12 марта 2010 г.
Борис Алексеевич Федотов 2007 çултанпа шалти ĕçсен органĕсенче службăра тăрать. Аслă юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Кĕске вăхăт хушшинче яваплă, ĕçе пĕлсе йĕркелеме тата вĕçне çитерме пултарнипе, çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме пултарнипе палăрма ĕлкĕрчĕ.
Борис Алексеевич 2009 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа Вăтапуç ял тăрăхĕн участокри уполномоченнăйĕ. Вăтапуç ял администрацийĕн территорине 3 ял кĕрет. Унта пурăнакан çынсен пĕтĕмĕшле йышĕ – 1501 çын.
Иртнĕ çулта 135 çынна йĕркене пăснăшăн административлă йĕркепе явап тыттарнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ ĕçкĕпе туслă çынсем. 52 çынна ÿсĕрле пуçтахла ĕçсем тунăшăн штраф тÿлеттернĕ.
Борис Федотов хăй пăхса тăракан участокра тата район территорийĕнче обществăлла йĕркелĕхе тытса тăрас ĕçе хастар хутшăнать. Вăл граждансене Вăтапуç ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать.
О.МИКУШИН,
районти участковăйсен пуçлăхĕн çумĕ.