10 марта 2010 г.
Районти шкулсенче оборонăпа спорт тата массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ иртрĕ. Вăтакас Татмăш шкулĕн вĕренекенĕсем мероприятисене пысăк интереспе, хавхаланса хутшăнчĕç. Конкурссенче, ăмăртусенче кашниех малти вырăнсене йышăнма тăрăшрĕ.
Районти шкул ачисем хушшинче шахматла выляса пирĕн шкул команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Унсăр пуçне хамăр шкулта классем хушшинче шашкăлла выляссипе, тĕл перессипе, стена хаçачĕ кăларассипе конкурссем иртрĕç. Кашни класрах "Патриотла воспитани" темăпа класс сехечĕсем иртрĕç. "Манăн атте – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи" сăн ÿкерчĕксен куравне пур ача та хутшăнчĕ темелле. Ачасем хăйсен ашшĕ салтакра пулнипе мухтанаççĕ, çавăнпа та арçын ачасенчен нумайăшĕ ашшĕсем пек Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулма ĕмĕтленеççĕ.
Афганистанри тата Чечняри çапăçусене хутшăннă ентешсемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Йывăрлăх витĕр тухнă салтаксем каласа кăтартни шкул ачисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăшĕсен ашшĕсем, куккăшĕсем, пиччĕшĕсем çав çапăçусенче пулнă-çке.
Уйăхлăх вăхăтĕнче ачасемпе вăрçă, десантниксем çинчен ÿкернĕ кино чылай курчĕç. Уйрăмах 345-мĕш гварди уйрăм сывлăш-десант полкĕ çинчен ÿкернĕ фильма пăхнă чухне аслисем каласа кăтартнине ачасем хăйсем курса ĕненчĕç.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн шкулта паттăрлăх кунĕ иртрĕ. Ачасем хĕллехи "Зарница" вăййисенче хăйсен вăй-халне, пултарулăхне кăтартрĕç. Оборонăпа спорт çине пысăк тимлĕх уйăрни ачасене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшать. Çакна шкултан вĕренсе тухнă яшсем уççăн çирĕплетсе параççĕ. Акă пĕр-икĕ тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Виктор Ефимов Вăтакас Татмăш шкулĕнче 11 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Аслă Петĕр ячĕллĕ стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета вăйĕсен çар академине кайса кĕчĕ, халĕ вăл 4-мĕш курс студенчĕ. Артем Гаврилов (ÿкерчĕксенче) Мускав Космос çарĕсен радиоэлектроникин çар институтĕнче вĕренет. Александр Журавлев çар офицерĕ пулма хатĕрленет. Пирĕн шкул ачисен камран тĕслĕх илмелли пур. Пĕлÿ панипе пĕрлех патриот туйăмне те аталантарнин усси пысăк.
В.ГРИГОРЬЕВ, ОБЖ учителĕ.