АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУТУÇИСЕМ ЛАЙĂХРАН ÇЫН ТАТĂЛМАСТЬ ЛАВККАРАН

12 марта 2010 г.

СУТУÇИСЕМ ЛАЙĂХРАН ÇЫН ТАТĂЛМАСТЬ ЛАВККАРАН

Вырăскас Пикших ялĕнче райпон куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинсем иккĕ: пĕри ял варринче, "Мотор" хуçалăх кантурĕпе юнашар, тепри ял вĕçĕнче, "Колос" кафепе пĕр çуртра, вырнаçнă. Çĕрпÿ-Сызрань автомагистраль хĕрринчи магазина кĕрсен çакна асăрхарăм - кунта кунĕпе çын татăлмасть иккен: ялта пурăнакансем тавар туянма килеççĕ, инçе çула тухнă водительсем те чарăнаççĕ.

Валентина Захарова тата Любовь Иванова сутуçăсем кашни килен-каяна çывăх тăван пек тарават кĕтсе илеççĕ, кирлĕ тавар суйласа илме пулăшаççĕ. Иккĕшĕ те ăста специалистсем. Ĕçре хастарлăхпа, тăрăшулăхпа, çаврăнăçулăхпа палăрса тăраççĕ. Валентина Романовна суту-илÿре вăтăр çул ытла вăй хурать. Ăвăспÿрт Кипеч хĕрĕ сутуçăна Шупашкарти кооператив техникумĕнче вĕреннĕ. Любовь Николаевна Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарта кооператив училищинче сутуçă профессине алла илнĕ, унтан кооператив техникумĕнче товароведа вĕреннĕ.

"Ĕçе чунтан парăннă вĕсем, çавăнпа тавар çаврăнăш енĕпе кашни çулах пысăк кăтартусем тăваççĕ. Пултаруллă çынсем - пирĕн иксĕлми пуянлăх", - палăртрĕ райпо правленийĕн председателĕ Иван Тимофеевич Иванов.

- Ассортимент пуян пирĕн. Трикотаж, авă, пасартинчен йÿнĕрех. Кĕрпесем те хаклă мар. Çулла стройматериал туянакансем нумай, - терĕç сутуçăсем, çитĕнÿ "сăлтавне" уçса пама ыйтсан.

- Вырăскас Пикшихре уйрăм çын лавккисем сахал мар. Конкуренци чăрмантармасть-и сире; - кăсăкланатăп эпĕ.

- Халĕ пирĕн конкурентсем чăннипех йышланчĕç. Кашни ялтах уйрăм çын лавккисем пур. Мĕн калама пултаратпăр-ха кун пирки; Вĕсем те кирлĕ пуль. Пире тимлĕ, тупăшса ĕçлеме. Конкуренци хамăрăн "маркăна" çирĕп тытма вĕрентет, - çапла сăпайлăн хуравларĕç мана хастар сутуçăсем.

Çапла, темле йывăр пулсан та ÿсĕмсен çулĕпе малалла утаççĕ, пурин ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшаççĕ райпон Вырăскас Пикшихри магазинĕнчи Валентина Захаровапа Любовь Иванова хастар сутуçăсем. Пĕчĕк библиотека та пур кунта. "Российская кооперация" хаçатпа пĕрле "Канаш ен" подшивки пурри мана уйрăмах савăнтарчĕ. Ялти пайщиксем кĕнеке вулама юратаççĕ, уйрăмах хĕлле, ĕç-пуçран пушансан. "Канаш ен" урлă район пурнă-çĕпе тĕплĕнрех паллашаççĕ.

А.ВЛАДИМИРОВ.

ŸкерчĔкре: Валентина Захаровапа (сылтăмра) Любовь Иванова сутуçăсем.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика