчен пикесем жюри членĕсене хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç, мĕнле пĕçернин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç.
Хальхинче конкурса вун икĕ пике хутшăнчĕ. Вĕсем пурте тенĕ пекех хăйсен тăрăхĕсенчи чиперккесен конкурсĕнче çĕнтернисем. Конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне хĕрсен пултарулăхĕн хăйне евĕрлĕхне, юрă-ташă, сцена çинчи ăсталăхне, сăн-пит, кĕлетке илемлĕхне шута илчĕç. Кашниех хăй чи илемли, чи ăсли, чи пултарулли иккенне ĕнентерме, кăтартма тăрăшрĕ.
Заданисене мĕнле пурнăçланин кăтартăвĕсем тăрăх "Чăваш пики-2010" ята И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренекен Алиса Королева çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна тата "Вице-Чăваш пики-2010" ята Наталия Иванова тивĕç пулчĕ. Вăл – пирĕн ентеш, Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ – университетра журналист профессине алла илме хатĕрленет, пĕрремĕш курсра, вĕренÿ отличникĕ, группа старости, спортпа туслă, обществăлла ĕçре хастар. Жюри конкурса хутшăннă ытти хĕрсене тĕрлĕ номинацире хакларĕ: "Хÿхĕм пике", "Çепĕç пике", "Ăс пике", "Куракансем кăмăлланă пике".
Финала тухнă хĕрсене дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç. "Мегафон" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи хушма офисĕ Алиса Королевăна "Мегафон пики", "Пике" çĕвĕ фабрики пирĕн Наташа Ивановăна "Чипер пике" ятсем пачĕç.
В.АЧЧА.