АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНТЕРĔВЕ ТУПТАНĂ, ПУЛАСЛĂХА ÇУЛ УÇНĂ

19 марта 2010 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче РФ Казначействин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçипе Ирина Клюковăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов Ачча ял тăрăхĕнче, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕпе Владимир Степановпа районăн тĕп больницин тĕп врачĕ Рената Федорова Сител ялĕнче, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Геннадий Косолапов тата район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Григорий Петров Карăклă ял тăрăхĕнче, Чăвашпотребсоюзăн тата райпо канашĕн председателĕсем Валерий Павловсем, ЧР Шалти ĕçсен министерствин участковăйсен тата çул çитменнисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен подразделени начальникĕпе Станислав Наумовпа районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Дмитриев Сиккасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕлпулусем ирттерчĕç.

Юнкун районта иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕ вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, тыл ĕçченĕсене "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 65 çул тултарни" юбилей медалĕпе чысланипе паллă пулчĕ. Районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 95 çын пурăнать, тыл ĕçченĕсем – 1835 çын. Шел те, вĕсен йышĕ кашни кунах чакса пырать. Хăшĕсем патне юбилей медалĕ, тен, çитеймен те-и, çапах вĕсен кÿренме кирлĕ мар, Çĕнтерÿ кунĕччен, Майăн 9-мĕшĕччен, наградăсем хăйсен хуçисене тупаççех.

Çеçпĕл ял тăрăхĕнче 74 ветеран пурăнать, ку йышра вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем тата концлагерьте пулнисем. "Узник" ята илнĕ Николай Иванович Иванов Малтикас ялĕнче пурăнать. Амăшĕпе Крыма канма кайсан çул çитмен ача нимĕçсен тыткăнне лекнĕ, нумай вăхăт фашистсемпе вĕсен союзникĕсем тунă концлагерьте пурăннă. Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ ватăсене ялти культура çуртне пуçтарнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Людмила Рулькова тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Эдуард Александров вĕсене кашнине çÿлерех асăннă медале пачĕç. "Эсир çĕнтерĕве çывхартнă, пире пурнăç парнеленĕ, пуласлăха çул уçса панă. Сирĕн çумăрта яланах ачăрсем, çывăх çыннăрсем, тăванăрсем пулччăр", – терĕç сывлăх, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунса. Çÿрейменнисем патне ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем килĕсене пырса саламлаççĕ. Ветерансен ячĕпе культура çурчĕн ĕçченĕсем илемлĕ концерт программи хатĕрленĕ.

Людмила Иванова каланă тăрăх, республикăра паянхи куна 54 пин вăрçăпа тыл ветеранĕ пурăнать. Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне вăрçă инваличĕсем, ачалла концлагерьте пулнисем, вăрçăра пуç хунă салтаксен арăмĕсем, фронтран таврăнсан вилнĕ вăрçă участникĕсемпе инваличĕсен арăмĕсем – 5 пин тенкĕ, тыл ветеранĕсем, çул çитнĕ "узниксем" 1 пин тенкĕ пĕр хутчен укçан пулăшу илĕç.

Республикăра Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине уявлама йĕркелÿ комитечĕ пуçтарнă. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов ертсе пырать. Районсен пуçлăхĕсем вырăнта ку ыйтупа мĕнле ĕçлени çинчен республика ертÿçисем умĕнче черетпе кашни уйăхрах отчет тăваççĕ. Çĕнтерÿ парачĕ пур çĕрте те 10 сехетре пуçланать. Чăваш Енре тĕп парад Шупашкарта иртет, унта пирĕн районтан та, Канаш хулинчен те представительсем хутшăнаççĕ. Республикăран виçĕ ветеран Мускавра иртекен Çĕнтерÿ парадне каяççĕ.

Республика территорийĕнче вырнаçнă тăванла масарсемпе палăксене инвентаризациленĕ, вĕсен реестрне хатĕрленĕ. Чăваш Енре 1100 тăванла масар, асăну палăкĕсемпе обелисксем. Вĕсене аслă уяв тĕлне юсаса йĕркене кĕртмеллине асăрхаттарса хăварчĕ Л.Рулькова.

