12 марта 2010 г.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн ларусен залĕнче хамăр тăрăхри ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ер-тÿçисемпе тата специалисчĕсемпе çур акине хатĕрленсе ирттерес ыйтупа канашлу пулчĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Павлов, АПК организацийĕсемпе хутшăнса ĕçлекен пай специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, банксен представителĕсем хутшăнчĕç.
Сергей Владимирович республикăри ял хуçалăх аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пирĕн района тÿрремĕнех пырса тивекен цифрăсем илсе кăтартрĕ. Вĕсем вырăнти ял хуçалăх ĕçĕнчи лайăх тата вăйсăр енсене уççăн кăтартса параççĕ. 2010 çулта выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран отраслĕсене аталантарма паракан çĕнĕ кредит, субсиди ставкисемпе паллаштарчĕ.
Районти АПК организацийĕсемпе хутшăнса ĕçлекен пай ертÿçи Валерий Никоноров палăртнă тăрăх, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни, çĕнĕ технологисемпе усă курни ял хуçалăх производствин тупăшлăхне ÿстерме пулăшнă. Наци проекчĕсене пурнăçласа районти АПК комплексĕн хысни хушма миллионсемпе пуянланнă. 2009 çулта 229 çын хушма хуçалăха аталантарма 32,4 миллион тенкĕ кредит илнĕ.
Тĕрлĕ шайри бюджетран пĕлтĕр 77,6 миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ панă, çав шутра вырăнти бюджетран – 6,4 миллион тенкĕ. Çак укçа-тенкĕпе çĕр пулăхлăхне ÿстерме (2,9 млн. тенкĕ), ăратлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерме (2,8 млн. тенкĕ), элита вăрлăх хатĕрлеме (3,0 млн. тенкĕ), ÿсен-тăрана чир-чĕртен хÿтĕлекен им-çам туянма (1,2 млн. тенкĕ), хушма тата хресчен-фермер хуçалăхне аталантарма илнĕ кредитсен процент ставкисене саплаштарма (27,4 млн. тенкĕ) тата ытти тĕллевпе усă курнă.
2009 çулта 100,9 процент аш-какай (4,7 пин тонна), 96,9 проц. (26,7 пин тонна) сĕт туса илнĕ. Выльăх йышне чакарнине пула сĕт суса илесси те палăрмаллах чакнă. Çав вăхăтрах сысна шучĕ 2 пин ытла пуç ÿснĕ (кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7287 пуç шутланать).
Специалистсем районăн вăрлăх фончĕ, тыр-пул культурисем, ака меслечĕсем çинчен нумай калаçрĕç, тавлашрĕç, сĕнÿсем пачĕç. Канашлăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов ертÿçĕсене патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă курма, ĕçре пĕр-пĕрин ырă опытне шута илме кирлине палăртрĕ.
И.АНДРЕЕВА.