АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТТĂРЛĂ ИСТОРИЕ ŸКЕРЧĔКРЕ СĂНЛАÇÇĔ

19 марта 2010 г.

Паттăрла историе тата Тăван çĕршывăн мухтавне илемлĕх мелĕсемпе усă курса вĕренекенсем патне çитерес, çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеплеме, çар историне, литературине юратма вĕрентес тĕллевпе районти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ÿкерÿ искусствин конкурсĕ иртрĕ. Унта 26 шкултан тата ача сачĕсенчен 151 ĕç тăратнă, вĕсене 3 номинацире (плакат, ÿкерÿ, ал ĕç ăсталăхĕ) хакланă.

"Ÿкерÿ ăсталăхĕ" номинацири пĕрремĕш ÿсĕм категорийĕнче Мăкăрти пуçламăш шкул-ача сачĕн вĕренекенĕ Ксения Алендеева пĕрремĕш вырăна тухнă (ертÿçи С.Патшина), иккĕмĕш вырăн Уçырма шкулĕнчи Анастасия Васильеван (ертÿçи Н.Александрова), виççĕмĕш вырăнта Шăхасан шкулĕн вĕренекенĕсем Евгений Ивановпа Сергей Николаев, ертÿçи Е.Рязанова тата Анна Терентьева, Уçырма шкулĕ (Н.Александрова).

Çак номинацире аслăрах ÿсĕмрисем хушшинче Сухайкасси хĕрачи Елена Яковлева (И.Баранов ха-тĕрленĕ) çĕнтернĕ. Алина Иванова (Атнаш, Н.Фролов) иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕш кăтарту Дина Григорьеван, Наталия Федорован, Карăклă, А.Кудряшова; Татьяна Григорьеван, Атнаш шкулĕ, Н.Фролов.

"Плакатсем" номинацире: 1. Лидия Пуганова, Ямаш шкулĕ, ертÿçи И. Крылова; 2. Юрий Алексеев, Пайкилт шкулĕ, вĕрентекенĕ Т.Семенова; 3. Елена Иванова, Çĕнĕ Ачча шкулĕ, ертÿçи Г.Борисова.

Иккĕмĕш ÿсĕмрисем хушшинче: 1. Елена Сергеева, Шелттем шкулĕ, С.Сергеев; 2. Валентина Кудряшова, Карăклă шкулĕ, А.Кудряшова.

"Ал ĕç ăсталăхĕ" номинацире: 1. Оксана Михайлова, Анюта Михайлова, Сиккасси шкулĕ, А.Михайлов; 2. 5-мĕш класс, Катек шкулĕ, З.Петрова; 6-мĕш класс, Катек шкулĕ, Н.Семенова; 3. 3-мĕш класс, Вăтакас Кипеч шкулĕ, Г.Валентий.

Çак номинацирех тепĕр ушкăнра: 1. Анна Иванова, Кăшнаруй шкулĕ, Н.Федоров; 2. Ольга Вазинге, Сиккасси шкулĕ, Н.Вазинге; 3. Светлана Владимирова, Шаккăл шкулĕ, ертÿçи Л.Матвеева.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн Дипломĕпе чыслĕç.

Е.МИХАЙЛОВА, районти ача-пăча пултарулăх центрĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика