12 марта 2010 г.
Галина Кужакова Вăтапуçĕнчи вăтам шкулта 1993 çултанпа 1-4 класс ачисене вĕрентет. Кĕçĕн класс ачисемпе ĕçлеме çăмăлах мар. Пуçласа шкула килнисенчен чылайăшĕ сас паллисене палламасть, хăшĕсем парта хушшинче те ларма пĕлмеççĕ. Вĕрентекенĕн пĕчĕкскерсемшĕн анне вырăнĕнчех пулма тивет: пĕлÿ çуртĕнче хăйсене еплерех тытмаллине хăнăхтармалла, уроксем хыççăн куртка тÿммисене тÿмелесе ямалла...
Ачан пĕлĕвĕ малалла еплерех аталанса пырасси пуçламăш классенче мĕнле пĕлÿ илнинчен нумай килет. Галина Сергеевна чунне парса вĕрентнĕрен пулĕ, унăн вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿллĕ кăна мар, ырă чунлă та.
2008 çулта, ун чухне Надежда Григорьева 3-мĕш класра вĕренетчĕ, чăваш чĕлхипе районта ирттернĕ олимпиадăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çав çулхинех "Самый классный класс" районти конкурсра пирĕн ĕçтеш кĕçĕн класс вĕрентекенĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕччĕ.
Г.Кужакова хăйĕн ĕçне тата пĕчĕк ачасене юратни уççăнах курăнать. Уроксем вĕçленсен те килне кайма васкамасть: е ыранхи уроксене хатĕрленет, е çыру тетрачĕсене тĕрĕслет. Галина Сергеевна ал-ĕç тума та питĕ ăста. Хăйĕн ăсталăхне пултаруллă вĕрентекен ачасене кружокра уçса парать, унта пĕчĕкскерсем бисертан тĕрлĕрен япаласем ăсталама вĕренеççĕ.
Ал-ĕç ăсти чĕнтĕр йĕппипе те туслă, вăл илемлĕ тутăр тата кофта ÿкерчĕкрен пăхса е пăхмасăрах çыхма пултарать. Пĕрле ĕçлекенсене, çуралнă кунĕсенче, хăй çыхса ăсталанă салфеткăсене парнелесе савăнтарать. Камран вĕреннĕ-ха вăл çак илеме "шăрçалама";
– Йăхран-йăха куçакан талант пулĕ, – тесе пĕлтерчĕ ĕçтеш. – Пирĕн йăхри арçынсем йывăçран тĕрлĕрен япала тума питĕ ăста пулнă. Хĕрарăмсем вара – çыхма, ÿкерме, тĕрлеме.
Талантлă та пултаруллă Галина Кужакова 1973 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Сергей Федоровичпа Зинаида Ивановна Куликовсен çемйинче çуралнă. Çав ялти шкултах ĕçлет. Учитель пулма чунĕ туртнипе Канашри педагогика училищинчен (халĕ колледж) вĕренсе тухнă. Каярах Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.
Çемьеллĕ, упăшкипе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ, Вася, 9-мĕш класра вĕренет. Хĕрĕ, Вика, пĕрре тултарса икке кайнă.
Мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнать-ха вĕрентекен;
– Ачасене тĕрĕс воспитани парса, вĕрентсе кăларса çĕршыва юрăхлă çын тăвасси, – пĕлтерчĕ шухăшне Галина Сергеевна.
Л.ГРИГОРЬЕВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.