АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔР–ПĔРИН ĔÇ ОПЫЧĔПЕ ПАЛЛАШРĔÇ

17 марта 2010 г.

Хурт-хăмăр ăстисен семинарĕ иртрĕ. Унта пыл паракан хуртсене çурхи кунсенче апатлантарассине лабораторипе диагностика тишкерĕвĕ тăвас, ĕрчетес, утарăн ветеринарипе санитари паспортне хатĕрлес, варроатоз, аскофероз тата нозематоз чирĕсемпе кĕрешес ыйтусене пăхса тухрĕç. Çавăн пекех районта хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç мĕнле лару-тăрура пулнине сÿтсе яврĕç.

Семинар-канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров, Е.Поденкова зоотехник-хатĕрлевçĕ, "Хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлекен агентство" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн гендиректорĕ Г.Максимов, районти ветеринари службин пуçлăхĕн çумĕ Н.Андреева, ветеринари лабораторийĕн ветврачĕ Г. Павлова тухса калаçрĕç.

Юлашки тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсенче хурт çемйисен йышĕ чакса пыни сисĕнет. Хальхи вăхăтра районти пилĕк хуçалăхра утар пур: Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина", "Урюм", "Канаш" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата чăх-чĕп фабрикинче. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта пыл хурчĕсен çемйисем 435, харпăр хăй хушма хуçалăхсенче – 1610.

Семинар вĕçĕнче хурт-хăмăр ăстисем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика