10 марта 2010 г.
Çут çанталăк çыннăн шăпине çураличченех палăртса хурать-тăр. Хăшĕ çамрăклах пĕр ĕçе вырнаçать те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çав профессипе чунне парса вăй хурать. Тепри вара ни унта, ни кунта тĕпленеймест.
Альберт Харьков шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлеме пуçланăранпа 29 çул çитрĕ. Милици ĕçченĕшĕн самай пысăк тапхăр ку. 1987 çултанпа вăл милицин участокри уполномоченнăйĕ пулса тăрăшать. Хальхи вăхăтра Энтрияль, Çĕнĕ Пинер, Атнаш ялĕсен участковăйĕ.
Альберт Александровича эпир лайăх енчен кăна пĕлетпĕр. Служба тивĕçĕсене тÿрĕ чунпа пурнăçлать, çирĕп дисциплинăллă, яваплă, пуçаруллă, тавçăруллă сотрудник. Граждансен ыйтăвĕсене, заявленийĕсене вăхăтра уçса парать. Йывăр лару-тăруран хăй тĕллĕн çаврăнса тухма пултарать, вырăнти халăхпа хутшăнса ĕçлет. Çавăнпа та унăн ĕç кăтартăвĕсем те кашни çулах лайăхланса пыраççĕ.
Милицин участокри уполномоченнăйĕсем хушшинче ирттерекен конкурсра А.Харьков чи лайăх участковăй ятне тивĕçнĕ. Милици органĕсенче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна районти шалти ĕçсен пайĕн тата Шалти ĕçсен министерствин прависемпе хавхалантарнă, тĕрлĕ награда та сахал мар.
Альберт Александровича ĕç коллективĕнче те, район çыннисем те хисеплеççĕ. Вăл çынна ăнланма, унпа пĕр чĕлхе тупма пултарнипе, ăна йывăрлăхран тухма пулăшнипе уйрăлса тăрать.
А.МАЛОВ, шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.