АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔЛŸ ПАТНЕ ЧУНПА ТУРТĂНАР

17 марта 2010 г.

Вĕрентекенĕн ĕçĕ çăмăлах мар, унăн ачасемшĕн пĕр вăхăтрах анне те, çывăх юлташ та, ăнланма пултаракан психолог та пулмалла. Çавăн пекех урок темине туллин уçса пама, хăй ертсе пыракан предметпа вĕрентекенсене интереслентерме те пĕлмелле. Ачасем паянхи вĕрентекен ĕçне еплерех курса хаклаççĕ-ха. Çак вăрттăнлăха пире Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта 10 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем уçса пачĕç.

Анна ДМИТРИЕВА (10-мĕш класс): ман шутпа, учитель ĕçĕ паянхи куна чи йывăррисенчен пĕри. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтри çамрăксем пĕлÿ илессишĕн питех тăрăшмаççĕ. Кунта хальхи çĕнĕ технологисем пысăк витĕм кÿреççĕ. Вĕрентекенсен наянскерсене пĕлÿллĕ çын тăвас тесе мĕн чухлĕ сывлăх пĕтерме тивет, эпир вара чылай чухне çакна хаклама та пĕлместпĕр. Манăн вĕсен умĕнче пуç тайса пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пĕрремĕш учительсен ĕçне тата та ытларах ăнланатăп, вĕсем пире çырма, вулама вĕрентнипе пĕрлех общество тĕнчине илсе кĕреççĕ.

Ирина ВЛАДИМИРОВА (10-мĕш класс): унчченхипе танлаштарсан вĕренекенсем хăйсене шкулта хăюллăрах тытаççĕ, вĕрентекенпе ним çук çĕртен тавлашăва кĕрсе кайма та именмеççĕ вĕсем. Хамăра ăс паракан çыннăн ĕçĕ хисепсĕре тухрĕ-шим;.. Çук! Çакна кăçалхи çула Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăнни те çирĕплетет. Ĕненетĕп, учителĕн хисеплĕ ячĕ обществăна каялла таврăнатех.

Света НИКОЛАЕВА (11-мĕш класс): пĕчĕкрех чухне эпĕ тус-тантăшсемпе шкулла выляма юрататтăм. Мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕрен вĕрентекен рольне эпĕ суйласа илеттĕм. Шкулта вĕренме пуçласан, уйрăмах аслă классене çитсен, манăн çак ĕмĕт сÿнме пуçларĕ. Учитель пулма çăмăлах мар иккен. Тата ачисем те хăйсене кирлĕ пек тытмаççĕ, вĕрентекенсене тарăхтарма çеç шкула çÿреççĕ тейĕн. Малашлăхра, тен, лару-тăру пачах урăхла пулĕ, учитель пулас текен çамрăксен йышĕ çулран çул хушăнса пырĕ.

Катя ШАРИПОВА (11-мĕш класс): хальхи вăхăтра пĕлÿсĕр ниçта та каяймастăн, анчах та ачасем вĕренÿ çине питех те çиелтен пăхаççĕ. Учительсем ăса вĕрентсе каланине хăлхана та чикмеççĕ. Çакă вĕрентекене анчах кирлĕ-ши вара; Вăхăт иртсен ăнкарса илĕç-ха вĕсем, анчах та шкул çулĕсене текех каялла çавăрса килеймĕн. Çавăнпа та вăхăтĕнче яваплăрах пулса учительсене уроксенче тимлĕ итлер, вĕсене хисеплер, пĕлÿ патне чунпа туртăнар.

А.МЯСНИКОВ çырса илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика