АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАМ-ШИ, КАМ-ШИ ЧИ ХИТРИ?

17 марта 2010 г.

Хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçланăранпа районта çитмен ял юлман тесен те тĕрĕсех. Кашкăрçырмипе Воронцовкăра, Матькассипе Дмитриевкăра тата Калиновкăра пулса курман. Тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Районта иртекен конкурссенче те тăтăшах пулатăп. Анчах кашнинчех кăмăла пăсакан мĕнле те пулин кăлтăк-çитменлĕхе асăрхатăнах. Сиккассисем хăйсем патĕнче уяв каçĕсене яланах çÿллĕ шайра ирттерни çинчен хăпартланса калаçаççĕ те, Мартăн 8-мĕшне халалласа ирттернĕ "Мисс Весна" конкурса ятарласа кайса куртăм. Юрать кайрăм, атту "мĕн чухлĕ çухататтăм".

Сиккассинчи культура çуртĕнче пулса курнисем унти зал мĕн пысăкăшшине пĕлеççĕ, çав залра çын тăма та вырăн çук пулма пултарасса чухлаймаççех. Паян халăха клуба е библиотекăна явăçтарма çăмăл мар. "Мисс Весна" конкурса курма вара пĕтĕм ял – çитĕннисем те, ваттисем те, ача-пăча та, Яманкассинчен те, Маякран та – пуçтарăннă. Вăйлă! Пĕрре-мĕшĕ, уяв программине ертсе пыракансем ăста пулни. Ку енĕпе Елена Ильинична Павлова учительницăна çитекен çуках. Ăна пулăшса пыракан Алеша Петров еплерех маттур.

Сцена çине ытарма çук чипер пикесем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ. Сăнĕ-пичĕ, пĕвĕ-сийĕ, кĕпе-тумĕ çав тери хÿхĕм. Вĕсем çине пăхсан яшсен чĕрийĕсем кăрт! турĕçех-тĕр. Сиккасси вăтам шкулĕнче вĕренекен хĕрачасем Лена Тражукова, Анжела Иванова, Настя Шемякова, Настя Сергеева, Саша Герасимова, Наташа Шпакова хăйсен пултарулăхне кăтартма питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ. Çавăнпа вĕсенчен кирек хăшĕ те çÿллĕрех шайри çакăн евĕрлĕ конкурсра ял тăрăхĕн чысне шанчăклăнах хÿтĕлеме пултараять. Хĕрсем хумханни сисĕнет пулин те хăйсене хăюллă та çирĕп тытаççĕ.

"Визитка" конкурсра пикесем хăйсемпе паллаштарчĕç. "Разминкăра" тавра курăмне кăтартрĕç. Мода кăтартнă чухне Лена Тражуковăпа Настя Шемякова, Настя Сергеевăпа Наташа Шпакова дизайнер ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене чухлани курăнчĕ. Вĕсем тумсен хăйне евĕрлĕхпе тыткăнларĕç. Кĕске сценка кăтартмалли конкурс çăмăлах пулмарĕ, çапах хĕрачасем çаврăнса тухма пултарчĕç. Настя Сергеевăпа Наташа Шпакова хатĕрленĕ номерсем уçăмлăрах та курăмлăрах пулчĕç. Конкурсанткăсем хушшинче Саша Герасимова çулĕпе чи кĕçĕнни пулчĕ, вăл 7-мĕш класра вĕренет, çапах та çухалса каймарĕ хĕрача, ăмăрту условийĕнчи ĕçсене лайăх пурнăçларĕ.

Илемлĕ пултарулăха кăтартнă чухне район конкурсĕсенче хăшĕсем чăваш ташшин кĕввипе тĕпĕр-тĕпĕр ташланипех çырлахать. Пирĕн хĕрсем кашниех хăйне евĕрлĕ номер хатĕрленĕ. Гитара калама та, аэробика, тухăç ташшисене ташлама та, савăк юрă шăрантарма та ăста. Кунта, паллах, ялта музыка шкулĕ, хореографи уйрăмĕ ĕçленин витĕмĕ пысăк.

Жюри пĕтĕмлетĕвĕпе Лена Тражукова – "Мисс элегантность", Анжела Иванова – "Мисс романтичность", Александра Герасимова "Мисс изысканность" ятсене тивĕçрĕç. Настя Шемякова – "Мисс грация", Настя Сергеева – "Мисс очаровние". "2010 çулхи çуркунне пики" ята Наташа Шпакова çĕнсе илчĕ. Хĕрачасене хăйсен пултарулăхне, пĕлĕвне тивĕçлĕ шайра кăтартнăшăн саламлатăп. Вĕренÿре çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп.

Уява килнĕ халăха Алексей Мурзуков, пĕр тăван Егоровăсем, ялти культура ĕçченĕсем Марина Шпаковăпа Валентина Мурзукова хаваслă, шÿтлĕ номерсемпе саламларĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика