10 марта 2010 г.
Архив – çĕршыв, ял-хула, уйрăм çын кун-çулĕн, йăх-несĕлсен пурнăçĕпе çыхăннă историе упракан вырăн. Архивра тахçан-тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркепе, ят-хушаматпа, ал ĕçĕпе тата ытти нумай ыйтупа пысăк пĕлтерĕшлĕ документсем упранаççĕ.
Районти архив ĕçĕсен пайĕ хăйĕн ĕç-хĕлне район уставĕпе, Раççей саккунĕсемпе, РФ Архив фончĕн докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Архив ĕçĕсен пайĕн ĕçченĕсем районта иртекен пур мероприятие те хастар хутшăнаççĕ: пĕрлехи информаци кунĕсене, ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пухăвĕсене тухса çÿреççĕ.
Документсен управлăхĕнче делопроизводствăн документсене хатĕрлесси тата архива комплектласси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çак тĕллевпе пĕлтĕр организацисенче делопроизводствăна тата вырăнти архива мĕнле шайра туса пынине тĕрĕслерĕмĕр. Çак ыйтупа яваплă çынсемпе семинар-канашлу ирттернин те усси пулчĕ пулĕ тетĕп. Республика Патшалăх архивĕнчен килнĕ специалистсем вырăнти архива йĕркелесе пырассипе усăллă сĕнÿ-канаш парса пулăшрĕç.
Иртнĕ çул РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕ тата регистраци служби пире 600 яхăн архив курупки пачĕç. Вĕсене эпир фондсем тăрăх вырнаçтарса тухрăмăр. "Урожай" совхозăн тата "Урожай" ЯХПКн пулнă документсене çĕнетсе управа хутăмăр, кивелнĕ документсене çĕнĕрен çĕлесе юсарăмăр.
Районăн архивĕнче мĕнпурĕ 240 фонд, вĕсенче 34409 документ упранать.
Отчетлă тапхăрта ЧР культура министерствине ярса пама 351 единица чухлĕ опиç докуменчĕсем хатĕрлерĕмĕр, 443 единица чухлĕ документа архивра упрама йышăнтăмăр, вĕсенчен 88 единици уйрăм çынпа çыхăннă. Районти вĕрентÿ управленийĕнче тата "Районти техника инвентаризацийĕн бюровĕ" муниципаллă предприятире тĕрĕслев ирттертĕмĕр.
Ĕçлес вăй-хăвата çухатнипе хупăннă организацисене архива тăратмалли документсем хатĕрлеме методика пулăшăвĕ парса пулăшрăмăр.
"Архивный фонд" программăна 5 фонд вырнаçтарнă. Граждансен тата организацисен 1928 ыйтăвне хуравларăмăр. Архив ĕçĕ çинчен 15 информаци хатĕрлерĕмĕр. Архивра упранакан интереслĕ материалсене "Канаш ен" хаçатра пичетлетпĕр.
Л.КИРИЛЛОВА, районти архив пайĕн пуçлăхĕ.