10 марта 2010 г.
Çамрăксем суйлава хутшăнни –çамрăк çыннăн гражданла позицине тата политика культурине сăнлакан пысăк пĕлтерĕшлĕ фактор. Паянхи кун Тăван çĕршыва юратакан тата унăн пуласлăхĕшĕн яваплă граждансен ăрăвне çитĕнтересси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Пирĕншĕн суйлаври кашни сасă пĕлтерĕшлĕ, çамрăк суйлавçăн сасси вара икĕ хут пĕлтерĕшлĕрех.
Яш-кĕрĕм суйлав çинчен ытларах пĕлтĕр тесе тата вĕсене суйлава хутшăнма условисем туса парас тĕллевпе Шăхасан вăтам шкулĕнче "Суйлав – питĕ пĕлтерĕшлĕ" девизпа Çамрăк суйлавçăсен кунне ирттерчĕç. Мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров, вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Алина Павлова, территори суйлав комиссийĕн членĕ Татьяна Владимирова хутшăнчĕç.
Мероприяти çÿллĕ шайра иртрĕ. Районти 12 шкултан килнĕ команда суйлав темипе çыхăннă конкурссенче пĕлÿпе ăсталăх кăтартрĕç. Çирĕп жюри команда ятне, мĕнле девиз каланине, пурнăçра сиксе тухнă пăтăрмаха театрпа вăйă формипе усă курса епле сирсе яма пултарнине шута илчĕ. "Суйлава – юрăпа" музыка конкурсĕнче оригиналлă номерсем кăтартрĕç, суйлава активлă хутшăнма йыхравларĕç.
Чи пултаруллисем Шăхасанти "Оптимистсем", Уçырмари "21-мĕш ĕмĕрти ачасем", Пайкилтри "Ку чухнехи çамрăксен ирĕклĕ союзĕ" командăсем пулчĕç. Вĕсем дипломантсем пулса тăчĕç. Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенне Катя Николаевăна кăçалхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче, суйлав кунĕнче, мероприятине активлă хутшăннăшăн парне илме сертификат пачĕç.
Çамрăк суйлавçăсен кунне хутшăннисене районти территори суйлав комиссийĕ асăнмалăх парнесем пачĕ.
А. ВИТАЛЬЕВ.