АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АННЕПЕ ТĔНЧЕ ИЛЕМЛĔРЕХ

17 марта 2010 г.

Анне, аннеçĕм... Асамлă сăмахсем-çке!

Чĕлхем ытарлăн упрĕ вĕсене.

Анне пурри çĕр йăтайми телей-çке,

Турри çеç патăр çирĕп сывлăхне.

Анне! Ытарми чăваш сăмахĕ. Анне пирки темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет. Чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Хăвăн чунна парса ÿстернĕшĕн ачусем сан умăнта ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.

Çумра анне пулсан – эсĕ çĕр çинче чи пуянни, чи телейли. Вăл пире тĕрлĕ канашпа пулăшать, юнашар чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать, унăн йăл кулли пире хĕллехи шартлама сивĕре те ăшăтать, вăй-хал, тÿсĕмлĕх парать.

Хамăрăн юратнă аннесемпе асаннесене, кукамайсемпе аппасене шкула пуçтарăнма йыхрав ятăмăр. Вĕсене юрă-ташă, шÿтпе кулă парнелерĕмĕр. Амăшĕсемпе ачасем хушшинче конкурссем ирттертĕмĕр. Çĕр улми шуратса тата тураса Смирновсем мала тухрĕç. Анкета ыйтăвĕсене хуравласа Вероника Петровăпа амăшĕ нумай очко пухрĕç. Саша Николаев чăн-чăн юлташ çинчен юрă юрларĕ.

Анне пире пĕрремĕш утăм тума пулăшать. Вăлах пурнăçăн тĕрĕс çулне суйлама ырă канашсем парать. Женя Матвеев, Ксюша Николаевăпа Аня Софронова анне çинчен сăвăсем вуларĕç, арçын ачасем шÿтлĕ юрăсем юрларĕç.

"Çепĕç сăмахсем" конкурс вара чи килĕшекенни пулчĕ. Ачасем кунта хăйсен амăшĕсене мĕнле юратнине, хакланине уçăмлăн кăтартса пачĕç. Çамрăк чухне те, ватăлсан та анне яланах асра. Унăн сăнарĕ куç умĕнчен каймасть. "Аннерен лайăххи çук", – çакăн çинчен пулчĕ Денис Тихоновăн сăвви.

Упрама пĕлесчĕ пирĕн хамăра пурнăç парнеленĕ чи çывăх та шанчăклă çынсене – аннесене.

С.ДИМИТРИЕВА, Кайри Ăнтавăш ял библиотекин заведующийĕ.

х х х

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ачасене ватă çынна хисеплеме, пулăшма, хÿтĕлеме, çыннăн хуйхи-суйхине ăнланма вĕрентнĕ. "Лашана йĕркеллĕ пăхакан çурран çÿремен, ватта пăхса усракан выçă вилмен", – тенĕ халăхра. Ачасене асламăшĕ-аслашшĕсемпе, кукамăшĕ-кукашшĕсемпе мăнаçланма, вĕсене сума суса пурăнма хавхалантарас тесе тĕрлĕ уяв ирттереççĕ пирĕн шкулта.

6-мĕш класра "Ăш пиллĕ асаннесемпе ырă кăмăллă кукамайсем" уяв иртрĕ. Ăна класс ертÿçи Л.Петрова йĕркелесе ертсе пычĕ. Уявра çак асаннесемпе кукамайсем хастар пулчĕç: Г.Ларионова, В.Георгиева, В.Чернова, З.Кузнецова, Г.Павлова. Вĕсем ачасене тăрăшса вĕренме, хастар пулма сунса ырă сĕнÿ-канашсем, парнесем пачĕç. Уявра тĕрлĕ вăйă, конкурс пулчĕ. Ачасем ватăсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

А.ДОЛГОВА, аслă вожатăй. Чакаç шкулĕ.

х х х

Хĕрарăмсен, хĕр-упраçсен кунне халалласа нумаях пулмасть пирĕн шкулта вăтам тата аслă классенчи хĕрачасем хушшинче КВН евĕрлĕ вăйă иртрĕ. Аслă хĕрсен ушкăнĕнче учительсен команди те тупăшрĕ. Вĕсем хăйсен ушкăнне "Девчата" ят пачĕç. Камсем-ха вĕсем; Л.Петрова, А.Яковлева, И.Иванова, Т.Архипова, А.Долгова, Л.Алексеева вĕрентекенсенчен тăракан команда куракансене питĕ килĕшрĕ. Пĕр вăхăтрах вĕсен артист та, юрăç та, юморист та, пултаруллă педагог та, хастар корреспондент та, анекдотри Вовочка та пулма тиврĕ. Мероприяти пурин кăмăлне те тивĕçтермелле иртнинче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн Л.Федорован тата А.Долгова аслă вожатăйăн тÿпи пысăк.

Т.АРХИПОВА, биологипе хими учителĕ. Чакаç шкулĕ.

х х х

Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Çĕнĕ Мами ялĕн клубĕнче уяв каçĕ иртрĕ. Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Григорьев, "Цивиль" ООО ертÿçи В.Ефимов ял-йыша, этемлĕхĕн черчен çуррине çурхи илемлĕ уявпа ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Иртнĕ çулта ял тăрăхĕ, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ мĕнле ĕçленипе кĕскен паллаштарчĕç.

Ун хыççăн Çĕнĕ Мами ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Алексей Никитин ял халăхне купăс каласа, юрласа савăнтарчĕ. Ял-йыш тăвăллăн алă çупса тав турĕ.

Е.АНДРИЯНОВА. Пайкилт ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика