АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТТĂРСЕН АМĂШĔ ÇИНЧЕН

17 марта 2010 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 65 çул çывхарнине халалласа Вăтапуç шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем, Л.Григорьева ертсе пынипе, вулав конференцийĕ йĕркелерĕç. Вĕсем П.Хусанкай çырнă "Таня" поэмăна тата Зоя Космодемьянскаян амăшĕ çырнă "Повесть о Зое и Шуре" кĕнекине вуласа паллашрĕç.

Вĕренекенсем Зоя паттăрлăхĕ çинчен чи малтан Петр Лидов журналист "Правда" хаçатра пичетленине, 1942 çулта П.Хусанкай "Таня" поэмине çырнине çирĕплетрĕç. Унпа пĕрлех амăшĕ Любовь Тимофеевна вăрçă хирĕнчен вилнĕ ачисен ÿчĕсене Мускав хулинчи масара илсе килсе пытарма пултарнипе тĕлĕнчĕç. Конференцире ачасем 1972 çулта çамрăк паттăрсен амăшĕ Шупашкар хулинчи шкул ачисемпе тĕл пулса калаçнине те асăнса хăвармасăр иртмерĕç.

Вулав конференцийĕнче калаçăва хастар хутшăннă вĕренекенсене вырăнсем парса хавхалантартăмăр. Пĕрремĕш вырăна Анна Дмитриева тивĕçрĕ, Галя Иванова иккĕмĕш вырăна тухрĕ, Любовь Шарипова виççĕ-мĕш пулчĕ.

Кăçал эпир çавăн пекех Чăваш Ен йĕркеленни 90 çул çитнине те паллă тăватпăр. Çак паллă пулăма халалласа 5-мĕш классем сăвă вулавĕн конкурсне хастар хутшăнчĕç. Итлесе ларакансене тĕрлĕ поэт сăввисемпе тыткăнларĕç. Лена Павлова П.Хусанкай çырнă "Тăван çĕршыв" поэма сыпăкне каласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Мĕтри Ваçлейĕн "Йĕлтĕрпе" сăввипе Наташа Тумашкина иккĕмĕш пулчĕ. Люда Колпакован виççĕмĕш вырăн, вăл Александр Алкан "Юр çунă" сăввипе конкурса хутшăнчĕ.

Л.ГРИГОРЬЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика