АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАТĔРЛЕВ ĔÇĔ-ХĔЛĔ ЯЛ ÇЫННИНЕ ТУПĂШ КŸРЕТ

12 марта 2010 г.

Суту-илÿпе тата обществăлла апатланупа пĕрле хатĕрлев райпон кулленхи ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп отрасльсенчен пĕри пулса тăрать. Хальхи çăмăл мар саманара хатĕрлев пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсет, вăл ял çыннисене хушма тупăш кÿрет. Ялти лавккасене аш-какайпа сĕт леçсе парса выльăх-чĕрлĕх усракансем çемье бюджетне самаях пуянлатаççĕ. Унсăр пуçне, кивĕ хут, çĕтĕк-çурăк, выльăх тиррисене йышăнать хатĕрлев кантурĕ, çапла вара кил-çуртра усă курма юрăхсăр япаласемпе те укçа тума май пур. Çут çанталăк тусĕсем çу каçипе пиншер тенкĕлĕх тĕрлĕ сиплĕ ÿсен-тăран пуçтараççĕ.

Хатĕрлев ĕçне аталантарса пырас тĕллевпе райпо канашĕ магазинсем хушшинче кашни çулах экономика ăмăртăвĕ йĕркелет. Райпори хатĕрлев пайĕн ертÿçине М.Гаврилована эпир çав ăмăртусен условийĕсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

- Марина Алексеевна, хатĕрлев ĕçне пур магазина та явăçтаратăр-и; Ăмăрту условийĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарăр-ха;

- Хаваспах. Çак ĕçлĕ тупăшăва райпори магазинсен коллективĕсем, кооператив предприятийĕсен директорĕсем тата потребобщество хатĕрлевçисем хутшăнаççĕ. Магазинсем, ял хуçалăх продукцийĕпе чĕртавар нумай хатĕрленипе пĕрлех, çулталăкри тавар çаврăнăш планне тултарсан, тавар çаврăнăшне (танлаштаруллă хаксемпе) иртнĕ çулхи шайран ÿстерсен конкурс çĕнтерÿçисем пулаççĕ.

Ăмăртура çĕнтернĕ магазинсен коллективĕсене хавхалантарма укçан 12 преми палăртнă. Тăватă пĕрремĕш преми - пĕр çын пуçне 1200 тенкĕ, чи лайăх кăтартусем тусан тата çирĕплетнĕ задание 120 е ытларах процент пурнăçласан. Тăватă иккĕмĕш преми - пĕр çын пуçне 1100 тенкĕ, палăртнă задание 110 процентран кая мар пурнăçласан. Çавăн пекех тăватă виççĕмĕш преми - кашни çын пуçне 1000 тенкĕ, задание 100 процент пурнăçламалла. Унсăр пуçне, ăмăртăва хутшăнакан магазинсен пилĕк тĕрлĕрен кая мар чĕртавар хатĕрлемелле.

Хатĕрлев ĕçĕнче пысăк кăтартусем тунă кооператив предприятийĕсен директорĕсене хавхалантарма виçĕ преми çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш премие - 1500 тенкĕ - палăртнă задание 120 е ытларах процент ирттерсе пурнăçлакан тивĕçĕ. Иккĕмĕш преми - 1200 тенкĕпе (110 е ытларах процент), виççĕмĕшĕ 1000 тенкĕпе (100 процент тултармалла) танлашаççĕ. Кунта та пилĕк тĕрлĕрен кая мар чĕртавар хатĕрленине пăхаççĕ.

Чи хастар хатĕрлевçĕсене чыслама икĕ преми çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш премие, вăл 1500 тенкĕпе танлашать, пысăк кăтарту тунисĕр пуçне плана 120 е ытларах процент пурнăçланă хатĕрлевçĕ тивĕçĕ. Иккĕмĕш преми калăпăшĕ - 1200 тенкĕ, ăна çĕнсе илес тесен задание 110 процент ирттерсе пурнăçламалла. Тата тепĕр услови: хатĕрлевçĕсен 10 тĕрлĕрен кая мар чĕртавар пуçтармалла. Конкурс итогĕсене çур çуллăхсем вĕçĕнче - кăçал июлĕн 15-мĕшĕнче тата 2011 çулта январĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕпĕр.

- Хальхи вăхăтра халăхран мĕнле чĕртавар пуçтаратăр;

- Халĕ февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 31-мĕшĕччен кивĕ хут, çĕтĕк хатĕрлессипе икуйăхлăх пырать. Унта магазинсем, уйрăм хатĕрлевçĕсем пурте хутшăнма пултараççĕ. Ăмăрту условийĕсем çакăн пек: икĕ уйăхра сутуçăсен 600 кг кивĕ хут, 500 кг çĕтĕк хатĕрлемелле, хатĕрлевçĕсен вара 6000 кг кивĕ хут, 3000 кг çĕтĕк пуçтармалла.

Сутуçă тата хатĕрлевçĕ плана 120 процент ирттерсе пурнăçласан пĕрремĕш премие - 1000 тенкĕне тивĕçĕç. Иккĕмĕш преми - 800 тенкĕ (плана 110 процент тултарсан), виççĕмĕш преми - 600 тенкĕ (плана 100 процент тултармалла). Ăмăрту итогĕсене апрелĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлететпĕр.

- Кăçал уполномоченнăйсен пĕрлехи отчет пухăвĕнче выльăх тирĕсене пухассине лайăхрах йĕр-келеме сĕнÿсем пулчĕç. Ку енĕпе ăмăрту условийĕсене çирĕплетнĕ-и;

- Паллах. Çак экономика ăмăртăвне эпир кĕрĕк-тăлăп çĕлеме тир ытларах пуçтарас тĕллевпе ирттеретпĕр. Унта райпо магазинĕсемпе потреб-общество ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Пĕрремĕш вырăна тухсан (25 штукран кая мар пухмалла) - 400 тенкĕ преми палăртнă. Иккĕмĕш вырăншăн (20 шт.) - 300 тенкĕ, виççĕмĕшĕшĕн (15 шт.) 200 тенкĕ парса чыслаççĕ.

- Марина Алексеевна, эмел курăкĕсем хатĕрлемелли йĕрке тата вĕсен хакĕсем пирки тавралăх юртан тасалсан калаçăпăр. Улăх-çарансем ешĕл тумпа витĕниччен вăхăт чылай-ха. Мана çак ыйту кăсăклантарать: ял çынни хăйĕн пахчинче çитĕнтернĕ çимĕçсене райпон хатĕрлев кантурĕ йышăнать-и;

- Халăхран пахча çимĕç туянассипе хатĕрлевçĕсем кăçал та хастар ĕçлессе шанатăп. Ял çыннисене пулăшассине эпир, районти кооператорсем, яланах хамăрăн тĕп тивĕç вырăнне хуратпăр-çке. Кĕр мăнтăрĕпе çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, ыхра-сухан, ытти çимĕç туянма палăртатпăр.

- Юлашки ыйту: иртнĕ çул хатĕрлев ĕçĕнче мĕнлерех кăтартусем турăр;

- Пĕлтĕр хатĕрлев çаврăнăшĕ 18,6 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Халăхран 1159 тонна сĕт туянтăмăр, виçĕм çулхипе пăхсан, çакă 119 процент пулать. Сĕт тата аш-какай пухса пирĕн райпо республикăра иккĕмĕш вырăна тухрĕ, тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Михайлович Павлов потребобщество коллективне дипломпа чысларĕ.

Иртнĕ çул халăхран ĕне-вăкăр тирне 153 штук, качака-сурăх тирне 445 штук. 16, 5 тонна кивĕ хут, 4,5 тонна çĕтĕк туянтăмăр. Кăçал эмел курăкĕсем ытларах пухасса шанатăп. Чăвашпотребсоюз сиплĕ ÿсен-тăран пухассипе шкул ачисем хушшинче çулсерен республика конкурсĕ ирттерет. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасене çак усăллă та тупăшлă ĕçе хутшăнма сĕнетĕп. Пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесен пирĕн кăтартусем пысăкрах пулĕç, эсир вара, конкурсра çĕнтерсе, хаклă парнеллĕ пулăр.

- Усăллă калаçушăн пысăк тав сире, Марина Алексеевна, пархатарлă ĕçĕрсем ялан ăнса пыччăр.

А.ВЛАДИМИРОВ ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика