АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛАЙĂХ ĔÇЛЕМЕ ПĔЛĔВЕ ŸСТЕРСЕХ ТĂМАЛЛА

10 марта 2010 г.

Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулăн капăр çурчĕ умне çĕп-çĕнĕ автоклуб пырса чарăнчĕ. Руль умĕнче – Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, унпа юнашар – мăшăрĕ Светлана Юрьевна. "ЗИЛ-5301" автомобиле тĕпе хурса тунă, куçса çÿреме специализациленĕ комплекса сасса вăйлатмалли тата кăтартмалли хатĕрсемпе пуянлатнă, вĕсем тĕрлĕ çĕре тухса концертсем, фильмсем кăтартма тата ытти культурăллă мероприятисем ирттерме пулăшаççĕ. Çак комплексăн хуçи районти культура çурчĕ пулса тăнине пĕлтерекен хута тата автоклуб уççине Николай Васильевич директор пулса ĕçлекен О.Микушинăна пачĕ. Ольга Сергеевна районта пурăнакансен ячĕпе хаклă парнешĕн чун-чĕререн тав турĕ.

Президент тăван çĕр илемне, унăн халăхне, хĕрарăмĕсене мухтанă кăвар чĕреллĕ сăвăçăн ентешĕсене çурхи пĕрремĕш уяв – Мартăн 8-мĕшĕ – ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та, шкул директорĕ В.Федоров та хĕрарăмсем валли ăшă сăмахсем тупрĕç.

Республика пуçлăхĕ районти шкулсенчи хоккей командисен турнирне уçнă çĕре хутшăнчĕ. Педагогсен коллективĕ тăрăшнипе Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ шкулта пĕлÿ илес тата спортпа туслашас туртăм аталансах пырать. Çамрăк хоккеистсем ăсталăхĕпе районта, республикăра палăрма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

– Хоккей площадки стандартпа килĕшÿллĕ пулни тренировкăсене тухăçлă ирттерме май парать. Кашни заняти хыççăн пăра шыв сапса шăнтатпăр, – терĕ шкул директорĕ В.Федоров.

Президент шлемсем, хÿтлĕх тумĕсем тăхăннă, аллисенче клюшка тытнă çирĕп хул-çурăмлă яшсемпе калаçрĕ, вĕсене ăнăçу сунчĕ. Шăхасан ялĕн активĕпе канашланă чухне Николай Васильевич района ертсе пыракансем сывă пурнăç йĕркине тата спорта аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.

Çул çÿревĕн тепĕр чарăнăвĕ Канашри вагонсем юсакан заводра пулчĕ. Унта Н. Федоров груз турттармалли тĕнче класлă вагонсем туса кăлармалли цеха тăвасси мĕнле пынипе интересленчĕ. Ăна Япони специалисчĕсем пулăшнипе çĕклеççĕ. Цеха хута ярсан энерги тăкакласси 40 процент чакĕ, ĕç тухăçлăхĕ виçĕ хутчен ÿсĕ.

– Пултарулăхĕпе пуçаруллисем, лайăх ĕçлекенсем, хăйсен пĕлĕвне ÿстерсех тăракансем валли кунта çĕршер ĕç вырăнĕ пулĕ, – палăртрĕ Н.Федоров журналистсене интервью панă хушăра.

Çĕнĕ предприяти Канаш хулипе республикăшăн кăна мар, пĕтĕм Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Строительство ĕçĕсемпе Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В. Путин та интересленсех тăрать.

"Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă чухне Чăваш Ен Президенчĕ ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта вагонсем тăвассин пулас гигантне туса кăларассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

– Кăçалхи çĕртме уйăхĕ тĕлне предприятине ĕçлеттерсе яма хатĕрлесе çитермелле, – çакăн пек задача лартрĕ республика пуçлăхĕ.

Н.Федоров Раççей Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленине те çитсе курчĕ. Вăл автомобильпе вырăна тухса клиентсене пулăшу парассине мĕнле йĕркеленипе интересленчĕ. FIAT микроавтобус салонĕнче икĕ специалист валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕ. Вĕсен ĕçне компьютер техникипе ансатланă: ноутбуксем, пĕр вăхăтрах принтер, сканер тата копир ĕçĕсене тăвакан нумай функциллĕ хатĕрсем. Автомобиль Чăваш Енри 12 района тивĕçтерет, ялсене графикпа тухса çÿрет. Клиентсене обществăлла организацисенче, ял тăрăхĕн администрацийĕсенче йышăнаççĕ, çавăн пекех ватăсем, инвалидсем, тин кăна çуратнă хĕрарăмсем патне килĕсене пыраççĕ.

Президент Канаш хулипе районĕнчи хĕрарăмсен канашĕсен пĕрлехи ларăвне хутшăнчĕ.

– Ĕмĕтĕрсене пурнăçлама пур майсене туса пама тăрăшаççĕ Канаш тăрăхĕнче. Ачăрсем сывлăх тата мораль енчен çирĕп ÿсме физкультурăпа спорт комплексĕсем, упăшкăрсем валли тивĕçлĕ ĕç укçи илме вагонсем юсакан завод пур, – терĕ Н.Федоров хĕрарăмсене çурхи чи илемлĕ уявпа саламланă май.

Çав хушăра пĕрремĕш ретре çулталăк çурăсенчи Артем хăй пурри çинчен хыттăн кăшкăрса пĕлтерчĕ. Тивĕçтерчĕç вăл мĕн ыйтнине, Николай Васильевич унăн амăшне тата тăватă хĕрарăма амăш (çемье) капиталĕн патшалăх сертификачĕсене пачĕ. Президентăн пархатарлă сăмахĕсене вăрçă çулĕсенче фронтра, тылра паттăрлăхпа чăтăмлăх кăтартнă хĕрарăмсем тивĕç пулчĕç. Вĕсене республика пуçлăхĕ парнесем парса хавхалантарчĕ, кăкăрĕсем çине Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа кăларнă медаль çакса ячĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика