АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔР ОРДЕН ИСТОРИЙĔ

10 марта 2010 г.

Кĕçех Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Ачасен çак вăрçăн йывăр çулĕсем çинчен пĕлес килет. Çак тĕллевпе Шаккăл шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекенсем тата А.Мироновапа С.Васильева вĕрентекенсем Михаил Прокопьевич Прокопьев вăрçă ветеранĕ патĕнче пулчĕç. Ватă çын хăйĕн мăшăрĕпе Луиза Васильевнăпа пурăнать. Вăрçă тата ĕç ветеранĕ ачасене йывăр вăрçă çулĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.

18 çул тултарсан, 1942 çулти çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Мишша кутамккине мăшăр çăпата чикнĕ те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ылмаштарса тăхăнмашкăн кĕпи те пулман çав çулсенче. Каччăна пĕтĕм тăванĕ фронта ăсатнă. Тăшмана çĕнтерсе хăвăртрах киле таврăнма пил панă ял-йыш.

Чулхула облаçĕнчи Гороховец хулинчи лагерьте çар ăсталăхне вĕрентнĕ хыççăн 1942 çулхи раштав уйăхĕнче М.Прокопьев сержанта Ленинград фронтне ăсатнă. Фин заливĕ хĕрринче ларакан хулана тăшмансем çавăрса илнĕ пулнă. "Пурнăç çулĕпе" кăна çыхăну тытнă Ленинград хули. Хулана хÿтĕлеме салтаксем хăшĕ çурран, кам лавпа, е машинăпа кайнă.

Мишша утсан-утсан çав тери ывăнса çитнĕ. Юнашар машина иртсе кайнă. Кузов çинче салтаксем ларса пынă, пушă вырăн пулман. Халран кайнă салтак машина çине хăпарса ларас тĕллевпе кузовран çакланнă, анчах та ăна çÿлте ларса пыракансем тĕксе янă. Грузовик инçе те каяйман, ун çине снаряд ÿкнĕ. Машина çав самантрах пăр айне анса кайнă. Çĕнĕ Ахпÿрт каччи хăйĕн ĕмĕрĕнче пуçласа çакăн пек хăрушлăха курнă. Хăй кипкепе çуралнине, пурнăç çип çинчи пек çеç тытăнса тăнине ăнланнă.

Хулана çитсен вăл унта пурăнакансен йывăр пурнăçне курнă, тăшмана хирĕç пĕтĕм вăя шеллемесĕр кĕрешме тупа тунă. Прокопьев сержант Синявск тÿпемĕшĕн пыракан çапăçăва кĕнĕ.

Пĕрремĕш çапăçăва Михаил Прокопьевич хальхи пекех ас тăвать: йĕри-тавра çĕр çунать, танксем çулăмпа ялкăшаççĕ, снарядсем пĕрин хыççăн тепри çурăлаççĕ, аманнисем пулăшу ыйтаççĕ. Пуля лекесрен вилесем хыçне пытанни те пулнă.

1943 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Михаил Прокопьевич аманать. Госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна танксен 220-мĕш бригадине яраççĕ. Вăл сапер пулнă, совет танкĕсем иртсе каякан çула минăсенчен тасатса тăнă.

1944 çулти чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче "Нева" операци пуçланнă. Пирĕн салтаксем тăшман çине пиншер орудирен вут-хĕм вирхĕнтернĕ. Акă умра юхан шыв, саперсен кĕпере минăсенчен тасатмалла. Командир икĕ сапера задание ярать. Анчах та вĕсем ĕçе пурнăçлаймаççĕ. Командир тепĕр ушкăн ярать, каллех усси çук. Виççĕмĕшсен задание кайма тивет, хăйĕн черетне кашниех шăппăн кĕтет. Чăваш ачипе тутар ачин ячĕ тухать. Мĕн тăвăн, приказа пурнăçламалла!

Икĕ юлташ сивĕ шыва кĕреççĕ те кĕпер еннелле ишсе каяççĕ. Тăшмансем илтмелле мар шăппăн кĕпер çине хăпараççĕ. Минăсене юрăхсăра кăларнă хыççăн çав çулпах каялла таврăнаççĕ. Командира задание пурнăçлани çинчен пĕлтереççĕ. Паттăрла ĕçшĕн Совет правительстви салтаксене Хĕрлĕ çăлтăр орденне парса чыслать.

Çĕнĕ Ахпÿрт каччи Ленинград блокадине татнă хыççăн Эстони, Польша, Германи çĕршывĕсене фашистсенчен тасатнă çĕре хутшăннă.

Шкул ачисем ватă ветеран кун-çулĕпе кăсăкланса паллашрĕç. Салтакăн орденĕсемпе медалĕсене тытса пăхрĕç, калаçушăн тав турĕç.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май çакна каласа хăварас килет. 1945 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче паттăр салтак тăван яла таврăннă. Тăвансене курнă хыççăн Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кайнă. Алла диплом илсен 40 çула яхăн ачасене шкулта физика вĕрентнĕ.

Мăшăрĕпе Луиза Васильевнăпа икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă (иккĕшĕ те учительсем). Педагогика университетĕнче вĕренекен мăнукĕсем те пур. Педагогсен династийĕн виçĕ ăрăвĕ Шаккăл шкулĕнче ĕçленĕ. Юрий Михайлович хĕрĕсем, ку – тăваттăмĕш ăру, педагог пулма вĕренеççĕ.

Эпир, шкул ачисемпе ĕçтешĕсем Михаил Прокопьевичпа Луиза Васильевнăна Вĕрентекен çулталăкĕпе тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çывхарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

С.ВАСИЛЬЕВА. Шаккăл шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика