17 марта 2010 г.
Кăçалхи икĕ уйăхра район территорийĕнчи çулсем çинче 8 авари шута илнĕ, вĕсенче 2 çын пурнăçĕ татăлнă, 11-шĕ аманнă (иртнĕ çулта 9-5-15). Пилĕк инкек çуран çÿрекен çынсем çул-йĕр правилисене пăснипе пулнă (62,5 проц.): 1 çын вилнĕ, 4 çын сусăрланнă (пĕлтĕр 1-0-1).
Аварисен тишкерĕвĕнче çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснин шайĕ пысăк пулнине шута илсе мартăн 12-мĕшĕнче "Пешеходный переход" рейд ирттертĕмĕр. Мероприяти вăхăтĕнче çуран каçмалли вырăнсем ГОСТ Р50597-93 ыйтăвне мĕнле тивĕçтернине тĕрĕслерĕ-мĕр, водительсем çул-йĕр правилисене еплерех пăхăннине тишкертĕмĕр.
Çуран çÿрекенсем, тротуарпа е çуран çÿремелли çулпа утмаллине асра тытăр, вĕсем çук пулсан вара автотранспорт çÿрекен çул хĕррипе пымалла. Çул хĕррипе пынă чухне хирĕç килекен транспорта хирĕç утмалла. Çĕрлехи вăхăтра çул хĕррипе утнă чухне çумра çутатакан япала пулсан аван, водитель сире аякранах курма пултартăр. Çул урлă ятарласа паллă тунă вырăнтан каçмалла. Çул хĕресленнĕ вырăнсенче светофорпа каçмалла. Урам урлă каçма тăнă çыннăн çул варрине çитсен чарăнса тăмалла мар. Транспорт хатĕрĕсене, таксине, автобуса ятарлă чарăнура кĕтсе тăмалла, вăл çук пулсан тротуар е çул хĕрринче. Çул çÿремелли правилăсене пăснăшăн водительсене кăна мар, çуран çынсене те административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Çавăнпа та çул çÿрекенсен пĕрне-пĕри хисеплемелле, тимлĕ пулмалла. Çавăн чухне кăна çул çинче инкексем сахалрах, вилнисем, аманнисем сахалрах пулĕç.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.