19 марта 2010 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче амă-шĕсемпе, асламăш-кукамăшĕсемпе, аслашшĕ-кукашшĕсемпе, пиччĕшĕсемпе, аппăшĕсемпе пĕрле шкул ачисем те калама çук йывăр, тертлĕ йывăр ĕçре тар юхтарнă, вĕсене аслисене пулăшу кирлĕ çĕре янă. Выçлăхне те, сиввине те чăтса ирттернĕ вĕсем. Колхозсемпе совхозсенче арçын ачасемпе хĕрачасен черчен хул пуççийĕсем çине пысăк çĕклем тиеннĕ. Пĕчĕкскерсем утă-улăм хатĕрленĕ, çурлапа тырă вырнă, кĕлте çыхнă, авăн çапнă.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров хула администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче вунă тыл ĕçченне, пурте вĕсем хĕрарăмсем, Аслă Çĕн-терÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа кăларнă медальсем пачĕ. Çак чыса тивĕçнисем хушшинче Энтриялĕнче пурăнакан 82 çулти В.Игнатьева та пур.
Валентина Игнатьевна 13 çултанпа ял çыннисемпе юнашар тăрса утă çулнă, выльăх-чĕрлĕх ферминче вăй хунă, плугарьте ĕçленĕ. Ирхине шкула кайнă, уроксем пĕтсен аслисене колхоз ĕçĕсене тума пулăшнă. Мĕн тĕттĕм пуличчен ĕçленĕ, кăвак çутлах ура çинче пулнă. Алăсем, çурăм ялан йăшканă. Уйрăмах хĕллесенче йывăр пулнă, сивĕсем 40 градуса çити анса ларнă кунсем те пулнă. Хиртен мĕн пухса кĕртнине пĕтĕмпе тенĕ пекех фронта ăсатнă. Хăйсем валли чунĕсене тытмалăх кăна хăварнă. Вăрçипе пĕрле ачалăхĕ те пĕтнĕ, выляма-кулма вăхăчĕ пулман.
Валентина Игнатьевна ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Çемье ĕне выльăх, сыснасем, чăх-чĕп, кролик тытать. 1,5 гектар çинче пахча-çимĕç, ÿсен-тăран çитĕнтереççĕ. Трактор, мотоблок, çăмăл машина пур. Мăнукĕсем ĕçе юратса ÿсеççĕ, çакăнта, паллах, асламăшĕн тÿпи çук мар. Ăна час-часах шкула чĕнеççĕ. Вăл яланах: "Пирĕн нушана вĕсем ан курччăр", – тет.
Ĕç фронтĕнчи хастарлăхшăн Валентина Игнатьевнăна медальпе наградăланă.
В.АЧЧА.