17 марта 2010 г.
Атнаш ялĕнчен Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 282 çын тухса кайнă, вĕсенчен 129-шĕ киле таврăнайман. Çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă паттăрсене ĕмĕр асра тытма ял варринче, культура çурчĕ çумĕнче, кĕмĕл салтак палăкĕ лартнă. Çавăн пекех 0,5 гектар çинче парк туса симĕс хырсем лартса çитĕнтернĕ.
Çĕнтерÿ кунĕнче çак асăну вырăнне халăх çулсеренех йышлăн пуçтарăнать. Ял тăрăхĕн, колхоз ертÿçисем тата шкул ачисем мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă ентешсене чысласа палăк умне чечек çыххисем хураççĕ. Çĕнтерÿ уявне С. Ефимов салтак та çулсеренех хутшăнать. Вăл 92 çулта, апла пулин те çапăçу хирĕнче пулса иртнĕ самантсене лайăх ас тăвать. Хăйĕн аса илĕвĕсемпе С.Ефимов çамрăксене паллаштарать, вĕсенче патриотизм туйăмĕ вăратать. Çак салтакăн виçĕ тăванĕ: Василий, Константин тата Лариван та вăрçă хирĕнче тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçнă, анчах тăван киле вĕсенчен пĕри те таврăнайман.
Ефрем Иванович сад ăстин виçĕ ывăлĕ те: Гурий, Василий тата Петр вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Гурий Ефремович Тăвайĕнчи вăтам шкулта директор пулса ĕçленĕ. Вăрçă тухсанах саппасри лейтенант фронта тухса кайнă. Арăмĕ ултă ачапа тăрса юлнă, апла пулин те вĕсене пăхса çитĕнтерсе çĕршывшăн юрăхлă çынсем тума пултарнă.
Волковсен çемйин шăпи те хурлăхлă. Вăрçă тухнă хыпара ашшĕпе икĕ ывăлĕ Мускавра кĕтсе илнĕ, çав кунхине Виталипе Николай çар училищинчен вĕренсе тухнине паллă тунă. Волков асли Мускава хÿтеленĕ чухне паттăрла çапăçса пуçне хунă. Тепĕр çултан Екатерина аппа Виталий лейтенантăн вилнĕ хутне илнĕ. Николай Германие çитнĕ, йывăр аманнă, госпитальте вилсе кайнă.
Çемьерен икĕ-виçĕ çын каялла таврăнайманнисем ялта тата та пур. Иван Хромов тата унăн икĕ ывăлĕ Николайпа Сергей те нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешсе вăрçă хирĕсенчех пуçĕсене хунă.
Паттăрсене чысласа ялти культура çуртĕнче стенд вырнаçтарнă, вĕсен ячĕсене илемлĕн çырса тухнă. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та стенд пур. Çамрăк следопытсем çавăн пекех паттăрсем çинчен асăнмалăх альбом туса хатĕрленĕ.
Вуласа тухатăн та, хамăр ентешсенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Тĕслĕхрен, Г.Касьянов аслă сержант вăрçă "вучахне" çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче кĕнĕ. Вăл утлă разведка взвочĕн командирĕ пулнă. Сталинград патĕнче хаяр çапăçусем пынă вăхăтра тăшман тылне 45 хутчен çитсе килсе хамăр командовани валли кирлĕ сведенисем илсе килнĕ. Пĕр çапăçура йывăр аманнă, сывалса çитсен Харьков, Полтава, Кишинев хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Польша, Румыни, Венгри тата Австри çĕрĕсем çинче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Киле икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр, çичĕ медаль çакса таврăннă.
А.Александров сержант та вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хаяр çапăçусене хутшăннă. Ленинград фронтĕнче пĕчĕк калибрлă зенитлă установка командирĕ пулнă. "Пурнăç çулне" хÿтĕлесе фашистсен 12 самолетне персе антарнă. Вăрçăран вăл Хĕрлĕ Çăлтăр тата ытти орденсемпе медальсем çакса килнĕ. Колхоза ĕçе вырнаçнă, склад заведующийĕ, машиновед пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен таркторист пулса тимленĕ.
Вăрçă тухнă çул Г.Исаев политрук Хабаровск хулинче службăра тăнă. 1942 çулта ăна Рыбинска танксен училищине вĕренме яраççĕ. Вăл Сталинград хулине ирĕке кăларнă çĕре, тĕрлĕ операцисене хутшăнать. Чехословаки тата Австри çĕршывĕсенче тăшмана хирĕç кĕрешет, йывăр аманать. Киле таврăнсан Киров ячĕллĕ колхоз председателĕнче, пичет ĕçĕнче ĕçлет.
П.Ефимов Инçет Хĕвел тухăçĕнчи чикĕсене хураллакан чаçре службăра тăнă. Вăл Пĕрремĕш Украина тата Иккĕмĕш Белоруси фрончĕсенче тăшмана хирĕç çапăçнă, Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Унăн кăкăрне икĕ Мухтав орденĕ, "Хăюллăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ытти нумай медаль илем кÿреççĕ.
Гварди старшини А.Кашин фронтра оруди командирĕ пулнă, Сталинград патĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Темиçе хутчен те аманнă, вăрçа Германире вĕçленĕ. Киле вăл икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата тăватă медальпе таврăннă. Тăван колхозра вăй хунă, 87 çула çитсен çĕре кĕнĕ.
Вăрçăра паттăрлăх кăтартнисем тата та пур. Акă, Михаил Алексеев аслă лейтенант – виçĕ орден кавалерĕ. Тăванĕсем ир вилнĕ пирки унăн фронтри кун-çулне тĕпчеме май килмен.
М.Чертов рядовой икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ пулнă. М.Касьянов танкист-механик Тăван çĕршыв аслă вăрçин тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене илме тивĕçнĕ. Тăван çĕршыв аслă вăрçин орденĕ П.Орнишкин рядовой кăкăрне те илем кÿретчĕ.
Хаяр çапăçура паттăрлăх кăтартса вилнĕ, хыпарсăр çухалнă, фронтран Çĕнтерÿпе таврăннă паттăрсене эпир нихăçан та манас çук.
С.ИСАЕВ. Атнаш ялĕ.