Хăйсене манманшăн, хисеп тунăшăн ватăсен ячĕпе информаци ушкăнĕн представителĕсене Екатерина Никифорова ветеран чун-чĕререн тав турĕ. Сăмах май, Екатерина Никифоровна вăрçă вăхăтĕнче Çеçпĕл шкулĕн директорĕ пулнă. Вăл 1921 çулта çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) естествоведенипе географи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 1941 çулхи августăн 15-мĕшĕнче ялти шкула килнĕ те ăна тÿрех директора лартнă. Совнарком председателĕн çумĕн Горкинăн тата Павлушкин депутатăн шаннă çынни пулнă. Вĕрентÿрен пăрăнмасăр агитатор ĕçне те туса пынă. "Вăрçă чарăнсан тăватă ялта халăх умне тухса калаçмалла пулчĕ", – тет. Вăрçă вăхăтĕнче "За доблестный труд" медале ун чухнехи Шăхасан районĕнче чи пĕрремĕш Екатерина Никифоровна илме тивĕçнĕ. Учительница мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ, Александр Яковлевич Петров, – Çеçпĕл шкулĕн директорĕ, хĕрĕ те, кĕрĕвĕ те педагогикăра нумай çул вăй хураççĕ. Амăшĕ вĕсемшĕн пурнăç тăршшĕпех чи сумлă, ăслă вĕрентекен вырăнĕнче. Пысăк тав ĕçпе вăрçă ветеранĕсене вĕсен пархатарлă ĕçĕсемшĕн.

Эдуард Александрович пухăннисене районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çур акине хатĕрленесси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Ветерансенчен ытларахăшĕ ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ, çавăнпа та вĕсем хуçалăх шăпишĕн пăшăрханаççĕ. Хăйсем ĕçленĕ вăй питти вăхăта паянхипе танлаштараççĕ.

Пысăк тухăç никĕсĕ – паха вăрлăх. Çур аки ирттерме 2422 тонна вăрлăх кирлĕ. Мартăн 15-мĕшĕ тĕлне 2323 тонна (95,9 проц.) вăрлăха тĕрĕслеве тăратнă, çак шутран çурхисен 70 проценчĕ пахалăхĕпе тивĕçтерет. Вăтапуç тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсенчи хуçалăхсем пĕр пĕрчĕ вăрлăх та тĕрĕслеттермен. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15864 гектар лаптăк çинче, çĕр улмине 3700 гектар акса-лартса çитĕнтерме палăртнă.

Ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлесси, техтĕрĕслев витĕр кăларасси пысăк тимлĕхре. Çурхи уй-хир ĕçĕсене кăçал 287 трактор, 141 сеялка, 132 культиватор хутшăнмалла. Паянхи куна асăннă техника хатĕрĕсен 64 проценчĕ юсавлă. Вăтапуç, Ямаш ял тăрăхĕсенчи хуçалăхсенче, "Пинер" ОООра юсава пуçăнман та. Топливо 350 тонна кирлĕ, 120 тонна хатĕрленĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама 36 пин тонна тĕш тырă, 54 пин тонна çĕр улми вăрлăхĕ, 2208 тонна минерал удобренийĕ кирлĕ (359 тонна кÿрсе килнĕ). Кăçал пушă выртакан 3600 гектар çĕре, уйрăмах Кăшнаруй, Асхва, Ачча тăрăхĕсенче, пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. "Сеспельское" ОООна илес пулсан, сухаласа акакан çĕрсен лаптăкне юлашки ик-виçĕ çул хушшинче 1800 гектара çитернĕ. Кĕрхи культурăсене 850 гектар акса хăварнă, çурхисене тепĕр çавăн чухлĕ туса илесшĕн.

"Сеспельское" тулли мар яваплă пĕрлĕх вăй илсе малалла аталанма тăрăшни, уйсем хыт хурапа çум курăкран тасалса ешĕл калчапа витĕнни, тырă пусси хумханни ял çыннисене ырă шанăç парать.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика