10 марта 2010 г.
"... Ан шелле чун-чĕре
ăшшине,
Пайăн-пайăн ăна
тĕнчене сапала..."
Çакăн пек пуçлас килет ман хамăн сăмаха Шăхасан вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Валентина Демьяновна Спиридонова çинчен. Вăл Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, хăйĕн вăй-хăватне тата пĕлĕвĕпе опытне 36 çул ачасене вĕрентес ĕçе парать.
Эпĕ ăна 1991 çултанпа, хам çак шкулта ĕçлеме пуçланăранпа пĕлетĕп. Валентина Демьяновна вырăс чĕлхипе литературине ертсе пырать, хăйĕн предметне вĕрентмелли методикăна питĕ лайăх пĕлет. Ачасене вĕрентес ĕçе вăл чунĕпе парăннă, вĕсем ăслă, хăюллă пулса çитĕнессе шанать. Çамрăксене тарăн пĕлÿ паракан шкулсăр пĕр кун та пурăнаймасть, педагог яланах пĕлÿ çуртĕнче.
Шкул реформи учительсен коллективĕнче вĕрен-тÿпе воспитни ĕçне улшăнусем кĕртрĕ. Çĕнĕ задачăсене пурнăçлас ĕçре Валентина Демьяновна пысăк тÿпе хывать. Пур программăна та çывăх пĕлнĕ май учительсен урокĕсене тĕплĕн тишкерет, вĕсене пулăшса пырать.
Ертÿçĕ ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланатпăр, мĕн хавхалантарса тăрать-ха В.Спиридонова педагога, тата ăçтан вăй-хăват тупать-ха вăл;
– Чăнахах та, ертÿçĕ ĕçĕ çăмăлах мар. Кĕтсе тăман чăрмавсемпе хăвăрт татса памалли ыйтусем шкулта кашни кунах сиксе тухма пултараççĕ. Шутлатăн вара, мĕнле тусан аванрах пулĕ-ши тесе. Кунсăр пуçне, учителĕн яланах çын çинче пулмалла.
Валентина Демьяновнан ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Нихăçан та аптăраса тăмасть вăл, пĕр вырăнта тăма хăнăхманскер яланах малалла ăнтăлать. Çитĕнĕвĕсем çинче епле чарăнса тăмăн-ха тата. Районта "Вырăс чĕлхине халалласа" ирттернĕ конкурссенче Н.Васильева 1-мĕш вырăн (8-мĕш класс – 2007 çул), А.Александрова. Н.Васильева (9-мĕш класс) диплом, "Вырăс упа çурийĕ" конкурссенче Д.Смолин, А.Евгеньева, Н.Васильева дипломсем, творчествăлла ĕçсенче А.Александрова диплом тата республикăра ирттернĕ "Анне чĕри" конкурсра 1-мĕш вырăна илме тивĕç пулнă. 9-мĕш "а" класра вĕренекен А.Евгеньева кăçал вырăс чĕлхипе ирттернĕ районти олимпиадăра 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, республикăра 3-мĕш вырăн йышăннă.
Пултаруллă педагог ăс панă хĕр-упраçпа маттур каччăсенчен чылайăшĕ хăйсем суйласа илнĕ çулпа çирĕппĕн утаççĕ. Шкулпа çыхăнăва татмаççĕ вĕсем. Ĕнерхи шкул ачисенчен хăшĕ аслă çар шкулĕсенче, теприсем аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕвĕсене ÿстереççĕ.
Пурнăçра яланах тĕллев кирлĕ, ăна пурнăçлама пултарни питĕ хаклă. Юнашар лайăх ĕçтешсем пулсан ĕçлеме тата та хаваслăрах. В.Спиридонова ĕç коллективĕ чăнласах та туслă.
– Коллективпа пĕрле малалла талпăнатпăр. 2000 çулта шкула 200 пин тенкĕ парса чысларĕç. 2009 çулта миллион илме пултартăмăр. Мĕн тери савăнчĕç çакăншăн ачасем, ашшĕ-амăшĕсем, ял-йыш, учительсем. Çакă пире малалла та ÿсĕмсемпе ĕçлесе пыма вăй-хăват парать.
Валентина Демьяновна мĕн ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Хăйне вĕрентнĕ учительсене питĕ юратнă. Пĕрремĕш учителĕ Юлия Ивановна Чернова яланах унăн куçĕ умĕнче. Елчĕк хĕрупраçĕ аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пирĕн район каччине качча тухнă. Вĕсен çемйи Шăхасан ялĕнче тĕпленнĕ. Икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Хĕрĕ Ирина Юстици министерствинче вăй хурать, Елена районта следователь пулса ĕçлет.
Çамрăксемпе çамрăк пек, ватăсемпе ватă пек пулма пĕлет В.Спиридонова. Усал тунине те каçарать, часах манать. Хăйне яланах хисеплет, хаклать. Мĕншĕн тесен ыттисене ăс-тăн памашкăн опыт пур унăн. Вĕренÿ ĕçĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн ăна Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене парса чысланă, кунсăр пуçне Хисеп хучĕсемпе дипломсем те чылай унăн.
Нумаях пулмасть Шăхасан шкулĕ 190 çул тултарнине паллă турĕ. Ертÿçĕсем пирĕн шкултан тĕслĕх илмелли сахал маррине палăртрĕç. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçлени çакăн пек ÿсĕмсемпе çитĕ-нÿсем тума пулăшать.
– Халĕ çĕнĕ шкулта начар ĕçлеме май та çук. Пурте çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнтăлаççĕ. Хамăн ĕмĕте пурнăçлама май килнĕшĕн хавас, пурнăçа çĕнĕрен пуçлас пулсан та учитель профессинех суйласа илнĕ пулăттăм, – тет Валентина Демьяновна.
Сăмах май, В.Спиридонова пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче çуралнă кунне паллă тăвать. Эпир ăна саламлатпăр, вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Л.ТАРАСОВА, Шăхасан шкулĕ.