19 марта 2010 г.
Валентина Михайловна Иванова Сухайкасси шкулĕнче 1994 çултанпа ĕçлет. Тăван шкулĕнче вăл вун çиччĕмĕш çул ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Пĕрремĕш категориллĕ учитель кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, ачасен пултарулăхне аталантарассине тĕпе хурса ĕçлет вĕрентекен.
Тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра çĕнтерме çут çанталăк панă пултарулăх çеç çителĕксĕр. Çакна лайăх пĕлет Валентина Михайловна. Вăл вĕренекенсемпе уроксем хыççăн юлса тĕллевлĕ ĕçлет. Май çитнĕ таран пĕтĕм вăйне хурса пур ĕçе те тĕплĕн тăвать, ачасене те çавнах вĕрентет. Ахальтен мар-тăр унăн вĕренекенĕсем районта иртекен тĕрлĕ конкурсра малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ, республикăра та район чысне хÿтĕлеççĕ.
В.Иванова ертсе пынипе шкулта "Асамлă калем" чăвашла хаçат тухса тăрать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районта ирттернĕ "Анне чĕри" конкурсра пирĕн шкулти çамрăк журналистсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Сăвă-калав хайлама та вĕрентет ачасене Валентина Михайловна. Кăçал кăрлач уйăхĕнче Христос чĕрĕлнине паллă туса ирттернĕ конкурсра 11-мĕш класра вĕренекен Лена Александрова "Прозăллă сăвă" номинацире иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Кунта вĕрентекен тÿпи те пысăк паллах.
Учителĕн портфолио папкине уçса пăхсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Мĕн чухлĕ Хисеп хучĕ - шутласа та пĕтерес çук! Тăван шкул панă грамотăсем, район администрацийĕн хисеп хучĕсем, республика шайĕнчи дипломсем... Акă пĕрне тытса пăхар-ха. 2007 çул. Канаш районĕ 80 çул тултарнине халалланă конкурса хастар хутшăннăшăн панă хисеп хучĕ. 2009 çул. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивальне хастар хутшăннăшăн. "Чи пултаруллă класс ертÿçи" конкурсра районта виççĕ-мĕш вырăн çĕнсе илнĕшĕн. Çеçпĕл Мишшине халалласа ирттернĕ фестивальте "Харпăр хăй сăввине вулас" номинацире çĕнтерÿçĕ хатĕрленĕшĕн. "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" конкурсра кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пĕрре-мĕш вырăн йышăннăшăн.
2006 çултанпа Валентина Иванова районта ирттерекен олимпиадăсен жюри членĕ. Çак ĕçе вăл тĕрĕс те шанчăклă пурнăçлать. 2008 çултанпа аттестациленекен вĕрентекенсен эксперт комиссийĕнче тăрăшать. Çавăн пекех районта иртекен тĕрлĕ конкурссен комисси членĕ.
Юлашки вăхăтра республикăра та палăра пуçларĕ пултаруллă вĕрентекен. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче республикăра ирттернĕ çавра сĕтеле хутшăнчĕ. "Чăваш шкулĕнчи 10-11 класс вĕренÿ кĕнекисем" ятпа иртрĕ çак тĕлпулу. 2009 çулхи чÿк уйăхĕнче Валентина Михайловна республикăра ирттернĕ "Методика ярмарки" мероприятире те хастар хутшăнчĕ. 2010 çулхи нарăс уйăхĕнче республика шайĕнче ирттернĕ фотоконкурсра виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Тĕрлĕ конференци иртет районта. Пултаруллă вĕрентекен нихăçан та айккинче тăрса юлмасть. 2008 çулта, тĕслĕхрен, В.Иванова пуçарнипе "Иван Яковлевич Яковлев - хальхи вăхăтра" ятпа конференци пулнă. Пирĕн ĕçтеш "Республикăри пултаруллă вĕрентекенсем" ушкăн членĕ (группа творчески работающих учителей на кафедре чувашского языка и литературы в ЧРИО).
Валентина Михайловна 8-мĕш класс ертÿçи. Юратнă вĕрентекен кашни ачашăн чăн-чăн педагог, чи çывăх тус. Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулта чи лайăххисен шутĕнче. В.Иванова нихăçан та мĕн пуррипе кăна çырлахмасть, кăçал вăл кабинета çĕнетме пуçланă. Шкулти краеведени музейне те ертсе пырать вăл. Ялта хисеплеççĕ ăна, обществăлла ĕçрен те пăрăнмасть вĕрентекен. Ял совет депутачĕн ĕçне те туса пырать пирĕн ĕçтеш.
Валентина Михайловнапа Эдуард Михайловичăн пĕр ывăл çитĕнет. Дима 4-мĕш класра вĕренет, вăл - вĕренÿ отличникĕ. Пĕрле пурăнакан аслашшĕпе асламăшĕ те мăнукĕ çине пăхса савăнаççĕ, кинĕпе мухтанаççĕ.
И.ЕГОРОВА. Сухайкасси.