АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЙ-ХИР ĔÇĔСЕМ ÇЫВХАРАÇÇĔ

10 марта 2010 г.

Çанталăк çуркунне енне сулăнчĕ. Кун тăршшĕ кунран-кун тăсăлсах пырать. Тÿпене самаях хăпарма ĕлкĕрнĕ хĕвел кăнтăрла тĕлнелле çан-çурăма палăрмаллах ăшăтать. Унăн витĕмĕпе çулсем пĕчĕккĕн юртан тасалма пуçларĕç. Кĕçех уй-хир те, акă, ула тум тăхăнĕ. Хресчен çак пулăмсене сăнанă май акана хатĕрленме тытăнать.

Ĕçĕ кунта çителĕклех: вăрлăх хатĕрлемелле, техникăна юсаса йĕркене кĕртмелле, удобрени кÿрсе килмелле. Çунтармалли- сĕрмелли хатĕрсемпе саппас пайĕсем туянмашкăн укçа-тенкĕ хатĕрлемелле. Чылайăшĕ çак тĕллевпе патшалăха кивçене кĕрет. Кредит илмешкĕн те ĕç хучĕсемпе пайтах чупса хăшкăлма тивет.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалист-эксперчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ака-суха ĕçĕсене ытти çулсенчи пекех, çĕр ĕçченĕсем 2015 çулччен палăртнă ятарлă программăпа килĕшÿллĕн туса пырĕç. Унпа килĕшÿллĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тата çĕр улмине туса илесси çултан çул ÿссе пымалла. Плана пурнăçласа пырасси вара йăлтах хамăртан килет, халĕ çĕр ĕçченĕсен кăçалхи ĕç планне тишкерсе тухар-ха.

Палăртнă ĕç планĕпе килĕшÿллĕн вĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 36 пин тонна туса илмелле, тухăçĕ те кăтартуллă пулмалла. Çĕр улми туса илессин планĕ те çулсерен ÿссех пырать. Хресченĕн кăçал çавăн пекех усă кÿмесĕр пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртсе пĕтермелле.

Пирĕн район уйĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 14943 гектар йышăнĕç, вăл шутран кĕрхисем – 6400 га, вĕсенчен кĕрхи тулă – 5416 га, кĕрхи ыраш – 984 га. Кăçал çĕр ĕçченĕсем çурхи культурăсене пĕтĕмпе 9110 га акса хăварĕç: тулă – 2500 га, урпа – 5250 га, сĕлĕ – 1000 га, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем – 360 га, кĕрпе йышшисем – 25 га. Юлашки çулсенче рапс та акма тытăнчĕç, вăл 500 гектар çинче шăтса тухĕ. Çĕр улмине пине яхăн гектар çинче туса илĕç, пахча-çимĕç 25 гектар çинче çитĕнĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 8500 гектар йышăнĕ.

Хальхи вăхăт тĕлне районти мĕн пур вăрлăхăн 70 ытла процентне çеç кондицие лартнă. Çав вăхăтрах юлхавсăр ĕçлесе пыракансем те çук мар районта. Акă, "Цивиль", "Весна", Крупская яч., "Канаш", Киров яч., "Нектар", "Сормовский" тата "Мария" пĕрлĕхсемпе хуçалăхсен тĕрĕслеве тăратнă вăрлăхĕсем пахалăх тĕлĕшĕн-чен йăлтах тивĕçтереççĕ. Ытти хуçалăхсенче ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Удобренисем пирки калаçас пулсан, хальхи вăхăт тĕлне района вĕсене 250 тонна кÿрсе килнĕ. Çурхи ĕçсене туса ирттерме пĕтĕмпе пĕр пин тонна кирлĕ, ку – планăн 25 проценчĕ çеç-ха. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ тата С.Шпаков, В.Малов, А.Владимиров, А.Архипов фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем аван ĕçленĕ. Пултаруллă ертÿçĕсенчен чылайăшĕ çунтармалли тата сĕрмелли хатĕрсен саппасĕсене те пуянлатса хăварма ĕлкĕр-нĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсем умне тăратнă çитес вăхăтри тĕллевсемпе задачăсем чăнласах та пысăк. Вĕсем еплерех пурнăçа кĕрсе пынине вăхăт кăтартĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика