12 марта 2010 г.
Районти ветеринари службине Мăкăр ялĕнчи Иванова хуçалăхĕнче сысна ами вилни çинчен хыпар çитнĕ. Çийĕнчех унта ветеринари службин тата лабораторийĕн специалисчĕсем клиникăпа эпизоотологи тĕпчевĕ ирттерме тата диагноз палăртас тĕллевпе кирлĕ мерăсем йышăнма тухса кайнă. Патологи материалне Шупашкара республикăн ветеринари лабораторине çитерсе панă. Часах унтан сыснасен африка чумин паллисене тупни çинчен пĕлтернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Иванова хуçалăхне карантина хупма хушу кăларнă.
Комплекслă планпа килĕшÿллĕн сыснасен африка чумине пĕтерме выльăхсене çăлакансен командине йĕркеленĕ. Команда тÿрех эпизооти "вучахĕнче" тумалли ĕçсен планне пурнăçа кĕртме тытăннă. Яла пырса кĕнĕ çĕре ветеринарипе милицин постне тăратнă, шлагбаумлă дезинфекци барьерĕ тата дезинфекци кавирĕсем вырнаçтарнă. Çак ĕçе дезинфекци тумалли хатĕрсемпе ĕçлекен специалистсене явăçтарнă. Постра транспорт хатĕрĕсене тĕплĕн пăхса тухнă, тĕрĕсленĕ. Мĕн тупни-палăртнине журнала çырса хунă. Яла транспорт хуçисене панă пропускпа çеç кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх тата ÿсен-тăран продукцине илсе тухма чарнă. Транспорта дезинфекци барьерĕ витĕр кăларнă, дезинфекци тумалли хатĕрпе тепĕр хут тĕрĕслессине йĕркеленĕ.
Яла кĕмелли ытти çулсене юр купаласа пÿлсе хунă. Ял çыннисене пухса сыснасен африка чумипе кĕрешмелли мероприятисене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Чирлĕ сыснасене "Адилин-супер" препаратпа вĕлернĕ. Шăмми-шаккисене ятарласа чавнă траншейăсене турттарса тухнă та çунтарса янă. Çакăн хыççăн траншейăна хлор извеçĕ сапнă та тăпрапа тултарнă. Вĕлернĕ сыснасен хуçине компенсаци панă: 50 килограмм ытла таякан сыснасен пĕр килограмм чĕрĕ виçишĕн 60 тенкĕ тÿленĕ. Пушаннă витесене дезинфекци тунă, картише 3 процентлă активлă хлор ирĕлчĕкĕ сапнă.
Ялти çулсене тата Иванова хуçалăхĕнчи сысна витинчен траншея патне пыракан çулсене хлор ирĕлчĕкĕ сапнă. Кашни кунах ĕç вĕçĕнче эпизооти "вучахĕнче" ĕçлекен транспорт хатĕрĕсене хлор ирĕлчĕкĕпе сиенсĕрлетнĕ. Апат юлашкийĕсене, тавар хумалли, чĕркемелли хатĕрсене, хака тăман япаласене, йывăç урай хăмисене, валашкасене, картасене ятарласа уйăрнă вырăнта çунтарса янă. Тислĕке ăшăпа хĕртсе чире пĕтерме çулталăклăха купаласа хунă.
Сыснасен африка чумине пĕтермелли мероприятисене туса пĕтерсен витене тата унăн çывăхĕнчи территорине 5 процентлă активлă хлорăн ирĕлчĕкĕпе тепĕр хут сапса тухнă. Çакăн хыççăн райадминистраци пуçлăхĕн хушăвĕпе карантин вăхăтне пĕтернĕ. Вĕренÿ ăнăçлă иртнĕ.
В.АЧЧА.