АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАÇАТРА ÇЫРНИ ХАВХАЛАНУ КŸНĔ

12 марта 2010 г.

Çĕнтерÿ уявĕ çитиччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Халĕ пур çĕрте те хатĕрленÿ мероприятийĕсем пыраççĕ...

1945 çулта, 65 çул каялла, паянхи пек çуркунне пуçламăшĕнче "Сталин çулĕпе" ятпа тухса тăнă район хаçатĕнче мĕн çырнă-ха; Ун чухне халăх çĕнтерÿ пурпĕрех пирĕн енче пуласса ăспа та, чунпа та туйса илнĕ. Чăн та, "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенчен" ярăмри хыпарсем тылри халăха тăрăшса ĕçлеме хавхалантарнах-тăр. "Кĕçех нимĕçсене çапса аркататпăр. Анчах çĕнтерÿ нихăçан та хăй тĕллĕн килмест, вăл йывăр çапăçусенче, ырми-канми ĕçре туптанать". "Иккĕмĕш Белорусси фрончĕн çарĕсем нимĕçсем çирĕп оборона йышăннă Пшасныш (Прасныш) хулине, Модлин (Новогеоргиевск) крепоçне штурмпа илнĕ, çавăн пекех пин ытла яла ирĕке кăларнă.

Ĕнер Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн çарĕсем наступление çĕкленсе Сохачев, Скерневице, Лович хулисене нимĕçсенчен тасатнă.

Пĕрремĕш Украина фрончĕн çарĕсем вăйлă атака пуçласа Петроков хулине тата чукун çул станцине ярса илнĕ".

"Совет çарĕсем нимĕç фашисчĕсене хĕвел анăçне пысăк вăйпа хăваланинчен пĕтĕм тĕнче тĕлĕнсе тăрать. Хĕрлĕ Çар тăшманăн тĕп йăвине Германие парăнтарма васкани мирлĕ пурнăçа юратакан мĕн пур халăха хавхалану кÿрсе тăрать. Варшава хулине ирĕке кăларнă хыççăн 6 кунра Хĕрлĕ Çар малалла нумай кайрĕ, Гнезен хулине йышăнчĕ. Кунтан Берлина çитме 270 километр юлать".

Хаçатăн кашни номерĕнчех страница пуçламăшĕнче çĕршыв пуçлăхĕ чĕнсе каланă хĕрÿ сăмахсем. "Халĕ Хĕрлĕ Çарăн юлашки миссие пунăçламалли кăна юлать: хамăрăн союзниксен çарĕсемпе пĕрле нимĕç фашисчĕсен çарĕсене çапса аркатмалла, тăшмана хăйĕн йăвинчех тĕп тумалла, Берлин çийĕн çĕнтерÿ ялавне çĕклемелле". "Фронтра çапăçакан çывăх çыннăмăрсем ак кĕçех, паян-ыран нимĕçсене çĕнтреççĕ те киле таврăнаççĕ", – тесе кĕтсе пурăнакан тылри халăха çак сăмахсем вăй парса тăнах. Ырă сăмах, ырă хыпар паян та чуна хăпартлантарать те, ун чухне сăмах витĕмĕ пушшех те хăватлă пулнă пуль.

"1945 çулхи апрелĕн 13-16-мĕшĕсенче пирĕн çарсем мĕн пур фронтсенче нимĕçсен 332 танкĕпе орудие тĕп тунă. Зенитлă артиллери тăшманăн 227 самолетне персе антарнă".

"Хĕрлĕ Çарăн тата Тинĕс Çар Флочĕн воинĕсем! Фашист эшкерĕн йăвине штурмламалли юлашки тапхăр пырать. Юлашки çапăçусенче совет салтакĕн ăсталăхĕпе хăюлăхĕн çĕнĕ тĕслĕхĕсене кăтартăр. Тăшманпа хаяррăн çапăçăр, унăн оборонине аркатнă чухне ăс-тăна мала хурăр, нимĕç захватчикĕсене йĕрлĕр, çавăрса илĕр, вĕсем хирĕç тăма пăрахичченех сывлăш çавăрма ан парăр. Тăван çĕршывран аякра чухне уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулмаллине ан манăр! Совет салтакĕн чысне, паттăр ятне кирек хăçан та çÿлте тытăр!" Çакăн пек чĕнÿ сăмахĕсем мăшăрне, ывăлĕсене, тăванĕсене вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен çынсене те хуçăлма паман.

Майăн 1-мĕшĕ. Кĕçех, кĕçех Çĕнтерÿ. Тăшман вăйĕ чакса пынине туйнă пулин те тата хытăрах урса кайса çапăçнă. Майăн 1-мĕшĕнче мĕнпур ĕççыннисен уявĕ ячĕпе Сталин приказ кăларнă: "Паян, Майăн 1-мĕшĕнче, союзлă республикăсен тĕп хулисенче Мускавра, Киевра, Минскра, Сталинабадра, Алма-Атара, Фрунзере, Петрозаводскра, Кишиневра, Вильнюсра, Ригăра, Таллинра, çавăн пекех герой-хуласенче Ленинградра, Сталинградра, Севастопольте тата Одессăра тупăран 20 хутчен персе салют памалла". Тен, çак пулăма астăвакансем паян та пур.

"Майăн 7-мĕшĕнче Реймс хулинче капитуляцин малтанхи протоколне çырнă. Майăн 8-мĕшĕнче Берлин хулинче нимĕçсен Тĕп командованийĕн представителĕсем союзлă çарсен Верховнăй Главнокомандованийĕн представителĕсен умĕнче капитуляци актне алă пуснă. Вăл майăн 8-мĕшĕнче çур çĕртен вăя кĕнĕ.

Нимĕçсем килĕшÿсемпе актсене хут татки вырăнне çеç хунине пĕлсе тăрса вĕсен сăмахне ĕненме пултараймастпăр. Анчах та паян ирхине нимĕç çарĕсем капитуляци актне пурнăçласа хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе хума, пирĕн çарсене парăнма пуçланă. Ку пушă сăмах мар, ку чăннипех те Германин хĕç-пăшаллă вăйĕсене капитуляцилени. Чăн та, нимĕç çарĕсен пĕр ушкăнĕ хальлĕхе парăнасшăн мар. Анчах эпĕ Хĕрлĕ Çар вĕсене кĕçех аркатса тăкасса ĕненсе тăратăп".

Пысăк çухатусем тÿссе тăшмана аркатнă пирĕн паттăрсем. Вĕсем Аслă Çĕнтерĕве Европăн тĕрлĕ кĕтесĕнче кĕтсе илнĕ. Пире валли мирлĕ пурнăç туса панă.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика