АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂК ĂРУШĂН ЫРĂ ТĔСЛĔХ

17 марта 2010 г.

Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме пирĕн районтан 12673 çын тухса кайнă, 6436 ентеш вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Тăван тăрăха çĕнтерÿпе çаврăнса çитнĕ 6237 ентеш юхăннă хуçалăха ура çине тăратма хутшăннă. Паян вăрçă çулĕпе утса тухнă паттăрсем питех те сахалăн юлчĕç, пурĕ те 93 ветеран кăна. Тыл ĕçченĕсем – 1600 çын.

Иртнĕ юнкун вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене, тыл тата ĕç ветеранĕсене Шăхасанти вăтам шкула пуçтарчĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кашниех ветерансене çак тĕл пулăва хутшăнма майсем туса панă. Ватăсем пĕр-пĕринпе курнăçма, калаçма, иртнисене аса илме пултарчĕç. Уйрăмах арçын ветерансем хавхалануллă, вĕсем кунта салтака пĕрле кайнă е пĕрле çапăçнă юлташĕсемпе курнăçрĕç.

Уява килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ Ю.Барышов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н.Андреев, РФ Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕнчи управленийĕн ертÿçи О.Петрова, районти ветерансен канашĕн председателĕ М.Данилова ăшшăн саламларĕç.

– Паян, хисеплĕ ветерансем, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çывхарса килнĕ май, вăрçă кунĕсене тепĕр хут аса илме пуçтарăнтăмăр. Хумхануллă самант. Эсир хăвăрăн паттăрлăхăрпа, ырми-канми ĕçĕрпе тăван çĕре сыхласа хăварнă. Турра шĕкĕр, пирĕн тăрăхра вăрçă кĕрлемен. Эпир, пирĕн ăру Афганистан, Чечен вăрçинче пулнă, çапах та Аслă вăрçă нушине курман. Паянхи ачасен те вăрçă мĕнне пĕлмелле ан пултăрччĕ. Эсир тÿссе ирттернине, сирĕн мухтавлă ĕçĕрсем çинчен эпир историрен, хăвăр каласа кăтартнисенчен пĕлетпĕр.

Пысăк тав сире эсир пурришĕн, ăрусем валли тунă пархатарлă ĕçĕршĕн, пире вĕрентсе, çул кăтартса пынăшăн. Çирĕп сывлăх сунатпăр сире. Ачăрсем, кÿршĕ-аршă сире ăнланччăр. Тăванăрсен, ачăрсен юратăвне туйса тăрса ватлăха канлĕ ирттермелле пултăр. Пуç таятпăр, – терĕç ветерансене ырă сунса.

Киров ячĕллĕ хуçалăха темиçе теçетке çул ăнăçлă ертсе пыракан Н.Андреев хăйне "эпĕ вăрçă хыççăнхи ăру çынни" тет.

– Ĕçпе вăрçă ветеранĕсене çирĕп сывлăх сунатăп. Пирĕн вăхăтрисем фронтра пулман, апла пулин те эпир, ун чухнехи ача-пăча, тылри пурнăç тути-масине самаях астивнĕ. Аннесемпе пĕрле ĕçе çÿренĕ, çитĕннисемпе тан вăй хунă. 1964 çултанпа хам ертсе пыракан хуçалăхра ĕçлетĕп. Çак тапхăрта пурнăç палламалла мар улшăнчĕ. Ялсен аталанăвĕшĕн нумай çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртрĕмĕр. Пирĕн, аслă ăрури çынсен, çамрăксен, ачасен ветерансен умĕнчи яваплăх та, парăм та пысăк – чуна парса ĕçлемелле, – терĕ Николай Степанович.

Сиккассинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивале хутшăннă агитбригада программин сыпăкне кăтартрĕç. Унта хĕрарăмсем хулана ирĕке кăларнă совет салтакĕсене кучченеçпе кĕтсе илеççĕ, пĕрле савăнаççĕ, вĕсене тав тăваççĕ. Фронт малалла куçать, салтаксен те каймалла. Çапах та вĕçĕнче вăрçă паттăрĕсем пурте чĕрĕ-сывă çаврăнса çитеççĕ, савнă çыннисемпе тĕл пулаççĕ. Умра – телейлĕ пуласлăх. Ватăсен чунне хускатрĕ çак эпизод, çавăнпа та чылайăшĕ куççульне тытса чараймарĕ. Вăрçă темипе çырнă юрăсем те шăранчĕç.

Унтан В.Софронов, Г.Косолапов, Ю.Барышов, Н.Андреев вăрçă тата тыл ветеранĕсен кăкăрĕ çине "1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 65 çул тултарни" юбилейлă медаль çакрĕç. Ветерансен ячĕпе тав тума Шăхасанта пурăнакан А.Смирнов ватă салтак сăмах илчĕ.

– Пире манманшăн пысăк тав. Мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарса тăни те пирĕншĕн, ватăсемшĕн, пысăк пулăшу. Эпир вăрçăра çĕнтертĕмĕр, нуша-асапа нăйкăшмасăр чăтса ирттертĕмĕр – намăс курмарăмăр. Халăх пĕр çын пек пулса кар çĕкленни, воспитани ĕçĕ çÿллĕ шайра, дисциплина çирĕп пулни çĕнтерÿ тума пулăшрĕ. Эсир пирĕн çĕнтерĕве малалла çирĕплетсе пырăр, – терĕ Алексей Егорович.

Аслă ăру çыннисем вăрçăра тата ĕçре туптанă çитĕнÿсем Аслă Раççейĕн, юратнă Чăваш Енĕн, районăн чапĕ тата мухтавĕ пулса тăраççĕ. Ирĕклĕхе, тăван çĕршыва хÿтĕлесе çапăçусенче кăтартнă сирĕн паттăрлăх, мирлĕ пурнăçри мухтавлă çул-йĕр халăх асĕнче ĕмĕрлĕх упранĕ, çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх шутланĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика